Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫсе (тĕпĕ: вӗҫ) more information about the word form can be found here.
Кӗске-кӗске ҫак самантра Лось ӑнӗнче-ас тӑвӑмӗнче курӑну вӗҫсе иртрӗ: унран халӗччен яланах шӑва-шӑва ҫухалаканскер — хӑрушла уҫӑмлӑх-кӗретлӗхпе.

В это короткое мгновение в памяти Лося с ужасающей ясностью пронеслось видение, всегда до этого ускользавшее от него…

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫаврака куҫлӑхпа ҫӳрет, лашасен ӑмӑртӑвӗнче нумай выляса ячӗ, пӗр вӑхӑт Америкӑра тата Европӑра импрессариопа ҫӳрерӗ, — марсиансемпе ҫапӑҫни пирки, эрешменсемпе, кометӑсем ҫинчен, вӗсем Лосьпа пӗрле чутах Алтӑр Ҫӑлтӑр ҫине вӗҫсе каяясси пирки каласа кӑтартать.

Стал носить круглые очки, проигрался на скачках, одно время разъезжал с импрессарио по Америке и Европе, рассказывая про драки с марсианами, про пауков и про кометы, про то, как они с Лосем едва не улетели на большую медведицу.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кайӑк ҫӑлтӑрсен хыҫӗнче, тӳпере юлнӑ хӗрарӑм пирки юрлать, тата — тӗмеске айӗнче, хӗрес айӗнче выртакан хӗрарӑм ҫинчен те, тата — тӳпелӗхсене вӗҫсе ҫаврӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ ватӑ ӗмӗтҫӗ ҫинчен; акӑ вӑл каллех — пӗччен, пӗр-пӗчченҫӗ.

Птица пела о той, кто осталась в небе, за звёздами, и о той, кто лежит под холмиком, под крестом, и о седом и морщинистом старом мечтателе, облетевшем небеса и разбившемся, — вот он снова — один, одинок.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пухӑннисем ҫурма уҫӑ люк ҫинче мӗн ҫырнине вуласан тата ытларах хумханса ӳкрӗҫ; каскӑчпа ҫырнӑ: «Петербургран 21-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вӗҫсе кайнӑ».

В особенности же в толпе началось волнение, когда была прочитана, вырубленная зубилом на полуоткрытой крышке люка, надпись: «Вылетели из Петербурга 18 августа 21 года».

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ту, ту вӗҫсе килет…

Гора, гора летит…

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Эпир комета пуҫӗ тӗлӗнчен вӗҫсе иртетпӗр ахӑр… — пӑшӑлтатать Лось.

— Должно быть мы проходим голову кометы, — шепотом сказал Лось.

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫапла — вӑхӑтӑн виҫме май ҫук анлӑшӗ вӗҫсе иртрӗ.

Так, пронеслось непомерное пространство времени.

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Татах — виҫме май ҫук, ҫӗр ҫинчи мар вӑхӑт вӗҫсе иртрӗ.

Проходило какое-то непомерно долгое, неземное время.

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Шуйттан мӑйраки еннелле, ӑҫталла вӗҫсе кӗтӗмӗр эпир — нимӗн те ӑнланмастӑп та, тӗшмӗртместӗп те.

— А к чёрту на рога, — ничего не могу разобрать, куда мы залетели.

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тепӗр минут иртрӗ-и, ҫук-и — тӗпсӗрлӗхрен ҫар карапӗ ҫӑхан пек вӗҫсе ҫӗкленчӗ, Лосьӑн туйӑмсӑр кӳлепине лапама пӑрахса хӑварчӗ, унтан пӗр хушӑ тавралӑха сӑнаса ҫаврӑнса ҫӳрерӗ.

И через минуту из пропасти взлетел, как коршун, военный корабль, бросив на площадке бесчувственное тело Лося, — и пошёл кружить, высматривать.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӑвак кӗрӗклӗ арҫын ачапа Иха вӗҫсе кайнӑ Тӳпе ывӑлне чылайччен пӑхса тӑчӗҫ.

Долго глядели Иха и мальчик в серой шубке на улетавшего сына неба.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах та Ҫӗр ҫине вӗҫсе ҫитсен — эпир кунта таврӑнатпӑрах.

Ну уж если доберусь до земли, — мы вернёмся.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Таратпӑр! — кӑшкӑрчӗ те Гусев хыттӑн сиксе шахта урлӑ вӗҫсе каҫрӗ, купол тӳпинчен пуҫ купташкипе чӑрмаланчӗ те Лось умне кукленсе ӳкрӗ, Лося аллинчен ярса тытса тухмалли тӗле, туннелелле, сӗтӗрсе кайрӗ.

Гусев закричал: — Беги! — и сильным прыжком перелетел через шахту, царапнув черепом по купольному своду, — упал на корточки около Лося, схватил его за руку и потащил в проход, в тоннель.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ун ҫийӗн, винчӗсемпе тарӑхуллӑн ӳлесе, чӑнкӑртатса-кӑлтӑртатса, ҫутӑ сапаласа карапсем вӗҫсе ҫаврӑнма пуҫларӗҫ.

Над ним, сердито ревя винтами, треща, озаряясь вспышками, закружились корабли.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫунатлӑ галерӑсен картисем тӳрем ҫийӗн вӗҫсе ҫаврӑнчӗҫ, акӑ пайланчӗҫ те урамсем ҫийӗн, тӑрӑсем ҫийӗн ишеҫҫӗ.

Вереницы крылатых галер описывали круг над площадью и, разделяясь, плыли над улицами, над крышами.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пушарӑн сарлака хутлӑхӗ халӗ тепӗр енчен ҫывхарса килекен шӑрчӑксен линине ҫутатать; шӑрчӑксем горизонтран хумлӑн-хумлӑн вӗҫсе килеҫҫӗ те хула ҫийӗн ишеҫҫӗ.

Огромный сектор пожарища освещал теперь приближающиеся с противоположной стороны линии стрекоз: они взлетали волна за волной из-за горизонта и плыли над городом.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Йӗнер ҫинчи Гусевӑн ҫунатлӑ мӗлки тӳрем ҫийӗн вӗҫсе иртрӗ, вӑл ҫӳлтен кӑшкӑрать:

Крылатая тень Гусева пролетела в седле над площадью, крича сверху:

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сенкертерех ҫулӑм хӗҫӗсем карапсен ҫулне касса татрӗҫ, — вӗсем вӗҫсе хӑпарчӗҫ, ҫаврӑнчӗҫ те ҫухалчӗҫ.

Мечи синеватого пламени пронизали путь кораблям, — они взлетели, закружились и исчезли.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫур ҫултан вӗсем аппаратсем туса пӗтереҫҫӗ, кунта вӗҫсе ҫитме вара…

В полгода они аппараты построят, а лететь всего…

Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев ӑна хирӗҫ мӗн пур флотпа вӗҫсе тухрӗ.

Гусев вылетел ей навстречу со всем флотом.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed