Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑн (тĕпĕ: ҫав) more information about the word form can be found here.
24. Моисей ҫавӑн пекех Гад йӑхне, Гад ывӑлӗсене те ӑрусерен еткерлӗх ҫӗр пайласа панӑ: 25. вӗсенӗн еткерлӗхӗ Иазер, пӗтӗм Галаад хули, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗ ҫурри таран, Равва ҫывӑхӗнчи Ароера ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗр, 26. Есевонран пуҫласа Рамаф-Мицфапа Ветонима ҫитиччен, Маханаимран пуҫласа Давир чикки таран выртакан ҫӗрсем пулнӑ, 27. тата айлӑмри Беф-Гарам, Беф-Нимра, Сокхоф тата Цафон хулисем — Сигон патшалӑхӗн, Есевон патшийӗн, юлашки ҫӗрӗ — Иордан шывӗпе чикӗллӗ, Иордан леш енче тухӑҫалла Хиннереф тинӗсӗ патне ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗр.

24. Моисей дал также удел колену Гадову, сынам Гадовым, по племенам их: 25. пределом их был Иазер и все города Галаадские, и половина земли сынов Аммоновых до Ароера, что пред Раввою, 26. и земли от Есевона до Рамаф-Мицфы и Ветонима и от Маханаима до пределов Давира, 27. и на долине Беф-Гарам и Беф-Нимра и Сокхоф и Цафон, остаток царства Сигона, царя Есевонского; пределом его был Иордан до моря Хиннерефского за Иорданом к востоку.

Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Моисей Рувим йӑхне ӑрӑвӗсем тӑрӑх еткер ҫӗр панӑ: 16. вӗсен ҫӗрӗн чикки Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер пулнӑ, вӗсене акӑ мӗн-мӗн тивнӗ: Арнон айлӑмӗнчи хула, Медева ҫумӗнчи пӗтӗм тӳремлӗх, 17. Есевон тата ун таврашӗнчи тӳремлӗхри мӗнпур хула: Дивон, Вамоф-Ваал, Беф-Ваал-Меон, 18. Иааца, Кедемоф, Мефааф, 19. Кириафаим, Сивма, Емек тӑвӗ ҫинчи Цереф-Шахар, 20. Беф-Фегор, Фасга ту аркинчи вырӑнсем, Беф-Иешимоф, 21. тӳремлӗхри пӗтӗм хула, аморрейсен патшийӗн Сигонӑн пӗтӗм патшалӑхӗ; ӑна, Есевонра патшара ларнӑскере, Моисей вӗлернӗ; ҫавӑн пекех Моисей мадиансен ҫулпуҫӗсене Евия, Рекема, Цура, Хура, Ревӑна та пӗтернӗ, лешӗсем ҫав ҫӗршывра Сигона пӑхӑнса пурӑннӑ пулнӑ; 22. вӗсене вӗлернӗ чухне Израиль ывӑлӗсем Веор ывӑлне Валаам пӗлӗмҫе те хӗҫпе касса вӗлернӗ.

15. колену сынов Рувимовых по племенам их дал удел Моисей: 16. пределом их был Ароер, который на берегу потока Арнона, и город, который среди потока, и вся равнина при Медеве, 17. Есевон и все города его, которые на равнине, и Дивон, Вамоф-Ваал и Беф-Ваал-Меон, 18. Иааца, Кедемоф и Мефааф, 19. Кириафаим, Сивма и Цереф-Шахар на горе Емек, 20. Беф-Фегор и места при подошве Фасги и Беф-Иешимоф, 21. и все города на равнине, и все царство Сигона, царя Аморрейского, который царствовал в Есевоне, которого убил Моисей, равно как и вождей Мадиамских: Евия, и Рекема, и Цура, и Хура, и Реву, князей Сигоновых, живших в земле [той]; 22. также Валаама, сына Веорова, прорицателя, убили сыны Израилевы мечом в числе убитых ими.

Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне тата Манассиян тепӗр ҫур йӑхне Ҫӳлхуҫа чури Моисей Иордан леш енчи [хӗвел]тухӑҫӗ еннелле выртакан ҫӗрсене панӑ: 9. вӗсен ҫӗрӗ Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер патӗнчен пуҫланса кайнӑ, вӗсене айлӑмра ларакан хулана та, пӗтӗм Медева тӳремлӗхне те Дивон хулине ҫитичченех панӑ, 10. тата Есевонра патшара ларнӑ аморрейсен патшийӗн Сигонӑн хулисене пӗтӗмпе, аммонсен чиккине ҫитиччен, 11. ҫавӑн пекех Галаад, Гессур, Мааха ҫӗрӗсене, пӗтӗм Ермон ту-сӑртне, пӗтӗм Васан ҫӗрне Салха таранччен 12. тата Астарофпа Едреи хулисенче патшара ларнӑ Васан патшийӗн Огӑн пӗтӗм патшалӑхне панӑ.

8. А колено Рувимово и Гадово с другою половиною колена Манассиина получили удел свой от Моисея за Иорданом к востоку [солнца], как дал им Моисей, раб Господень, 9. от Ароера, который на берегу потока Арнона, и город, который среди потока, и всю равнину Медеву до Дивона; 10. также все города Сигона, царя Аморрейского, который царствовал в Есевоне, до пределов Аммонитских, 11. также Галаад и область Гессурскую и Маахскую, и всю гору Ермон и весь Васан до Салхи, 12. все царство Ога Васанского, который царствовал в Астарофе и в Едреи.

Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Египет чиккинчи Сихор шывӗнчен пуҫласа Екронӑн ҫурҫӗр чиккине ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗр те — Ханаан ҫӗрӗ, ӑна пилӗк патша, Филисти патшисем — Газа, Азот, Аскалон, Геф, Екрон, Аввей патшисем — тытса тӑраҫҫӗ; 4. кӑнтӑр енчи ҫӗр Меарӑран, Сидон ҫыннисен ҫӗрӗнчен, пуҫласа Афека, аморрейсен чиккине ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗр те — ханаансен ҫӗрӗ, 5. ҫавӑн пекех [Филисти ҫӗрӗ] Гевла та, тухӑҫ енче, Ермон тӑвӗ ҫумӗнчи Ваал-Гадран пуҫласа Емаф хулине ҫитиччен сарӑлса выртакан пӗтӗм Ливан та — пӗтӗмпех Ханаан ҫӗрӗ.

3. От Сихора, что пред Египтом, до пределов Екрона к северу, считаются Ханаанскими пять владельцев Филистимских: Газский, Азотский, Аскалонский, Гефский, Екронский и Аввейский; 4. к югу же вся земля Ханаанская от Меары Сидонской до Афека, до пределов Аморрейских, 5. также [Филистимская] земля Гевла и весь Ливан к востоку солнца от Ваал-Гада, что подле горы Ермона, до входа в Емаф.

Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫавӑн чухнех Иисус тата енакимсене [пурне те] ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; лешӗсем сӑртлӑхра, Хевронра, Давирта, Анавӑра, пӗтӗм Иуда тӑвӗ ҫинче, пӗтӗм Израиль тӑвӗ ҫинче пурӑннӑ; Иисус вӗсене хули-мӗнӗпе тупаланӑ; 22. Израиль ҫӗрӗнче енакимсен [пӗр ҫынни] те юлман, вӗсем Газа, Геф тата Азот хулисенче анчах юлнӑ.

21. В то же время пришел Иисус и поразил [всех] Енакимов на горе, в Хевроне, в Давире, в Анаве, на всей горе Иудиной и на всей горе Израилевой; с городами их предал их Иисус заклятию; 22. не осталось [ни одного] из Енакимов в земле сынов Израилевых, остались только в Газе, в Гефе и в Азоте.

Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн чурине Моисее епле хушнӑ, Моисей те Иисуса ҫапла каласа хӑварнӑ, Иисус вара ҫавӑн пек тунӑ та: Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ сӑмахран тухман вӑл.

15. Как повелел Господь Моисею, рабу Своему, так Моисей заповедал Иисусу, а Иисус так и сделал: не отступил ни от одного слова во всем, что повелел Господь Моисею.

Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Иисус хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек тунӑ: учӗсен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, ҫар ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ.

9. И поступил Иисус с ними так, как сказал ему Господь: коням их перерезал жилы и колесницы их сожег огнем.

Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Иавин — Асор патши — Мадон патши Иовав патне, Шимрон патши патне, Ахсаф патши патне, 2. ҫурҫӗр еннелли сӑртлӑхра, Хиннарофӑн кӑнтӑр енчи тӳремлӗхре, айлӑмлӑ вырӑнсенче пурӑнакан патшасем патне, анӑҫ енче Нафоф-Дорта пурӑнакан патшасем патне, 3. тухӑҫ енче, тинӗс хӗрринче пурӑнакан ханаансем патне, ту ҫинче пурӑнакан аморрейсемпе хетсем, ферезейсемпе иевусейсем патне тата Ермон ҫывӑхӗнче, Массифа ҫӗрӗнче пурӑнакан евейсем патне хыпар янӑ.

