Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрман the word is in our database.
вӑрман (тĕпĕ: вӑрман) more information about the word form can be found here.
Ав тата, леререхре, вӑрман хӗрринчи ҫамрӑк хурӑн кутӗнче, тин ҫеҫ тункатан-тункатан чӑмӑртаннӑ хурӑн ҫырлисем тӗксӗммӗн ҫиҫсе илчӗҫ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Умра — хӑй ытамне кӗтекен шӑкӑр вӑрман.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Вӗсем ҫинче, тип тӗтреллӗ, хӳтлӗх вӑрман йӑрӑмӗллӗ ката хӗрринче, сӗвӗрӗнкӗ, шӑркаланнӑ сӑра кӑпӑкӗ пек ҫӳхе, шупка кӑвак пӗлӗтсем, пӗр-пӗринпе пӗтӗшсе, пӗр хускалми тӗлӗреҫҫӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ак ӗнтӗ автобус кабининчи тӗкӗр витӗр умра, катара, ҫӑра симӗс виткӗчӗпе хупланнӑ хутӑш вӑрман та сӗмленет.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Вӑрман йӑвантарас ӗҫе тапкӑ-ҫупкӑ парсах талкӑштарас текенсем те тупӑнӗҫ…

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Халӗ ӗнтӗ «кӗрхи чалланнӑ вӑрман» паҫӑрхинчен те чурӑсрах, кӑрарах кашласа кайрӗ, унтан харӑсах упа мӗкӗрни те, кашкӑр улани те, мулкач кӑвакал нартлатнӑ пек ҫухӑрашкалани те, карӑк качлатни те, тӑмана ӳхлени те илтӗнчӗ, тейӗн.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ушкӑн варринче йӑрӑс пӳллӗ, клеш шалавар, тӑрӑнчӑк ҫухаллӑ шурӑ лавсан кӗпе тӑхӑннӑ кервен ҫамрӑк «пӑрҫа урапипе» чӑк тумланнӑ, ҫивӗтне симӗс лентӑпа ҫивӗтлетнӗ, ҫамрӑклӑх сӗткенӗпе тулса якалнӑ нар питлӗ (вӑрман витӗр тухнӑ чух пилеш сапаки ҫапӑннӑ-ши?) тӑпӑл-тӑпӑл хӗр пӗрне-пӗри чунӗсене уҫса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хама хытаратӑп пулин те, сукмак йӑвӑ тӗмӗсем, кӑптака ҫӳҫесем хушшинелле пӑрӑнсан, ӑшӑмри кӑйкӑр хӑюлӑхӗ самант пусӑрӑнса тӗссӗрленчӗ, чун-чӗрене вӑрман кӑвакалӗн яланхи шикӗ ҫӳҫентере-ҫӳҫентере илчӗ, пасартрӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Вӑрӑм, вӑрӑм тееҫҫӗ, Пиртен вӑрӑм вӑрман пур.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫӗнӗ куна савса, тин ҫеҫ сӑмсаланакан таса, сенкер кун ҫутине ачашшӑн ытамласа ҫупӑрлакан, нарланса ҫиҫекен хӑчӗ-имӗ ҫук йывӑҫлӑ, таттисӗр вӑрман хура шӑпаллӑ тӑр пӗччен ҫыншӑн ҫав-ҫавах хӑлхасӑр, куҫсӑр юлчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр пӑрӑнӑҫ хурама тӗлне ҫитсен Пурис машинине вӑрман ҫулӗнчен пӑрса йывӑҫ хушшинелле тытрӗ, пӗтнӗк, антӑс курӑкӗсене, сар ҫип утине, матрӳшкене, ытти сиплӗ те илемлӗ чечексене, ҫамрӑк йывӑҫсене, туратсене хуҫса-таптаса вунӑ-вун икӗ хӑлаҫ пек кайсан пӗр лӑпсӑркка туратлӑ ҫатӑркка ҫӗмӗрт ҫывӑхӗнче чарчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тухӑҫран ачаш илӗм-тилӗм ҫути ӳкнӗ вӑрман хӑтлӑхӗнче ҫакна никам та илтмерӗ, никам та курмарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эх, ку тумхах мӗне пӗлтернине тӗпчесе, юнавран сыхланса, пуҫне кӗлт ҫавӑрттарса илесчӗ те, ҫиччӗ-саккӑр виҫкелесе вырӑна алли-урипе те пулин тӗпчесчӗ — ҫук ҫав, ӗнтӗ вӑрман тӑрӑх ури айӗнчи хӑрӑк-марӑка кӑна мар, хӑрушлӑх, шик туйӑмӗсене те хатӑррӑн таптаса утса, халӗ те хӑй умне чару карти лартаймарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ша-а-арт!» — хирӗлет, чӑркӑшать, тулашать, ҫиллине шӑнӑраймасть вӑрман.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унччен те пулмин вӑрман хашш! хашлатса ячӗ, хыҫҫӑнах ун ҫийӗн кӑра, хура ҫил вашлатса, чашлатса ҫӗкленчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак вӑл вырӑнтан хускалчӗ, тӑтӑрхасӑр урисене (вӗсене такам тачка сӑнчӑрпах сӑнчӑрланӑ тейӗн) пӗр-пӗринчен шӑл ҫыртса, вӑй хурса куҫаркаласа, тӗттӗм вӑрман чӑтлӑхнелле лӑштӑрт-лӑштӑрт тутарса ленк-ленк калӑпсӑр сулланчӗ: ҫӑт-ҫат, шӑт-шат, чӑш-чаш, шачӑртшачӑрт…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрман куҫне хупласа ҫыхнӑ хура явлӑкне ҫав-ҫавах салтман-ха.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тупӑп-ха сансӑрах кама та пулин!» — «ҫийӗнчи кӗпине чарр! чарр! ҫурчӗ» вӑл ӑшра, вара сулахаялла пӑрӑнчӗ те, татах тем хивреленсе, чӗлхинчен туратлӑ, хисепсӗр сӑмахсем вӗҫерте-вӗҫерте, вӑрман хӑрӑмнелле ывӑнса йывӑрланнӑ, кӑмӑлсӑр, хӑпартнӑ урисемпе лӑнкӑ-ланкӑ, лӑнкӑ-ланкӑ, кӑнт-кант пускаласа лакӑштатрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасӑ вара каҫхи вӑрман шӑплӑхне мӑка колун пек касӑлса кӗрсе, таҫта катара-катара тӗссӗр, ҫӗрӗк саслӑн ахрӑмланса, самантрах татӑлса ҫухалчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӗри пуклак кисӗппе тӳнккенӗн кӑлтлатни ыйхӑ пуснӑ вӑрман тӑрӑх уксаххӑн ахрӑмланса кайманни ҫеҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed