Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Суя тӗнлисене иудейсем нимӗнле хӳтлӗхсӗр тӑрса юлнӑ пек туйӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене пур енчен те хаяррӑн хӗссе тӑнӑ; кусем вара Пурне те Пултаракан Ҫӳлхуҫана, пур пуҫлӑх Пуҫлӑхне, хӑйсенӗн хӗрхенекен кӑмӑллӑ Туррине, Ашшӗне, тархасласа чӗннӗ, пурте вӗҫӗмсӗр куҫҫулӗпе макӑрса чӗннӗ — мухтавлӑн курӑнса, усал шухӑш тытнисен ӗҫне сирсе яма, хӑйсем валли хатӗрлесе хунӑ вилӗмрен ҫӑлса хӑварма тархасланӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл хӑй те, унӑн тӑванӗсем те, вӗсен пӗтӗм ӑрӑвӗ, ҫирӗп тӑрса, Израиль тӑшманӗсене сирсе ячӗҫ, Израиле ирӗке кӑларчӗҫ, тенӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Суя тӗнлӗ ҫынсен мӑшкӑлне сирсе янӑ халӑх ӗнтӗ питех те савӑннӑ-хӗпӗртенӗ.58. И была весьма великая радость в народе, и отвращено было поношение язычников.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл нумай патшана пӑшӑрхантарнӑ, Иакова вара хӑйӗн ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ, унӑн ятне ӗмӗрех мухтаса асӑнӗҫ; 8. Иудея хулисем тӑрӑх ҫӳресе, унта йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ, Израиль ҫинчен Турӑ ҫиллине сирсе янӑ, 9. ячӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ чаплӑ ҫын пулса тӑнӑ, пӗтес патне ҫитнӗ ҫынсене хӑй патне пуҫтарнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак ӑру ҫине хӗн-асап яма шухӑшлатӑп, эсир ӑна ӗнсӗр ҫинчен сирсе пӑрахаймӑр, йӑрӑсланса ҫӳреймӗр: ку вӑл — усал вӑхӑт.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ пур тӗлӗшпе те тӳрӗ, анчах Хӑвӑн ҫиллӳпе хаярлӑхна Хӑвӑн Иерусалим хулу ҫинчен, Хӑвӑн таса тӑву ҫинчен сирсе ярсамччӗ; пирӗн ҫылӑхсемшӗн, пирӗн аттесен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Иерусалима тата Санӑн халӑхна таврари халӑхсем пурте мӑшкӑллаҫҫӗ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унччен тунӑ пӗтӗм ҫылӑхӑра сирсе ярӑр, хӑвӑр валли ҫӗнӗ чӗрепе ҫӗнӗ сывлӑш тӑвӑр; Израиль килӗ, сирӗн мӗншӗн вилмелле-ха?
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пирӗн Санӑн ятна асӑнса тӑмалла пултӑр тесе, Эсӗ пирӗн чӗрене Хӑвӑнтан хӑраса тӑмалла тунӑ; эпир Сана хамӑра куҫарса килнӗ ҫӗрте те аслӑласа мухтӑпӑр: эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗ аттемӗрсен пур тӳрӗ мар ӗҫне те хамӑр чӗререн сирсе ятӑмӑр.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Асна илсемччӗ: эпӗ Санӑн умӑнта тӑрса вӗсем валли ырӑлӑх ыйтрӑм, вӗсенчен Санӑн ҫиллӳне сирсе ярасшӑн пултӑм.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль, Ман енне ҫаврӑнсассӑн, тет Ҫӳлхуҫа, Ман енне ҫаврӑнсассӑн, хӑвӑн ирсӗрлӗхне Ман умран сирсе ярсассӑн, эсӗ текех ҫӗтсе ҫӳремӗн.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ пуҫу ҫине хуйхӑ йӑтӑнса анӗ: эсӗ вӑл ӑҫтан тухнине те пӗлеймӗн, сана инкек-синкек тапӑнӗ — ӑна сирсе яма вӑй тупаймӑн; сасартӑках пуҫу ҫине хӑв шутлама та пултарайман синкер-сехмет капланса ҫитӗ.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вилӗме ӗмӗрлӗхе ҫӗнтерӗ, Ҫӳлхуҫа Турӑ пурин куҫҫульне те шӑлса типӗтӗ, Хӑй халӑхӗн мӑшкӑлне пӗтӗм тӗнчипех сирсе ярӗ: ҫапла пулассине Турӑ калать.
Ис 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Пӗтӗм ҫӗр пирки ҫапла палӑртса хунӑ, акӑ пур халӑхсем ҫине тӑсса хунӑ алӑ: 27. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла палӑртса хунӑ — ӑна кам пӑрахӑҫлама пултарӗ? аллине тӑсса тӑрать Вӑл — ӑна кам сирсе ярӗ?
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах та Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Иаков килне, сирсе ятӑн, мӗншӗн тесен вӗсем тухӑҫран теме те вӗренчӗҫ: филистимсенни пек вӗсен асамҫӑсем те пур, ют халӑхсен ывӑлӗсемпе те явӑҫаҫҫӗ вӗсем.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4-5. Чулрав чулне чӗвве ярса, Голиаф мӑнаҫлӑхне путарса, вӑл ҫамрӑк чухнех ҫав улӑпа вӗлерсе халӑх ҫинчен мӑшкӑла сирсе яман-и?
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Чӗрӳне хурлӑх айне ан ту; вӗҫӗнче мӗн пуласса асра тытса хурлӑхна сирсе яр.20. Не предавай сердца твоего печали; отдаляй ее от себя, вспоминая о конце.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫаран хӑрани ҫылӑхсене сирсе ярать; хӑрама пӗлмен ҫын тӳрре тухаймасть.21. Страх Господень отгоняет грехи; не имеющий же страха не может оправдаться.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Санӑн аллунтан вара иртейместӗн: 16. Сана пӗлес темен усал ҫынсене Санӑн хӑватлӑ аллу хаса панӑ: вӗсем ҫине халиччен пулман ҫумӑр, пӑр тата сирсе сирӗлми тӑвӑл янӑ, вут-ҫулӑмпа пӗтернӗ.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Этем хӑй пурӑнӑҫӗн чӗмне хӑй хуҫа мар, ҫавӑнпа чӗмӗ тухнине вӑл мӗнле тытса чарайтӑр, унӑн вилӗм кунне сирсе яма та ирӗкӗ ҫук, ҫак кӗрешӳре нимӗнле ҫӑлӑнӑҫ та ҫук унӑн, усал ҫынна усаллӑхӗ хӑтараймӗ.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Урӑхла тусассӑн Ҫӳлхуҫа курӗ те ҫакна, Унӑн умӗнче ку юрӑхсӑр ӗҫ пулӗ, Вӑл вара Хӑйӗн ҫиллине тӑшману ҫинчен сирсе ярӗ.18. Иначе, увидит Господь, и неугодно будет это в очах Его, и Он отвратит от него гнев Свой.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.