1. Услышав сие, Иавин, царь Асорский, послал к Иоваву, царю Мадонскому, и к царю Шимронскому, и к царю Ахсафскому, 2. и к царям, которые жили к северу на горе и на равнине с южной стороны Хиннарофа, и на низменных местах, и в Нафоф-Доре к западу, 3. к Хананеям, которые жили к востоку и к морю, к Аморреям и Хеттеям, к Ферезеям и к Иевусеям, жившим на горе, и к Евеям, жившим подле Ермона в земле Массифе.

Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тӳрӗ ҫын кӗнекинче шӑпах ҫавӑн ҫинчен ҫырман-и ӗнтӗ: унта: «Хӗвел чӑн тӳпере тӑнӑ, кунӗпе тенӗ пекех вӑл анӑҫалла шума васкаман» тенӗ.

Не это ли написано в книге Праведного: «стояло солнце среди неба и не спешило к западу почти целый день»?

Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли лӑпланнӑ.

После сего утихла ярость гнева Господня.

Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Иисус ҫавӑн чухне Иерихон хулинчен Вефилӗн хӗвелтухӑҫ енчи Беф-Авен ҫывӑхӗнчи Гай хулине ҫынсем янӑ, вӑл вӗсене: кайӑр, ҫӗр пӑхса килӗр, тенӗ.

2. Иисус из Иерихона послал людей в Гай, что близ Беф-Авена, с восточной стороны Вефиля, и сказал им: пойдите, осмотрите землю.

Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ҫавӑн чухне Иисус тупа туса каланӑ: кам та кам ҫак Иерихон хулине ҫӗнӗрен туса лартӗ, ҫав ҫын Ҫӳлхуҫа умӗнче ылханлӑ пулӗ; хула никӗсӗ унӑн аслӑ ывӑлӗн пуҫне пулӗ, хула хапхи кӗҫӗн ывӑлӗн пуҫне пулӗ, тенӗ.

25. В то время Иисус поклялся и сказал: проклят пред Господом тот, кто восставит и построит город сей Иерихон; на первенце своем он положит основание его и на младшем своем поставит врата его.

Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ултӑ кун хушши ҫавӑн пек тунӑ.

И делали это шесть дней.

Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: акӑ Эпӗ Иерихон хулипе унӑн патшине [тата унти] вӑйлӑ ҫынсене санӑн аллуна паратӑп; 2. вӑрҫа юрӑхлисем пурсӑр та пухӑнса хула тавра ҫаврӑнӑр, ун тавра [кунне] пӗр хутчен ҫаврӑнӑр; ултӑ кун хушши ҫапла туса тӑр; 3. саккун арчи умӗнчен ҫичӗ священник ҫичӗ юбилей трупи йӑтса пытӑр; ҫиччӗмӗш кунне вара хула тавра ҫичӗ хут ҫаврӑнӑр, священниксем трупа кӑшкӑртса пыччӑр; 4. юбилей мӑйраки кӑшкӑртса ярсассӑн, эсир трупа сассине илтсессӗн, пӗтӗм халӑх хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ятӑр, вара хула хӳми тӗпӗ-йӗрӗпе ишӗлсе анӗ, вара [пӗтӗм] халӑх харпӑр хӑй тӗлӗнчен [хулана вирхӗнсе] кӗтӗр, тенӗ.

1. Тогда сказал Господь Иисусу: вот, Я предаю в руки твои Иерихон и царя его, [и находящихся в нем] людей сильных; 2. пойдите вокруг города все способные к войне и обходите город однажды [в день]; и это делай шесть дней; 3. и семь священников пусть несут семь труб юбилейных пред ковчегом; а в седьмой день обойдите вокруг города семь раз, и священники пусть трубят трубами; 4. когда затрубит юбилейный рог, когда услышите звук трубы, тогда весь народ пусть воскликнет громким голосом, и стена города обрушится до своего основания, и [весь] народ пойдет [в город, устремившись] каждый с своей стороны.

Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: халӗ ӗнтӗ Эпӗ сирӗн ҫинчен Египет мӑшкӑлне сиртӗм, тенӗ.

9. И сказал Господь Иисусу: ныне Я снял с вас посрамление Египетское.

Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Израиль ывӑлӗсем вара Иисус мӗнле хушнӑ, ҫавӑн пек тунӑ: Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ пек, Израиль йӑхӗсен шутне кура, Иордан тӗпӗнчен вуникӗ чул илнӗ те вӗсене хӑйсем ҫӗр каҫма чарӑннӑ вырӑна ҫӗклесе кайса ҫавӑнта хунӑ.

8. И сделали сыны Израилевы так, как приказал Иисус: взяли двенадцать камней из Иордана, как говорил Господь Иисусу, по числу колен сынов Израилевых, и перенесли их с собою на ночлег, и положили их там.

Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ҫак кун Эпӗ сана пӗтӗм Израиль [ывӑлӗ] умӗнче асла кӑларма пуҫлатӑп — пӗлччӗр вӗсем: Эпӗ Моисей тӗлӗшӗнчен мӗнле пулнӑ, сан тӗлӗшӗнчен те ҫавӑн пекех пулӑп; 8. эсӗ вара саккун арчине ҫӗклесе пыракан священниксене ҫапла хуш, ҫапла кала: Иордан шывне кӗрсессӗнех, Иорданта чарӑнса тӑрӑр, те, тенӗ.

7. Тогда Господь сказал Иисусу: в сей день Я начну прославлять тебя пред очами всех [сынов] Израиля, дабы они узнали, что как Я был с Моисеем, так буду и с тобою; 8. а ты дай повеление священникам, несущим ковчег завета, и скажи: как только войдете в воды Иордана, остановитесь в Иордане.

Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫав ҫынсем арӑма каланӑ: эхер те эсӗ акӑ ҫапла тумасассӑн, эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр: 18. эпир ҫак ҫӗр ҫине килсессӗн, эсӗ халӗ пире антарса янӑ чӳрече ҫумне хӗрлӗ вӗрен ҫыхса яр, хӑвӑн аҫупа аннӳне, тӑванусене, аҫун пӗтӗм кил-йышне хӑвӑн килне пуҫтар; 19. эхер те хӑшӗ те пулин санӑн килӳн алӑкӗнчен тухсассӑн, унӑн юнӗ хӑйӗн пуҫне пулӗ, эпир вара [эсӗ халӗ пире тупа тутарнинчен] ирӗклӗ пулӑпӑр; эхер те [санӑн] килӳнте хӑвӑнпа пӗрле ларакана пӗр алӑ пырса тивсессӗн, унӑн юнӗ пирӗн пуҫа пулӗ; 20. ҫавӑн пекех [пире кам та пулин кӳрентерсессӗн те е] эсӗ пирӗн ҫак ӗҫӗмӗр ҫинчен пӗлтерсессӗн те эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр, тенӗ.

17. И сказали ей те люди: мы свободны будем от твоей клятвы, которою ты нас закляла, если не сделаешь так: 18. вот, когда мы придем в эту землю, ты привяжи червленую веревку к окну, чрез которое ты нас спустила, а отца твоего и матерь твою и братьев твоих, все семейство отца твоего собери к себе в дом твой; 19. и если кто-нибудь выйдет из дверей твоего дома вон, того кровь на голове его, а мы свободны [будем от сей клятвы твоей]; а кто будет с тобою в [твоем] доме, того кровь на голове нашей, если чья рука коснется его; 20. если же [кто нас обидит, или] ты откроешь сие наше дело, то мы также свободны будем от клятвы твоей, которою ты нас закляла.

Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, Нав ывӑлӗ, Ситтим хулинчен вӑрттӑн икӗ йӗрлевҫӗ янӑ, вӗсене ҫапла каланӑ: кайӑр та ҫав ҫӗре тата Иерихон хулине пӑхса килӗр, тенӗ.

1. И послал Иисус, сын Навин, из Ситтима двух соглядатаев тайно и сказал: пойдите, осмотрите землю и Иерихон.

Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Лешӗсем Иисуса хуравласа каланӑ: пире мӗн хушатӑн, ҫавна пӗтӗмпех тӑвӑпӑр, пире ӑҫта яратӑн — кайӑпӑр; 17. эпир Моисее епле итлесе пурӑннӑ, сана та ҫавӑн пекех итлесе пурӑнӑпӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру, Моисейпе пӗрле пулнӑ пек, санпа пӗрле пултӑрччӗ; 18. эсӗ хушнине хирӗҫ тӑракан, эсӗ мӗн каланине, мӗн хушнине итлемен кирек кам та вилӗме тивӗҫлӗ пулӗ.

16. Они в ответ Иисусу сказали: все, что ни повелишь нам, сделаем, и куда ни пошлешь нас, пойдем; 17. как слушали мы Моисея, так будем слушать и тебя: только Господь, Бог твой, да будет с тобою, как Он был с Моисеем; 18. всякий, кто воспротивится повелению твоему и не послушает слов твоих во всем, что ты ни повелишь ему, будет предан смерти.

Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed