Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Иерусалимра Пасха уявӗнче пулнӑ чухне Вӑл нумай хӑват тунӑ, ҫакна курса чылайӑшӗ ӗненнӗ Ӑна.
Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ вара йышлӑ халӑх шавӗ пек, нумай шыв кӗрленӗ пек, хӑватлӑ аслати кӗмсӗртетнӗ пек сасӑ илтрӗм; ҫав сасӑ каларӗ: аллилуия!
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫичӗ курка тытнӑ ҫичӗ ангелтан пӗри пычӗ те мана ҫапла каларӗ: ҫывӑхарах кил! эпӗ сана нумай юханшыв хӗрринче ларакан аскӑнран та аскӑн арӑма сут тунине кӑтартам, 2. унпа ҫӗр ҫинчи патшасем аскӑнланчӗҫ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ун аскӑнлӑхӗн эрехне ӗҫсе ӳсӗрӗлетчӗҫ, терӗ.
Ӳлӗм 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эфес Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса Тӑраканӗ, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ варринче Ҫӳрекенӗ сана ҫапла калать: 2. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ тӑрӑшнине, эсӗ чӑтнине, эсӗ аскӑнчӑксене тӳсме пултарайманнине тата эсӗ хӑйсене апостол тесе калакансене сӑнанине те Эпӗ пӗлетӗп; эсӗ вӗсем апостолсем мар, ултавҫӑсем иккенне ӑнланса илтӗн. 3. Эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн нумай тӳсрӗн, пӗрех хавшаса ӳкмерӗн. 4. Анчах санӑн Ман умӑмра айӑпу пур — эсӗ малтанхи пек юратмастӑн. 5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ху малтан мӗнле пулнине астуса ил те — ӳкӗн, малтан тунӑ ӗҫӳсене ту; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та, ӳкӗнмесессӗн, санӑн ҫутаткӑҫна хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫарӑп. 6. Ҫапах та санӑн лайӑххи пур: эсӗ Николай хыҫҫӑн кайнисенӗн ӗҫӗсене кураймастӑн, ҫав ӗҫсене Эпӗ те кураймастӑп. 7. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене Туррӑн рай варринчи чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫитерӗп».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй тӑванӑмсем, сире тархаслатӑп: ҫак ӳкӗтлесе каланӑ сӑмахсене йышӑнӑр эсир; ҫырасса та эпӗ сире нумай та ҫырмарӑм.22. Прошу вас, братия, примите сие слово увещания; я же не много и написал вам.
Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Аслӑ священник сӑваплӑ пӳлӗме выльӑх юнӗпе ҫуллен кӗрет пулсассӑн, Христос тӳпе ӑшне Хӑйне темиҫе хут парнене кӳме кӗмен; 26. апла Унӑн тӗнчене пултарнӑранпа нумай хут та асапланмалла пулнӑ пулӗччӗ, Вӑл Хӑйне парнене кӳрсе ҫылӑха пӗтермешкӗн пӗрре ҫеҫ, ӗмӗрсем вӗҫӗнче, килнӗ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫакӑн ҫинчен пирӗн нумай калаҫмаллаччӗ, анчах каласа ӑнлантарма хӗн, мӗншӗн тесессӗн эсир итлейми пултӑр.
Евр 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Александр пӑхӑрҫӑ мана нумай усал турӗ.
2 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ху манран нумай ҫын умӗнче илтнине шанчӑклӑ ҫынсене каласа пар, вӗсем ыттисене те вӗрентме пултарччӑр.
2 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мӗнпур усаллӑхӑн тымарӗ — укҫана юратни, ҫавӑн хыҫҫӑн кайса хӑшӗ-пӗрисем чӑн тӗне пӑрахнӑ, хӑйсене хӑйсем нумай хуйхӑ курмалла тунӑ.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мӗн аваннине пӗлсе пурӑнса, Христос кунӗ таса ҫын, улталанман ҫын пулӑсӑрччӗ; 11. Турра асла, мухтава кӑлармашкӑн Иисус Христос урлӑ сӑваплӑ ӗҫ нумай тумалла пулӑсӑрччӗ тетӗп.
Флп 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах та нумай ырӑлӑхлӑ Турӑ, Хӑй юратакан кӑмӑллӑ пулнӑран, пире юратса, 5. пире, усал ӗҫсене пула вилнӗскерсене, Христоспа пӗрле чӗртнӗ — сире тивлет парса ҫӑлнӑ, 6. Христос Иисуспа пӗрле вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, пире тӳпене Унпа пӗрле лартнӑ; 7. Христос Иисус урлӑ пирӗншӗн кӑмӑллӑ пулса, пире пулас ӗмӗрте Хӑйӗн виҫесӗр тивлетне кӑтартас тенӗ.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Нумай ҫын ҫинчен каланӑ пек: «унӑн йӑхне» темен, Пӗрин ҫинчен каланӑ пек: «унран Ҫуралассине» тенӗ — Ҫураласси Христос пулнӑ.Не сказано: и потомкам, как бы о многих, но как об одном: и семени твоему, которое есть Христос.
Гал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хама ытла нумай пӗлтернипе мухтанасран, хама асла хурасран мана асаплантарма ӳтӗм ӑшне сӑнӑ кӗртнӗ — шуйттан ангелӗ асап кӑтартать мана.
2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсемпе пӗрле эпир хамӑрӑн тепӗр тӑванӑмӑра та ятӑмӑр, вӑл тӑрӑшнине эпир нумай ӗҫре темиҫе хут та сӑнаса пӗлнӗ; халӗ вӑл сире ҫирӗп шаннипе тата ытларах тӑрӑшать.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пулӑшмалӑх укҫа пире питӗ нумай параҫҫӗ, ҫавӑнпа камран та пулин сӑмах илтес марччӗ тесе ҫав ырӑ ӗҫе эпир сыхланса тӑватпӑр: 21. эпир Турӑ умӗнче ҫеҫ мар, ҫынсем умӗнче те ырӑ тума тӑрӑшатпӑр.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Халӗ сирӗн ытлашшийӗр вӗсенӗн ҫитменнине ҫитертӗр; кайран вӗсенӗн ытлашшийӗ сирӗн ҫитменнине ҫитертӗр — пӗр тикӗс пултӑр; 15. Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «нумай пухаканӗн те ытлашши пулман, сахал пухаканӗн те ҫителӗксӗр пулман» тенӗ.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсир пур тӗлӗшпе те питӗ тулӑхлӑ: ҫирӗп ӗненетӗр, хӑватлӑ калаҫатӑр, нумай пӗлетӗр, ырришӗн тӑрӑшатӑр, пире те юратса тӑратӑр — ӗнтӗ ҫак ӗҫре те ырӑ пулӑр.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем темӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑ тӳсеҫҫӗ пулин те, темӗн тӗрлӗ савӑнса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсем ытла та чухӑн пулин те, уҫӑ кӑмӑллӑскерсем, питӗ нумай пулӑшаҫҫӗ: 3. вӗсем вӑй ҫитнӗ таран та, вӑйӗнчен ытлашши те пулӑшма хавас — эпӗ ҫакна хам куртӑм.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ сире питех те шанса тӑратӑп, сирӗнпе нумай мухтанатӑп; хамӑрӑн темӗн чухлӗ хуйхӑ пулин те, эпӗ пӗтӗмпех лӑплантӑм, темӗн тӗрлӗ савӑнса тӑратӑп.
2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.