Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурте вара пӗр пӗренепе мекӗрленетпӗр, виҫҫӗмӗш тар тапса тухать, ҫав вырӑнах пилӗк ҫын тӑратсан та ӗҫне ҫавӑн чухлех тума пулать.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсем ҫула ҫитнӗ, тапса тӑракан сывлӑхлӑ ҫынсем, ҫеҫенхирти вӗри сывлӑшпа кӑвак янкӑр мӗн иккенне питӗ лайӑх пӗлсе тӑракансем, мӗншӗн тесен, вӗсен пичӗсем бронза тӗслӗ мар, тӗттӗм хӑмӑр тӗслӗ пулса кайнӑ, мӑйӑхӗсем вара шӑрт пек хытӑ та смала сӗрнӗ пек хура.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Айлӑм вырӑнсенче шыв тапса тухнӑ та, шыв пек те мар, ҫырантан сӗт кӑпӑкланса тухнӑ пек туйӑнать…
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шыв тапса тухрӗ, урапа юлхаввӑн ҫаврӑнкаласа, тимӗр йӗпписемпе чӑнкӑртатма пуҫларӗ, шыв тумламӗсем асамат кӗперӗ пек йӑлтӑртатса сирпӗнчӗҫ.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кайран вӑл сӑлтавне ниепле те тупаймарӗ: те Хуракуҫ хӗре курас килнинчен, те Соньӑна хӗрхеннипе, те Рубцов-Емницкие пула, те эрех ӗҫнипе, те пурте пӗрле тӑвӑнса килнипе-и, — Сергей хӑйне хӑй чараймарӗ, алӑк патне чупса пырса, ӑна урипе тапса уҫрӗ те: — Тухса кай пӳртрен! Илтетӗн-и? — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл тулса сарӑлса кайнӑ, пӑтранчӑк, улӑм тӗслӗ шывӗ лутра ҫыранӗсенчен тапса тухса, пахчасене, улӑха, йывӑҫ тӗмӗсене путарнӑ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тапса сикет, чӗвен тӑрать лаша кайри ури ҫине.
«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Тапса сикет юланутҫӑ вырӑнтан.
Аллине шарт ҫапать Ненила // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Унтан Григорий пан ывӑлне чышкисемпе ҫулӑн хытнӑ тумхахӗ ҫине ҫапса ӳкерчӗ те, ҫӗр ҫинче йӑвалантарса, тимӗр таканлӑ салтак аттисемпе тапса, вилес пек пуличчен хӗнерӗ.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Кам мана ушкӑнтан тапса кӑларать, ӑна эпӗ хӑйне тапатӑп.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кӳлӗрен нӳрӗ сулхӑн тапса тӑрать.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн вилнӗ ҫынӑнни пек саралса кайнӑ ҫамки ҫине пӑтӑр-пӑтӑр шултра тар тапса тухнӑ.На мертвенно пожелтевшем лбу его выступил ядреный зернистый пот.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Улансен ушкӑнӗнчен пӗр офицер уйрӑлчӗ те пыра хӑйракан сасӑпа темӗн хыттӑн кӑшкӑрчӗ, вара вӗсен пӗчӗк отрячӗ пирӗн еннелле тапса сикрӗ.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫитменнине пӳрнесем ҫине ҫӑмсем тапса тухнӑ, фи! — терӗ.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Крючков, Иванков хыҫӗнчи нимӗҫсене курчӗ те, никамран малтан тапса сикрӗ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Малтан вӑл вылянса пыракан сӑнӑ вӗҫӗсене курчӗ, унтан сасартӑк учӗсене пӑрса лапам айккипе атакӑна кӗме тапса сикнӗ нимӗҫсем курӑнса кайрӗҫ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тихи, аяккипе вахмистрӑн виҫ вершук ҫӳллӗш учӗ еннелле ҫаврӑнса, пӗрре чарӑнса тӑрать, тепре, хӳрине пӑрса хурса, татах малалла тапса сикет.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Учӗ хартлатса тапса сикрӗ те Григорие урам варрине илсе тухрӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Малти рете лекнӗ Григорий сӑннине антарма (усса яма) ӗлкӗрнӗччӗ ҫеҫ, унӑн учӗ, хӑй ҫине ытти утсем ҫитсе кӗнипе хусканса, тапса сикрӗ те тӳрех малалла ӗрӗхрӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чӗри ҫапла тапса тӑнине итлерӗ те вӑл, ҫак хулари ҫынсем ҫине пӑхнӑ хыҫҫӑн, ӑна пачах урӑхла сисӗм, маневрсенче «противника» курнӑ чухнехи евӗр мар сисӗм ярса илнине туйрӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.