Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑн (тĕпĕ: ҫав) more information about the word form can be found here.
16. Сана мӗн чухлӗ йывӑҫ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ Ливанран касса кӑларса парӑпӑр, тинӗспе сулӑ юхтарса Яфӑна илсе ҫитерӗпӗр, эсӗ вара ӑна Иерусалима турттарӑн, тенӗ Тир патши Хирам.

16. Мы же нарубим дерев с Ливана, сколько нужно тебе, и пригоним их в плотах по морю в Яфу, а ты отвезешь их в Иерусалим.

2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑн пек йӗркепех вӗсем ҫакна хетсен патшисемпе арамейсен патшисене те кӳрсе тӑнӑ.

Таким же образом они руками своими доставляли это всем царям Хеттейским и царям Арамейским.

2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Пуҫлӑхсем те, ҫулпуҫсем те, ҫавӑн пекех Давид патша ывӑлӗсем те пурте Соломон патшана пӑхӑннӑ.

24. И все начальники и сильные, также и все сыновья царя Давида подчинились Соломону царю.

1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Хӑйсен пуҫлӑхӗсем ҫапла тӑрӑшнӑшӑн халӑх ҫав тери савӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем Ҫӳлхуҫана пӗтӗм чӗререн парне кӳнӗ, ҫавӑн пекех Давид патша та чунтанах савӑннӑ.

9. И радовался народ усердию их, потому что они от всего сердца жертвовали Господу, также и царь Давид весьма радовался.

1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫутаткӑҫсемпе ылтӑн лампадӑсем валли, кашни ҫутаткӑҫпа лампада виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; ҫавӑн пекех кӗмӗл ҫутаткӑҫсем валли, кашни ҫутаткӑҫӑн, кашни лампадӑн виҫине палӑртса, вӗсемпе хӑш тӗлте усӑ курмаллине шута илсе, кӗмӗл панӑ; 16. парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтел тума, ылтӑн сӗтелсем тума, кӗмӗл сӗтелсем тума ылтӑн тата кӗмӗл панӑ; 17. таса ылтӑнран тумалли кашни япалан виҫине палӑртса, юплешкесем, чашӑксем, сирпӗтмелли савӑтсем валли ылтӑн панӑ; кашни савӑтӑн виҫине палӑртса, кӗмӗл савӑтсем валли кӗмӗл панӑ; 18. ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнне шӑратнӑ ылтӑнран тума, виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; Турӑ урапине, саккун арчи ҫийӗн ҫунаттисене сарса тӑракан херувимсене, тума ылтӑн панӑ.

15. И дал золота для светильников и золотых лампад их, с означением веса каждого из светильников и лампад его, также светильников серебряных, с означением веса каждого из светильников и лампад его, смотря по служебному назначению каждого светильника; 16. и золота для столов предложения хлебов, для каждого золотого стола, и серебра для столов серебряных, 17. и вилок, и чаш и кропильниц из чистого золота, и золотых блюд, с означением веса каждого блюда, и серебряных блюд, с означением веса каждого блюда, 18. и для жертвенника курения из литого золота с означением веса, и устройства колесницы с золотыми херувимами, распростирающими крылья и покрывающими ковчег завета Господня.

1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Халӗ ӗнтӗ пӗтӗм Израиль куҫӗ умӗнче, Ҫӳлхуҫа пухӑвӗ умӗнче Туррӑмӑр илтмелле калатӑп: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн мӗнпур ӳкӗтне уяса пурӑнӑр, вӗсенчен ан пӑрӑнӑр, ҫавӑн чухне тин ҫак ырӑ ҫӗре тытса тӑма, ӑна ӗмӗрлӗхе ачӑрсене еткерлӗхе хӑварма пултарайӑр; 9. эсӗ вара, Соломон ывӑлӑм, хӑвӑн аҫун Туррине ан пӑрах, пӗтӗм чӗрӳпе те чунупа Уншӑн ӗҫле, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пур чӗрене те тӗрӗслесех тӑрать, шухӑш хусканӑвне те пӗлет.

8. И теперь пред очами всего Израиля, собрания Господня, и во уши Бога нашего говорю: соблюдайте и держитесь всех заповедей Господа Бога вашего, чтобы владеть вам сею доброю землею и оставить ее после себя в наследство детям своим на век; 9. и ты, Соломон, сын мой, знай Бога отца твоего и служи Ему от всего сердца и от всей души, ибо Господь испытует все сердца и знает все движения мыслей.

1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Давид тутарнӑ юлашки ӗҫ левитсене — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — шута илсе тухни пулнӑ; 28. вӗсен Аарон ывӑлӗсем ҫумӗнче пулмалла пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӑхса тӑмалла, картишӗнче, хуралтӑ таврашӗнче ӗҫлесе тӑмалла, пур ҫӗрте те тасалӑха тытса тӑмалла, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнчи тӗрлӗ ӗҫе туса тӑмалла пулнӑ, 29. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсене, тырӑ-пулӑ парни валли кӳрекен тулӑ ҫӑнӑхне, тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусене, ытти пӗҫернӗ е ӑшаланӑ апат-ҫимӗҫе тӗрӗслесе, шутласа-виҫсе тӑмалла пулнӑ, 30. вӗсен ирсерен Ҫӳлхуҫана аслӑламалла, мухтавламалла пулнӑ, каҫхине те ҫавӑн пекех тумалла пулнӑ, 31. шӑматкунсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗсенче тата уяв кунӗсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ чухне, ҫирӗплетнӗ йӗрке тӑрӑх, вӗсен яланах Ҫӳлхуҫа умӗнче пулмалла пулнӑ, 32. вӗсен Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне сыхламалла, сӑваплӑ пӳлӗме пӑхса тӑмалла, хӑйсен тӑванӗсем священниксем, Аарон ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлӗ тунӑ чухне вӗсене пулӑшса тӑмалла пулнӑ.

27. Посему, по последним повелениям Давида, исчислены левиты от двадцати лет и выше, 28. чтоб они были при сынах Аароновых, для служения дому Господню, во дворе и в пристройках, для соблюдения чистоты всего святилища и для исполнения всякой службы при доме Божием, 29. для наблюдения за хлебами предложения и пшеничною мукою для хлебного приношения и пресными лепешками, за печеным, жареным и за всякою мерою и весом, 30. и чтобы становились каждое утро благодарить и славословить Господа, также и вечером, 31. и при всех всесожжениях, возносимых Господу в субботы, в новомесячия и в праздники по числу, как предписано о них, - постоянно пред лицем Господа, 32. и чтобы охраняли скинию откровения и святилище и сынов Аароновых, братьев своих, при службах дому Господню.

1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Ҫавӑн чухне Давид, Орна иевусей йӗтемӗ ҫинче хӑйне Ҫӳлхуҫа илтнине курсассӑн, унта парне кӳнӗ.

28. В это время Давид, видя, что Господь услышал его на гумне Орны Иевусеянина, принес там жертву.

1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫавӑн чухне Орна иевусей йӗтемӗ патӗнче тӑнӑ.

Ангел же Господень стоял тогда над гумном Орны Иевусеянина.

1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Давид ҫыннине, витӗркуран Гада, ҫапла каланӑ: 10. пыр, Давида кайса пӗлтер: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сана виҫӗ тӗрлӗ хаса сӗнетӗп, вӗсенчен пӗрне хӑвна валли суйласа ил, — Эпӗ сан ҫине ҫавна ярӑп, тет, тенӗ.

9. И говорил Господь Гаду, прозорливцу Давидову, и сказал: 10. пойди и скажи Давиду: так говорит Господь: три наказания Я предлагаю тебе, избери себе одно из них, - и Я пошлю его на тебя.

1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑн чухне Елханам, Иаир ывӑлӗ, Лахмие — Голиаф тӑванне, Геф ҫыннине — вӗлернӗ; лешӗн сӑнӑ аври те пир тӗртекенсен хивси пекех пулнӑ.

Тогда Елханам, сын Иаира, поразил Лахмия, брата Голиафова, Гефянина, у которого древко копья было, как навой у ткачей.

1 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑн чухне Совохай, Хуш ҫынни, рефаим ывӑлӗсенчен пӗрне, Сафа, вӗлернӗ.

Тогда Совохай Хушатянин поразил Сафа, одного из потомков Рефаимов.

1 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вӑл ҫавӑн пекех моавсене те парӑнтарнӑ, — моавсем Давид чурисем пулса тӑнӑ, ӑна хырҫӑ тӳлеме пуҫланӑ.

2. Он поразил также Моавитян, - и сделались Моавитяне рабами Давида, принося ему дань.

1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Давид виссон тум тӑхӑннӑ пулнӑ, ҫавӑн пекех Турӑ саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан левитсем те, юрӑҫӑсем те, кӗвӗ калакансемпе юрӑҫӑсен пуҫлӑхӗ Хенания та ҫавӑн йышши тумпах пулнӑ.

27. Давид был одет в виссонную одежду, а также и все левиты, несшие ковчег, и певцы, и Хенания начальник музыкантов и певцов.

1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫавӑн чухне Давид каланӑ: Турӑ арчине, левитсемсӗр пуҫне, никамӑн та ҫӗклемелле мар, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Турӑ арчине ҫӗклеме тата ӗмӗр-ӗмӗр Хӑйшӗн ӗҫлесе тӑма Ҫӳлхуҫа Хӑй суйласа илнӗ, тенӗ.

2. Тогда сказал Давид: никто не должен носить ковчега Божия, кроме левитов, потому что их избрал Господь на то, чтобы носить ковчег Божий и служить Ему во веки.

1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вара Давидпа унӑн ҫыннисем Ваал-Перацим патне кайнӑ та унта филистимсене аркатса тӑкнӑ; ҫавӑн чухне Давид каланӑ: Турӑ манӑн тӑшмансене хамӑн аллӑмпах, пӗвене татса кайнӑ шыв пек, ҫӗмӗрсе тӑкрӗ, тенӗ.

11. И пошли они в Ваал-Перацим, и поразил их там Давид; и сказал Давид: сломил Бог врагов моих рукою моею, как прорыв воды.

1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Давид пинпӳсемпе, ҫӗрпӳсемпе тата мӗнпур ҫулпуҫпа канашланӑ та 2. пӗтӗм Израиль халӑхне пуҫтарса ҫапла каланӑ: эсир килӗшсессӗн тата ҫакна тума Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ирӗкӗ пулсассӑн, хамӑрӑн ытти тӑванӑмӑрсем патне ҫынсем ярар, пӗтӗм Израиль ҫӗрне ҫитчӗр, ҫавӑн пекех священниксемпе левитсем патне те, вӗсен хулисене, вӗсем пурӑнакан пур вырӑна та ҫынсем ярар — пурте пирӗн пата пуҫтарӑнччӑр; 3. вара Туррӑмӑр саккунӗн арчине хамӑр пата куҫарса килӗпӗр, ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче эпир ӑна мансах пурӑнтӑмӑр, тенӗ.

1. И советовался Давид с тысяченачальниками, сотниками и со всеми вождями, 2. и сказал [Давид] всему собранию Израильтян: если угодно вам, и если на то будет воля Господа Бога нашего, пошлем повсюду к прочим братьям нашим, по всей земле Израильской, и вместе с ними к священникам и левитам, в города и селения их, чтобы они собрались к нам; 3. и перенесем к себе ковчег Бога нашего, потому что во дни Саула мы не обращались к нему.

1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫавӑн чухне ҫак виҫӗ ҫын филистимсен тапӑрӗ витӗр тухса Вифлеем хапхи умӗнчи пусӑран Давид валли шыв ӑсса килнӗ.

18. Тогда эти трое пробились сквозь стан Филистимский и почерпнули воды из колодезя Вифлеемского, что у ворот, и взяли, и принесли Давиду.

1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫак хапха хуралҫисем, Левий ывӑлӗсем, Патша хапхи патӗнче тухӑҫ енче тӑнӑ, халичченех ҫавӑн пек.

18. И доныне сии привратники у ворот царских, к востоку, содержат стражу сынов Левииных.

1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тепӗр юпи ҫинче те ҫавӑн пекех пулнӑ.

То же и на другом столбе с сеткою.

4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed