Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килне (тĕпĕ: кил) more information about the word form can be found here.
Хӑйне тивес-тӗкӗнес ҫукки ҫинчен шантарса каланипе хӗпӗртесе кайнӑ Петро килне каҫ пулас умӗн тухса кайрӗ.

Уехал Петро уже перед вечером, обнадеженный и веселый.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро ҫӑмӑлланнӑ чунпа килне таврӑнчӗ.

Облегченный, Петро пришел домой.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вешенскинче вара, икӗ кун пурӑннӑ хыҫҫӑн тек чӑтӑм ҫитереймерӗ, штабра та, Фомин патӗнче те пулмасӑрах килне таптарчӗ.

А в Вешенской, пробыв два дня, не выдержал и, не побывав ни в штабе, ни у Фомина, ахнул домой.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Укҫаллӑ килне пулас, — терӗ Пантелей Прокофьевич вӑл тухса кайнӑ хыҫҫӑн, — мул пур йӗксӗкӗн.

— При деньгах он, видно, — говорил Пантелей Прокофьевич после его ухода, — капитал имеет, стерва.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан Аникушка арӑмӗ патӗнче чарӑнчӗ, япалисене пӳрте кӗртсе хучӗ те, кил хуҫи арӑмӗ каҫхи апат хатӗрленӗ хушӑра, килне тухса утрӗ.

Степан остановился у Аникушкиной жены, снес в хату свои пожитки и, пока хозяйка собирала ему вечерять, пошел к своему дому.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка йӑпӑр-япӑрах пуҫтарӑнчӗ, хысна хатӗр-хӗтӗрӗсене парса хӑварчӗ те ҫав кунхинех, каҫ пулттипе, килне кайма тухрӗ.

Мишка собрался в два счета, сдал казенную экипировку, в тот же день навечер выехал домой.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах йӗркелӗх туйӑмӗ ҫӗнтерсе илчӗ-илчех — килне таврӑнсан вӑл Аксинйӑпа калаҫса пӑхма тата, май тупӑнсан, унпа татӑлма шут туса хучӗ.

Но чувство порядочности осилило — решил по приезде поговорить и, если представится возможность, расстаться.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Килне тем пек каясси килчӗ пулин те, вӑл ҫул ҫинче ҫӳресе вӑхӑт ирттересрен Новочеркасскрах юлма шутларӗ.

Как ни велико было желание поехать домой, он решил остаться в Новочеркасске, чтобы отдохнуть, не теряя времени на переезды.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавра ҫулсене те, пӗрле вӗреннисен тӗлпулӑвӗсене те пырса ҫӳрет, вӗрентекенӗсем патне килне кӗрсех калаҫма май тупать.

Посещает круглые даты и встречи со своими однокласниками, находит возможность прийти домай к учителям поговорить.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн килне таврӑннӑ, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен тӑван колхозра тӑрӑшнӑ — тырӑ вырнӑ, нумай ҫул хӑмла ҫитӗнтернӗ ҫӗрте, колхоз пахчинче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ, нимӗнле ӗҫе те тиркесе тӑман.

После войны вернулась домой и до выхода на заслуженный отдых трудилась в родном колхозе — выращивала хлеб, много лет работала на плантациях хмеля, в колхозных огородах, не пренебрегал никакими делами.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Каҫпа Бунчук, хӑйӗн лӑп кӑна вырнаҫнӑ ӑпӑр-тапӑр япалисене шалпар салтак хутаҫҫипе йӑтса, хула хӗрринчи пӗчӗк урама, Аннӑсен килне пырса кӗчӗ.

Вечером Бунчук, забрав свои пожитки, умещавшиеся в просторной солдатской сумке, пришел в тот окраинный переулок, где жила Анна.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кунтах ҫӗр каҫма ӳкӗтлерӗҫ пулин те, вӑл ӑна-кӑна пӑхмасӑр килне кайма шут турӗ.

Не глядя на упрашивания остаться ночевать, решил ехать.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗрре хӗпӗртесе, кӑштах тата эрленсе тухса кайрӗ вӑл тӑван килне: Дон ҫинче влаҫшӑн чи хаяр ҫапӑҫусем пынӑ вӑхӑтра хӑйӗн чаҫне пӑрахса кайнӑшӑн пӑшӑрханчӗ вӑл, ҫав вӑхӑтрах кил-йышӗпе тӑван хуторне ҫитсе курма тӳр килнӗшӗн савӑнчӗ те.

Ехал Григорий со смешанным чувством недовольства и радости: недовольства — потому, что покидал свою часть в самый разгар борьбы за власть на Дону, а радость испытывал при одной мысли, что увидит домашних, хутор.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑнисем кайма васкаман, — вӗсен пурне те пӗлес килне, куҫпа анчах мар, алӑпа тытса пӑхас килнӗ.

Гости были людьми дотошными — все им хотелось разузнать, и все они старались не только увидеть пшеницу, но и пощупать ее руками.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей ун патне килне кӗчӗ.

Сергей заехал к нему на дом.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Станица тӑрӑх пынӑ чух Сергей текех Ирина ҫинчен шухӑшларӗ, унӑн ашшӗ килне мар, чӑх фермине каяс килчӗ.

А Сергей, проезжая по станице, все думал об Ирине, и так ему хотелось завернуть не к отцу, а на птичник!

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах виҫӗ эрне те иртнӗ, Сергей ашшӗ килне мар, станицӑна та килсе кӗменни старике ҫиллентернӗ.

Но прошло уже более трех недель, а Сергей не приезжал не только в дом к отцу, но и в станицу, и это злило старика.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ефим Меркушев ҫӗнтерӳ кунне Берлинта уявланӑ, килне таврӑнсан, Мефодине каллех сурӑхсем патӗнче тӗл пулчӗ…

Ефим Меркушев праздновал День Победы в Берлине, а когда вернулся домой, Мефодий уже по-прежнему находился возле овец.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тимофей Ильич кладовоя каймарӗ, килне таврӑнчӗ, тумтирне пӑрахса, сӗтел хушшине ларчӗ те конспект ҫырма пуҫларӗ.

Тимофей Ильич не пошел в кладовую, а вернулся домой, разделся, сел за стол и начал составлять конспект.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Виҫӗмкун, ҫӗнӗ ҫул каҫ, кайран пӗлтӗм, Сергей станицӑра пулнӑ, чӑх фермине, хӑйӗн Ирини патне кӗрсе тухнӑ, тӑван килне пырса та кӗмерӗ…

Позавчера, под самый Новый год, как я дознался, Сергей был в станице, заезжал на птичник к своей Ирине, а родной дом не навестил…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed