Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тахҫанах килесшӗнччӗ сан патна, — терӗ хӑна, — пирӗн мӗнле шуйттанла ӗҫ иккенне эсӗ хӑвах лайӑх пӗлетӗн-ҫке!Давно собирался к тебе, — говорил гость, — да ведь ты знаешь, какая у нас дьявольская служба!
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӳлӗме ҫӗнӗ хӑна кӗчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӗ кашниннех уйрӑм хӑна кунӗ пур: Савиновсем патӗнче кӗҫнерникунсерен апатланаҫҫӗ, Маклашкинсем патӗнче — эрнекунсерен, Вязниковсем патӗнче — вырсарникунсерен, Тюметаевсем патӗнче — юнкунсерен.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Яланах ҫухататӑр! — терӗ вӑл, хӑна пӳлӗмне тӗрӗслес шутпа алӑк уҫса.— Все теряете! — заметил он, отворяя дверь в гостиную, чтоб посмотреть, нет ли там.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑш чухне вӑл хӑй ҫак рейса хӑна шутӗнче килнӗ Германи эксперчӗсемпе калаҫса илет.
Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хӑна хӑналӑх вӑхӑтӗнче кӑна аван…
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтӑн, турӑ кӑна пӗлсе пӗтертӗр, ҫак хӑрушӑ хӑна ман пӳлӗме те таҫтан вӑркӑнса кӗрет, ҫурӑм тӑрӑх сиввӗн чупса иртет те симӗс хутран тунӑ, тӑрри ҫуннӑ абажур айӗн тӗксӗммӗн ҫутатакан лампа ҫулӑмне хумхантарса хӑварать.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӑна ҫуртӗнче пурӑнса парӑма кӗрсе кайнӑшӑн ӑна тӗрмене лартаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Терентий патне ҫӳрекен ҫынсенчен — Ген заводӗнчи Вайнштейн арманӗнчи, доксенчи, Бродски фабрикинчи тата урӑх нумай ҫӗрти рабочисенчен чи хӑрушӑ хӑна ҫав матрос пулнине Гаврик ҫапах та сиснӗ.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Миҫе хутчен вӑл ӑна хӑйӗн урӑхла шӑршӑллӑ, тӗтӗм ҫапнӑ чейӗпе хӑна тунӑ, кашнинчех унтан: «Анчах сахӑр ҫук!» — тесе каҫару ыйтнӑ.
XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Таҫта ҫухалнӑччӗ-ха доктор, унтан вӑл вӗри чейник илсе килчӗ те пире аран диван ҫине лартса, темле тимӗр пек хытӑ сухарисем тыттарса хӑна тума тытӑнчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Флотри паллӑ традиципе кам пӗлмест иккен кашни путарнӑ карап пуҫне чаплӑ апат хатӗрленине, ҫав чаплӑ апатра тӑшмана ҫӗнтерекенсене командовани ӑшаласа пӗҫернӗ сысна ҫурипе хӑна тӑвать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ унтан вӗретнӗ шыв ыйтрӑм та салӑпа та суханпа хӑна турӑм, Ленинградра салӑпа сухан та сайра хутра ҫеҫ тупӑнкалатчӗ-ха.Я попросил у неё кипятку и угостил салом и луком, что было ещё редкостью в Ленинграде.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Доктор тепӗр стакан ӗҫрӗ, ӑна та пӗр сывламасӑрах, унтан вара шоколадлӑ какао концентрачӗпе мана хӑна тума тытӑнчӗ.Доктор выпил второй стакан, тоже залпом, потом стал угощать меня концентратом — шоколад с какао.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пысӑк хӑна пӳлӗмӗн чӳречисем ҫара, вӗсен каррисене сӑптӑра-сӑптӑра илнӗ.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫӗнӗ хӑна Зарубина хисеплӗн ҫул пачӗ, унтан коридор сӗмлӗхӗнчен учительскине ӑшталанса кӗчӗ.Новый гость уступил почтительно дорогу Зарубину, а потом из темноты коридора ворвался в учительскую.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Апла пулсан, кӗтмен, чӗнмен хӑна пултӑм-ҫке…
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫӗнӗ хӑна, кӗрнеклӗ, ҫӳлӗ ҫын, ҫар тумӗ тумланнӑ, шинелӗ ҫинче фронтра ҫакакан полковник паллисем.Новый гость был высокий, плечистый, в военной форме, с фронтовыми нашивками полковника на шинели.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ пирӗн пата тепӗр хӑна, ҫӳлӗ те ырхан тенипе ырхан этем, йӑлтах сухал айне пулнӑскер кӗрсе тӑчӗ.Вошел новый гость, то был высокий, очень худой человек, обросший большой бородой.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эс пирӗн хӑна.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950