Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Ҫӳлхуҫа Ӳчӗ ҫинчен шухӑшламан пирки тивӗҫсӗр ҫиекен, тивӗҫсӗр ӗҫекен хӑйне айӑпа кӗртме ӗҫсе ҫиет.29. Ибо, кто ест и пьет недостойно, тот ест и пьет осуждение себе, не рассуждая о Теле Господнем.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӗҫсе ҫиес тесен сирӗн хӑвӑр килӗр ҫук-им?
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсир ҫавӑнта пӗрле пуҫтарӑнатӑр пулсассӑн та, ҫакна Ҫӳлхуҫа апатне ҫиме пуҫтарӑннӑ теме ҫук, 21. мӗншӗн тесессӗн харпӑр хӑй ҫимӗҫне ыттисенчен малтан ҫисе яма тӑрӑшатӑр, ҫавӑнпа хӑшӗсем выҫӑ тӑрса юлаҫҫӗ, хӑшӗсем ӗҫсе ӳсӗрӗлеҫҫӗ.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑшӗсем хӑйне сирӗн тӑванӑр теҫҫӗ те, хӑйсем ҫаплах асаҫҫӗ, сӑптӑраҫҫӗ, йӗрӗхсене пуҫҫапаҫҫӗ, элеклеҫҫӗ, ӗҫке ярӑнаҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ, — эпӗ сире ҫакӑн пек ҫынсемпе ан хутшӑнӑр, ун пеккисемпе пӗрле те ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырса янӑччӗ.
1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тӑвансемшӗн юратса тӑвакан сирӗн каҫхи ӗҫкӗ-ҫикӗрте вӗсем ыттисене пӑсаҫҫӗ; сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне вӗсем пӗр вӑтанмасӑр хӑйсене хӑйсем самӑрлатса лараҫҫӗ.12. Таковые бывают соблазном на ваших вечерях любви; пиршествуя с вами, без страха утучняют себя.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав ҫынсем — чӗлхесӗр выльӑх пекех, ӳт туртнӑ хыҫҫӑн ҫӳрекен выльӑха вара тытма та вӗлерме ҫуратса янӑ, кусем те, пӑсӑлса ҫитнӗскерсем, хӑйсем ӑнланманнине хурла-хурлах хӑйсенӗн ултавӗпе пӗтсе ларӗҫ; 13. йӗркерен тухса пурӑннӑшӑн вӗсем мӗн тивӗҫлине илӗҫ, вӗсем куллен киленсе пурӑннине савӑнӑҫ вырӑнне хураҫҫӗ; намӑссӑрланса, ыттисене ирсӗрлетсе пурӑнаҫҫӗ, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне вӗсем хӑйсем улталанипе киленсе лараҫҫӗ; 14. вӗсенӗн куҫӗсене асма юратасси, чарӑнмасӑр ҫылӑх тӑвасси тулнӑ; вӗсем тӗреклӗленсе ҫитеймен чунсене илӗртсе улталаҫҫӗ; вӗсенӗн чӗри мула иленнӗ, вӗсем — ылхан ывӑлӗсем.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Петр Иерусалима таврӑнсан, ӳт кастарнисем ӑна ӳпкелесе каланӑ: 3. эсӗ ӳт кастарманнисем патне кайрӑн, вӗсемпе пӗрле ӗҫсе ҫирӗн, тенӗ.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Турӑ Ӑна виҫҫӗмӗш кунне чӗртсе тӑратрӗ те курӑнмалла турӗ, 41. анчах Иисус пур халӑха та курӑнмарӗ, каласа кӑтартмашкӑн Турӑ малтанах суйласа хунӑ ҫынсене — пире, Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн Унпа пӗрле ӗҫсе ҫинӗскерсене — анчах курӑнчӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑшӗ-пӗрисем тата тӑрӑхласа: вӗсем пылак эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ, тенӗ.13. А иные, насмехаясь, говорили: они напились сладкого вина.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсир Мана йывӑр килнӗ чухне Манпа пӗрле пултӑр, 29. Мана Аттем Патшалӑх панӑ пек, Эпӗ те сире Патшалӑх парса хӑваратӑп: 30. Манӑн Патшалӑхӑмра, Ман сӗтелӗм хушшинче ӗҫсе ҫийӗр, Израилӗн вуникӗ ӑрӑвне сут тумашкӑн аслӑ пукан ҫине ларӑр, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ашкӑнса, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр — ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк ан ҫиттӗр: 35. вӑл ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те таната пек карса илӗ; 36. ҫавӑнпа кирек хӑҫан та сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр — ҫав пулас асапсенчен пуринчен те хӑтӑлса Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр, тенӗ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Урӑхла каламӗ-и ӑна: «ман валли каҫхи апат хатӗрле, пилӗкне ҫых та мана пӑхма пуҫла, эпӗ ӗҫсе ҫием, кайран вара ху ӗҫсе ҫи» темӗ-и?
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ашшӗ вара хӑйӗн чурисене ҫапла хушнӑ: «чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна, пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнмалли парӑр; 23. тата ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва илсе килсе пусӑр — ӗҫсе ҫиер, савӑнар: 24. ку ывӑлӑм маншӑн вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хуҫи каланӑ ӑна: «эппин, ҫулсем-сукмаксем тӑрӑх кай, ҫатан-вӗрлӗк таврашне ҫитсе ӳкӗтлесе ҫӳре, ҫуртӑм туллиех тултӑр. 24. Калатӑп сире: ҫав чӗнсе хунисенчен манӑн ӗҫкӗ-ҫикӗме пӗри те ӗҫсе ҫиеймӗ: чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенӗ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эсир вара калатӑр: «эпир Сан умӑнтах ӗҫсе ҫиеттӗмӗр, Эсӗ пирӗн урамсенчех вӗрентеттӗн» теетӗр.26. Тогда станете говорить: мы ели и пили пред Тобою, и на улицах наших учил Ты.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗр кӗнӗ ҫуртрах пурӑнӑр, вӗсенӗн мӗн ӗҫме-ҫиме пур, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр: ӗҫлекен хӑй ӗҫӗ хакне илме тивӗҫлӗ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чаплӑ тумланакансем, тутлӑ ӗҫсе ҫиекенсем патша керменӗнче пурӑнаҫҫӗ.Но одевающиеся пышно и роскошно живущие находятся при дворах царских.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ӳпкелешсе Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: мӗншӗн эсир куланай пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр? тенӗ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иисус куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апатланнине курсассӑн, кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: епле-ха Вӑл куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет? тенӗ.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Анчах та ҫав чура, усал пулса, хӑй ӑшӗнче: «хуҫам халех килмӗ-ха» тесе 49. хӑйӗн юлташӗсене хӗнеме тытӑнсан, ӗҫкӗҫӗсемпе ӗҫсе ҫие пуҫласан, 50. унӑн хуҫи вӑл кӗтмен кун, вӑл шухӑшламан сехетре килӗ те 51. ӑна ҫурмаран касса пӑрахӗ, ҫапла икӗ питлисене айӑпланӑ пек хаяррӑн айӑплӗ; унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.