Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫпе (тĕпĕ: ӗҫ) more information about the word form can be found here.
Вӑл ҫӑкӑра ӗҫпе тупма вӗреннӗ.

Он привык добывать хлеб трудом.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Паллах, старик матрос мӗнле ӗҫпе ҫыхӑннине сисет, кӑшт тавҫӑрса илет.

Разумеется, дедушка кое-что соображал, кое о чем догадывался.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ик-виҫӗ ҫул ӗлӗкрех пулсан, ҫак канцелярилле сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн ман куҫ умне инҫетри-инҫетри сӑрт-тусем тухса тӑнӑ пулӗччӗҫ; халӗ акӑ, тӗрлӗ ӗҫпе те пӑшӑрханупа вӗресе тӑнӑ май, удостоверенине те ним асилмесӗрех кӗсьеме чикрӗм, кӑлӑхах Р. юлташа Управленирен телеграф тӑрӑх Ярославльпе ҫыхӑнма сӗнмерӗм тесе ӳкӗнтӗм.

Два или три года тому назад за этими скупыми канцелярскими словами открылась бы передо мною далёкая дикая линия сопок, освещённая робким солнцем первого полярного дня, а теперь, полный забот и волнений, я машинально сунул удостоверение в карман и, думая о том, что напрасно не попросил Р. снестись с Ярославлем по военному телеграфу, вышел из управления.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗлсе тӑнӑ пултӑр, Татаринова-Григорьева юлташ, — терӗ мана вӑрттӑн ҫеҫ кӑвак ҫӳҫлӗ ыр кӑмӑллӑ доктор, вӑлах сыхлӑх тройкин членеччӗ, — е эсир ку ӗҫпе килӗшмесен, сана халех укрепленисем тунӑ ҫӗре яратпӑр, — терӗ.

— Имейте в виду, товарищ Татаринова-Григорьева, — сказал мне по секрету седой добродушный доктор, член оборонной тройки, — что, если вы откажетесь, мы немедленно отправим вас нй строительство укреплений…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрача сӑвӑсем те сассине вылянтарсах вулама пӗлет имӗш, ку ӗҫпе вара Кира амӑшӗ пайтах ӗҫленӗ иккенне сисетӗрех эсир, вӑл вӗт мухтанчӑка тухнӑ Варвара Рабинович шкулӗн йӑлине йӑлтах хирӗҫ пырать.

Девочка уже читает стихи «с выражением», и вы чувствуете солидную школу Кириной мамы, во всём противоположную школе окончательно зазнавшейся Варвары Рабинович.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах 1936-мӗш ҫулхине, кӗркунне, Инҫетри Хӗвелтухаҫран Мускава Саньӑпа пӗрле тунӑ ҫӗнӗ ӗҫпе пырсан, вӑл сӑмахне каялла илчӗ.

Она берёт свои слова обратно, когда поздней осенью 1936 года я возвращаюсь в Москву с Дальнего Востока с новой работой, которую я сделала вместе с Саней.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вӑрӑ ӗҫӗпе… (Игорь пуҫне калтах ҫӗклесе илчӗ) — ну, урӑхла каласан, ют гражданинӑн тетелӗнчен ыйтмасӑр пулӑ илнӗ ӗҫпе айӑпланать.

По обвинению в краже… (Игорь резко поднял голову) …ну, то есть самовольном выеме рыбы из вентерей чужого гражданина…

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах ҫак усӑсӑр тавлашӑва ӗҫпе пӗтерме хушрӑм.

Но я велела прекратить этот спор.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Манпа В. калаҫрӗ, сассинченех уйӑрса илтӗм, кирлӗ ӗҫпе калаҫма тӑнӑччӗ пуль ӗнтӗ — ҫӗрле телефонпа ҫапла чӗнтермен пулӗччӗ.

Это был В., я узнала по голосу, и дело, наверное, важное — иначе он не стал бы звонить ночью.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл аллине кӑранташ тытса Кольск ҫурутравӗнчи ҫӗр айӗнчи пуянлӑха шутласа пӑхма тытӑнчӗ — ку ӗнтӗ — ман ӗҫпе ҫыхӑнаканни-ха.

С карандашом в руках он стал подсчитывать количество полезных ископаемых на Кольском полуострове — это было уже по моей части.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӑр ҫуракан пӑрахут «Пахтусов» наукӑлла ӗҫпе Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ патне каять.

Ледокольный пароход «Пахтусов» направляется к Северной Земле для научных работ.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Миша, эпӗ сирӗн пата ӗҫпе килтӗм, — терӗм эпӗ мӑнкӑмӑллӑн.

— Миша, я пришла к вам по делу, — сказала я хладнокровно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам ун патне пырса кӗрсенех вӑл епле аптраса ӳкессе сӗметлерӗм эпӗ, пӗр юмах-сӑмах уҫмасӑр вӑл ман ҫине темӗнччен пӑхса тӑрӗ те шурса кайӗ, коридор тӑрӑх чупса хӑй пӳлӗмӗн алӑкне яри уҫса ярӗ те эпӗ ӑна мӑнкӑмӑллӑн: — Миша, эпӗ сирӗн пата ӗҫпе килтӗм, — тейӗттӗм.

Я представляла себе, как я войду и он растеряется и долго будет смотреть на меня, не говоря ни слова, как он потом побледнеет, бросится по коридору и распахнёт дверь в свою комнату, а я скажу хладнокровно: «Миша, я пришла к вам по делу».

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вышимирский хӑй ӗнтӗ ӗлӗкрех ҫав план пирки урӑхла шухӑшланӑ пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл та экспедицие хатӗрлесе ярас ӗҫпе ӗҫленӗ-ҫке, Николай Антоныч ӑна Архангельскине янӑ пулнӑ, унта унӑн экспедицие кӗтсе илсе тата та продуктсем хушмалла пулнӑ.

Впрочем, сам Вышимирский прежде был, очевидно, другого мнения об этом плане, потому что он принял в нём участие и был послан Николаем Антонычем в Архангельск, чтобы встретить там экспедицию и дополнить её снаряжение.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Отпускра та, ӗҫпе те кунта килтӗм.

— И в отпуск, и по делам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кӗҫех: «Эпир научнӑй ӗҫпе килтӗмӗр те ӗнтӗ» тесе персе яраттӑм, Володя ҫине пӑхнипе ҫеҫ тытӑнса юлтӑм.

Я чуть не сказал, что мы и приехали для научной работы, но вовремя посмотрел на Володю и придержал язык.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Научнӑй ӗҫпе килекенсене, — терӗ хуралҫӑ.

— Для научной работы, — внушительно отвечал сторож.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, хӑй усал ӗҫпе ҫыхланса кайнӑ пулин те, ирӗксӗрех тӳрӗмарлӑхпа усӑ курассинчен йӗрӗннӗ.

Он сохранял в самом своем унижении невольное отвращение от бесчестного корыстолюбия.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Сӑмах майӗн каласан, сирӗн пата эпӗ ӗҫпе ҫыратӑп: Мускавра, эпӗ сирӗн патӑрта чухне, эсир хӑвӑрӑн аллӑрта «Св. Мария» шхунӑн командине ӳкернӗ карточкӑна тытса тӑраттӑр.

Пишу вам, между прочим, по делу: когда я был у вас в Москве, вы держали в руках фотокарточку с изображением судовой команды шхуны «Св. Мария».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ну-с, мӗн ӗҫпе эсир, ҫамрӑк ҫынсем?

— Ну-с, молодые люди?

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed