Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Патшана ларнӑ чухне Иосия саккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл вӑтӑр пӗр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иедида, вӑл Боцкафа хулинчи Адаия хӗрӗ пулнӑ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ассири патши Иудея патшине Езекияна виҫҫӗр талант кӗмӗл тата вӑтӑр талант ылтӑн тӳлесе тӑмалла тунӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Азария — Иудея патши — вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Менаим, Гадий ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл Самарире вунӑ ҫул хушши патша пулнӑ; 18. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те хӑпайман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Селлум, Иавис ывалӗ, Иудея патши Азария вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне патша пулса тӑнӑ, Самарире вӑл пӗр уйӑх хушши патша пулнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Азариян, Иудея патшийӗн, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулӗнче Самарире Израиль патшине Захария, Иеровоам ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл ултӑ уйӑх хушши патша пулнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иоас — Иудея патши — вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иоас, Иоахаз ывӑлӗ, Самарире Израиль патшине ларнӑ, вӑл вунултӑ ҫул патша пулнӑ, 11. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ; Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпман, ҫавсемпех чӑлханса пурӑннӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл сакӑр ҫул хушши патшара ларнӑ; 18. Ахав хӗрӗ унӑн арӑмӗ пулнӑ май вӑл та, Ахав килӗ пек, Израиль патшисен ҫулӗпе ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр пилӗк ҫулта пулнӑ, Иерусалимра ҫирӗм пилӗк ҫул хушши патшара ларнӑ.42. Тридцати пяти лет был Иосафат, когда воцарился, и двадцать пять лет царствовал в Иерусалиме.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Сири патшийӗн вӑтӑр икӗ ҫар урапи пулнӑ, вӑл ҫавсен пуҫлӑхӗсене каланӑ: кӗҫӗннипе те, аслипе те ан ҫапӑҫӑр, пӗр Израиль патшипе анчах ҫапӑҫӑр, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Венадад ӗнтӗ хӑйне пулӑшакан патшасемпе, вӑтӑр икӗ патшапа, чатӑрта ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ пулнӑ.Венадад же напился допьяна в палатках вместе с царями, с тридцатью двумя царями, помогавшими ему.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. [Ахав] ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисене шутласа тухнӑ, вӗсем икҫӗр вӑтӑр икӗ ҫын пулнӑ; ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑха шутласа тухнӑ, Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпе ҫичӗ пин пулнӑ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Сири патши Венадад хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пуҫтарнӑ, унпа пӗрле тата вӑтӑр икӗ патша, утлӑ ҫарпа урапаллӑ ҫар пулнӑ, ҫапла Самарие ҫавӑрса илнӗ те вӑрҫӑ вӑрҫа пуҫланӑ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ахав, Амврий ывӑлӗ, Израиль патшине ларнӑ чухне Иудея патши Аса шӑпах вӑтӑр саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ; вӑл Самари хулинче Израиль патшалӑхне ҫирӗм икӗ ҫул тытса тӑнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иудея патшалӑхне Аса тытса тӑра пуҫланӑранпа вӑтӑр пӗрмӗш ҫулхине Амврий Израиль патшине ларнӑ, патшалӑха вуникӗ ҫул тытса тӑнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унтан пӑхӑртан шӑратса пилӗк чике ҫӳллӗш вӑр-ҫаврака тинӗс тунӑ: унӑн хире-хирӗҫ хӗррисен хушши вунӑ чике пулнӑ, йӗри-тавралла ӑна вӑтӑр чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Колоннӑллӑ залӑн тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ вӑтӑр чике пулнӑ; ҫав юпасем зал тӑррине тытса тӑнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2-3. Ҫав керменре Ливанра ӳсекен кедр йывӑҫҫинчен тунӑ зал пулнӑ, унӑн тӑршшӗ ҫӗр чике, сарлакӑшӗ аллӑ чике, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр чике пулнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Соломон Ҫӳлхуҫа валли лартнӑ Ҫуртӑн тӑршшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм икӗ, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр икӗ чике пулнӑ, 3. Ҫурт умӗнчи пӑлтӑрӑн тӑршшӗ Ҫурт сарлакӑш пек ҫирӗм чике пулнӑ, сарлакӑшӗ вунӑ чике пулнӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Соломон пӗтӗм Израиле черетпе ӗҫлеттерме хушнӑ; вӑтӑр пин ҫыннӑн ӗҫлемелле пулнӑ.
3 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Соломон килне кунсерен ҫакӑн чухлӗ апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ: тулӑ ҫӑнӑхӗ — вӑтӑр кор, ытти йышши ҫӑнӑх — утмӑл кор, 23. пӑлансемпе ту качакисемсӗр, сайгаксемсӗр, самӑртнӑ кайӑк-кӗшӗксӗр пуҫне тата вунӑ самӑртнӑ вӑкӑр, кӗтӳлӗхрен илсе килнӗ ҫирӗм вӑкӑр, ҫӗр сурӑх; 24. Соломон вӑл Евфрат шывӗн ку енчи пӗтӗм ҫӗре, Типсах хулипе Газа хули хутлӑхне, шыв ку енчи мӗнпур патшана тытса тӑнӑ, тата унӑн таврари пур ҫӗршывпа та килӗшӳ пулнӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.