Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн поезд ҫунатчӗ-ха, хӗвел ҫутинче курӑнакан вут ярӑмӗсем вагонсен хура хӑми тӑрӑх шупкан палӑратчӗҫ.Наш поезд ещё горел; бледный при солнечном свете огонь перебегал по чёрным доскам вагонов.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Симакова итлесе — ҫавӑн пек хушаматлӑччӗ ман кӳршӗм — эпӗ чӳрече витӗр курӑнакан кӗрхи ҫеҫенхире, унти шурӑ тӑмпа сӗрнӗ ҫуртсене пӑхса пыраттӑм, чугун ҫул будкисем патӗнчи пахчасенче хӗвалҫаврӑнӑш пуҫӗсем йывӑр турилкке пек курӑнаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вырӑнтан куҫми салху кӑвак ҫурт пек курӑнакан пӗлӗтсем хамӑр хыҫӑмӑра юлман пулсан, тарнӑ та пулӑттӑмӑрччӗ эпир.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Прожекторсем пире хӑйсен ҫутипе ҫыран хӗрринченех йӗрлерӗҫ; вӗсен тӗтреллӗ ялтӑркка ҫути е сасартӑк туха-туха тӑчӗ, е хамӑр айри сӗт пек курӑнакан тӗнчере пӑтранса ҫухалчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лере, тӑкӑрлӑкра, витӗр курӑнакан тӗттӗмлӗх, Валя пӳлӗмӗнчи — урӑхла йышши, пӳлӗмри тӗттӗмлӗх.Там, в переулке, была лёгкая, прозрачная темнота, а у Вали — комнатная, совсем другая.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шалта аяккисенче тенкелсем пурччӗ, витӗр курӑнакан калпак айне пулемет вырнаҫтарса хунӑччӗ.с голыми лавками по бокам, с пулемётом, стоявшим на подставке под откинутым прозрачным колпаком.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Игорь куҫӗсем факел ҫуттинче хӗп-хӗрлӗн курӑнакан куҫҫулпе тулса ларчӗҫ, вӑл хыттӑн ӗсӗклесе илчӗ, анчах нимӗн те чӗнмерӗ.Глаза Игоря налились слезами, розовыми от света факелов, он громко глотнул, но ничего не сказал.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗнтӗ сывлӑшра, кӗрхи евӗрлех, эрешмен картисем те вӗҫкелеҫҫӗ, вӗсене курсан сывлӑшра темӗнле витер курӑнакан тӳремҫисем хӑйсен ҫутӑ хӗррисемпе йӑлтӑртата-йӑлтӑртата, пӗр-пӗрин урлӑ каҫса ҫӳренӗн туйӑнать.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан, ҫырнӑ хутне кӗпҫе пек чӗркесе, кӗленче ӑшне чикрӗ те пӑкӑласа лартрӗ, пӑкки тавра печенирен юлнӑ витӗр курӑнакан целлофан хутне чӗркерӗ, ӑна ҫинҫе кантӑрапа тирпейлӗн яваласа ҫыхрӗ, вара шыв хӗррине чупса анчӗ те пӗрех вӑркӑнтарчӗ.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Е вӑл икӗ аллине икӗ ҫунат пек сарса хурать те сӑмсипе хуллен нӑртлатса пырать (ахӑрнех, хӑйне самолет, тет пулас), е тата байдарка ҫине ларнӑ пек тӑвать, аллисемпе авӑсма пуҫлать, хӑйне ҫеҫ курӑнакан кӗсменӗсене ылмаштарса, пӗрре сулахая, тепре сылтӑма маттур ҫаптарать.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Темӗнле ача чухнехи пек, тӗтреллӗ курӑнакан картина ҫинчи пек: юр ҫинчи шурӑ палаткӑсем, йытӑсем йывӑррӑн сывласа ҫуна сӗтӗрнисем манӑн куҫ умне тухса тӑчӗҫ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫынсемпе хутшӑнман, пӗтӗм тӗнчепе килӗштермен пек курӑнакан Кукушкин та хӑйӗн амӑшӗнчен, таҫтан Барнаултан, ҫырусем илсе тӑнӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр ҫур сехет хушшинчех вӗсем Ваньӑна ҫав тери лайӑх ҫуса тап-таса, хӗп-хӗрлӗ туса лартрӗҫ, вӑл хӗрнӗ тимӗр кӑмака пекех витӗр курӑнакан пулчӗ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Стереотруба витӗр пӑхнипе малта курӑнакан вырӑнсем куҫсем патнех ҫывхарса килчӗҫ, вӗсем темиҫе сийлӗ пулса, театрти декорацисем пек курӑнса тӑчӗҫ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Тӗтрелле горизонт ҫутӑлса, лайӑхрах курӑнакан пулса пынӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948