Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑннӑ (тĕпĕ: асӑн) more information about the word form can be found here.
Чӑваш Енӗн «тӗп тухтӑрӗ» Алла Самойлова «Земство тухтӑрӗ» программӑна халь хула йышши поселоксем те /Вӑрнар, Вӑрмар, Кӳкеҫ.../ хутшӑннипе, асӑннӑ программӑпа укҫа илме пултаракансен ҫулне 50 ҫул таран ӳстернипе укҫа хушӑннине сӑлтавларӗ.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Анчах, министр палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ йышри кашни ҫын шӑпах ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курасси иккӗленӳллӗ, вӗсем пӗр-пӗр урӑх ҫӑмӑллӑхпа усӑ кураҫҫӗ-тӗк /тӗслӗхрен, ӗҫ ветеранӗ пулнӑ май ҫакӑншӑн пособи илсе тӑрсан/ — капиталлӑ юсав тӳлевне саплаштармалли компенсацие илеймӗ.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Республикӑра 1-2-мӗш ушкӑнсенчи инвалидсене, инвалид ачаллӑ ҫемьесене асӑннӑ тӳлев тӗлӗшпе компенсаци тӳлесси ӗҫе кӗнӗ.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Хӑйсен программисене пурнӑҫламашкӑн ӑнтӑлакан профессионалсене эпир яланах пулӑшатпӑр. Чӑваш Ен шкул вӗренӗвӗн программине палӑртнӑ тата ку енӗпе ӗҫлемешкӗн хатӗр чухне асӑннӑ пуҫарӑва тулли кӑмӑлпа ырларӑмӑр. Кӑҫал вӑй илекен проект ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе каясса тата ҫывӑх вунӑ ҫуллӑхра ӑна туллин пурнӑҫласса шанатӑп. Регионта пурӑнакан кашни ҫын унӑн уссине туйса илме пултаракан чӑннипех пысӑк та хӑватлӑ программа вӑл», — тенӗ Раҫҫей вице-премьерӗ.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Ен асӑннӑ рейтингра пысӑк хаклава тивӗҫни — республика Правительстви ачасене аталанмашкӑн, тивӗҫлӗ воспитани илмешкӗн тата вӗсен прависемпе интересӗсене хӳтӗлемешкӗн хӑтлӑ условисем туса хурас енӗпе тӗллевлӗ ӗҫленин ҫимӗҫӗ.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫул ҫитменнисене тӑнӑҫлӑхпа тивӗҫтерекен регионсен шутӗнче вӑл Ханты-Манси автономи округне, Калуга, Тюмень, Воронеж, Ленинград облаҫӗсене, Тутарстана, Пушкӑртстана, Чечен, Чӑваш республикисене тата Краснодар крайне асӑннӑ.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кӑҫал асӑннӑ учреждени 15 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Асӑннӑ кӑтарту 6 процент шайне кармашать. Уйрӑм региона — Чӑваш Республикине, Пенза, Тамбов, Киров, Магадан облаҫӗсене, Ненец автономи округне — ырӑпа асӑнмалла. Вӗсен кӑтартӑвӗсем Европӑрипе, АПШрипе тата Японирипе танлашнӑ», — ҫирӗплетнӗ федераци министрӗ.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫапах та асӑннӑ мероприятире чи пӗлтерӗшли — «Чӗрӗ уроксем» проекта тата 5 регион хутшӑнни: Буряти, Мари Эл, Аҫтӑрхан тата Киров облаҫӗсем, Пермь крайӗ.

Help to translate

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Асӑннӑ конференци ӗнер К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче уҫӑлчӗ.

Help to translate

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Сӑмахран, асӑннӑ тапхӑрта Чӑваш Енри ӗҫтешӗсенчен 22-шне 885 пин тенкӗ парса пулӑшнӑ.

Help to translate

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Халӗ ача амӑшӗн /ҫемье/ капиталӗпе усӑ курмалли майсене те анлӑлатнӑ - маларах асӑннӑ мерӑсемсӗр пуҫне инвалид ачасен социаллӑ адаптацийӗ валли тӗрлӗ таварсем туянма, пулӑшу илме май пур.

Help to translate

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Чылайӑшӗ асӑннӑ укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ: 673 ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ, 19-шӗ ачисем аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ пухнӑшӑн е ачасене садикре воспитани панӑшӑн тӳленӗ.

Help to translate

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Сӑмах май, асӑннӑ кӗнекесене республика шайӗнче ҫеҫ мар, Раҫҫейре те тивӗҫлипе хак панӑ.

Help to translate

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Асӑннӑ тапхӑрта 15 сеанс кӑтартнӑ, хӑй тӑрӑх 4,5 тонна шыв янӑ.

За упомянутое время провел 15 сеансов, облил себя с 4,5 тоннами воды.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Асӑннӑ кӗлеткесене ылтӑнланӑран питӗ илемлӗ курӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Шухӑшсӑр пӑхни, сӳрӗклӗх, вӗрентекен асӑрхаттарсан та ним пулман пек ларни, ыйхӑлани, юнашар лараканпа хутшӑнманни — асӑннӑ вирус паллисем.

Help to translate

Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Асӑннӑ мероприятие вӑтам шкулта, ялти культура ҫуртӗнче, йывӑҫ комбинатӗнче, Тукай ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче, ача садӗнче тата урамсенче йӗркеленӗ.

Help to translate

Ял ҫыннисем кӗнекесемпе паллашнӑ // С.ПЕТРОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Асӑннӑ предметсемпе Зоя Гавриловна Чернова педагог вӗрентет.

Help to translate

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Асӑннӑ концерта Шупашкар хулинче те йӗркелеҫҫӗ.

Help to translate

Эпир пурте - яланах пӗрле! // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed