Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
11. Хӗрарӑм каланӑ: патша, юншӑн тавӑракансем йышланмӗҫ тата ман ывӑлӑма тӗп тумӗҫ тесе, Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче тупа ту, тенӗ.

11. Она сказала: помяни, царь, Господа Бога твоего, чтобы не умножились мстители за кровь и не погубили сына моего.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Патша каланӑ: сана хирӗҫ тӑракана ман патӑма илсе кил те, вӑл сана текех тӑрӑнаймӗ, тенӗ.

10. И сказал царь: того, кто будет против тебя, приведи ко мне, и он более не тронет тебя.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Анчах Фекоя хӗрарӑмӗ патшана татах та каланӑ: патша хуҫамӑм, айӑпӗ мана тата ман аттем килне пултӑр, патшапа унӑн килӗ айӑплӑ мар, тенӗ.

9. Но женщина Фекоитянка сказала царю: на мне, господин мой царь, да будет вина и на доме отца моего, царь же и престол его неповинен.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Патша хӗрарӑма каланӑ: лӑплан та килне кай, эпӗ сан пирки хушу парӑп, тенӗ.

8. И сказал царь женщине: иди спокойно домой, я дам приказание о тебе.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапла вара вӗсем манӑн юлашки хӗлхеме те сӳнтерӗҫ, ҫӗр пичӗ ҫинче упӑшкам ячӗ те, йӑх ячӗ те юлмӗ, тенӗ.

И так они погасят остальную искру мою, чтобы не оставить мужу моему имени и потомства на лице земли.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Патша ӑна: мӗн кирлӗ сана? тенӗ.

5. И сказал ей царь: что тебе?

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Фекоя хӗрарӑмӗ патша патне кӗнӗ те ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ: пулӑшсамччӗ, патша, [пулӑшсамччӗ]! тенӗ.

4. И вошла женщина Фекоитянка к царю и пала лицем своим на землю, и поклонилась и сказала: помоги, царь, [помоги]!

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Иоав вара Фекоя хулине ҫын янӑ та унтан пӗр ӑслӑ хӗрарӑма илсе килтернӗ, ҫавна каланӑ вӑл: макӑракан ҫын пек пул та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑн, йывӑҫ ҫӑвӗпе ан сӗрӗн, вилнӗ ҫыншӑн темиҫе кун макӑрнӑ ҫын пек пул; 3. вара патша патне кай та ҫапла-ҫапла тесе кала, тенӗ.

2. И послал Иоав в Фекою, и взял оттуда умную женщину и сказал ей: притворись плачущею и надень печальную одежду, и не мажься елеем, и представься женщиною, много дней плакавшею по умершем; 3. и пойди к царю и скажи ему так и так.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Ионадав вара патшана каланӑ: патша ывӑлӗсем килеҫҫӗ; сан чуру мӗнле каларӗ, ҫапла пулса тухрӗ, тенӗ.

35. Тогда Ионадав сказал царю: это идут царские сыновья; как говорил раб твой, так и есть.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Хуралҫӑ патша патне пырса пӗлтернӗ: эпӗ сӑрт тайлӑмӗпе иртекен Орон ҫулӗ ҫинче ҫынсем пынине куртӑм, тенӗ.]

[И пришел страж, и возвестил царю, и сказал: я видел людей на дороге Оронской на скате горы.]

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Анчах та Ионадав — Давид пиччӗшӗн Самайӑн ывӑлӗ — ҫапла каланӑ: [патша] хуҫамӑм патша ывӑлӗсене пурне те вӗлернӗ тесе ан шухӑшлатӑрах; пӗр Амнон ҫеҫ вилнӗ: Авессалом ҫак ӗҫе хӑйӗн йӑмӑкне Амнон чыссӑрлатнӑ кунах шухӑшласа хунӑ пулнӑ; 33. ӗнтӗ патша хуҫамӑм хӑйӗн пур ывӑлӗ те вилнӗ тесе ан хуҫӑлтӑрах: пӗр Амнон ҫеҫ вилнӗ, тенӗ.

32. Но Ионадав, сын Самая, брата Давидова, сказал: пусть не думает господин мой [царь], что всех отроков, царских сыновей, умертвили; один только Амнон умер, ибо у Авессалома был этот замысел с того дня, как Амнон обесчестил сестру его; 33. итак пусть господин мой, царь, не тревожится мыслью о том, будто умерли все царские сыновья: умер один только Амнон.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Вӗсем ҫул ҫинче чухнех Давид патне «Авессалом патша ывӑлӗсене пурне те вӗлернӗ, вӗсенчен пӗри те чӗрӗ юлман» тенӗ хыпар ҫитнӗ.

30. Когда они были еще на пути, дошел слух до Давида, что Авессалом умертвил всех царских сыновей, и не осталось ни одного из них.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патша ӑна: мӗншӗн унӑн санпа пӗрле пымалла? тенӗ.

И сказал ему царь: зачем ему идти с тобою?

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Авессалом ӑна каланӑ: апла пулсан пирӗнпе пӗрле Амнон пиччем пытӑр, тенӗ.

26. И сказал ему Авессалом: по крайней мере пусть пойдет с нами Амнон, брат мой.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Анчах патша Авессалома каланӑ: ҫук, ывӑлӑм, эпир пурте пымӑпӑр, сана йывӑр ан килтӗр, тенӗ.

25. Но царь сказал Авессалому: нет, сын мой, мы не пойдем все, чтобы не быть тебе в тягость.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Авессалом патша патне пынӑ та каланӑ: акӑ паян санӑн чуру патӗнче сурӑх ҫӑмӗ касаҫҫӗ; патшапа унӑн тарҫисем пыччӑрччӗ чурупа пӗрле, тенӗ.

24. И пришел Авессалом к царю и сказал: вот, ныне стрижение овец у раба твоего; пусть пойдет царь и слуги его с рабом твоим.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах халӗ ан шарла, йӑмӑкӑм; вӑл — санӑн пиччӳ; ку ӗҫшӗн чӗрӳне ан амант, тенӗ.

но теперь молчи, сестра моя; он - брат твой; не сокрушайся сердцем твоим об этом деле.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн тарҫине чӗнсе илнӗ те каланӑ: ҫакна ман патӑмран хӑваласа кӑларса яр та алӑка ун хыҫӗнчен питӗрсе ил, тенӗ.

17. И позвал отрока своего, который служил ему, и сказал: прогони эту от меня вон и запри дверь за нею.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. [Фамарь] ӑна каланӑ: ҫук, [пиччем]; мана хӑваласа яни — малтан тунӑ ӗҫӳнтен те усалрах, тенӗ.

16. И [Фамарь] сказала ему: нет, [брат]; прогнать меня - это зло больше первого, которое ты сделал со мною.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫавӑн хыҫҫӑн Амнон ӑна хӑрушла курайми пулнӑ, унӑн курайманлӑхӗ малтанхи юратӑвӗнчен те вӑйлӑрах пулнӑ; вара Амнон ӑна: тӑр та тухса кай, тенӗ.

15. Потом возненавидел ее Амнон величайшею ненавистью, так что ненависть, какою он возненавидел ее, была сильнее любви, какую имел к ней; и сказал ей Амнон: встань, уйди.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed