Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
17. Иоав ун патне пынӑ та, хӗрарӑм ӑна: Иоав эсӗ-и? тенӗ.

17. И подошел к ней Иоав, и сказала женщина: ты ли Иоав?

2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫавӑн чухне пӗр ӑслӑ хӗрарӑм хула хӳми ҫинчен кӑшкӑрса каланӑ: итлӗр, итлӗр, Иоава калӑр-ха — кунта килтӗр, эпӗ унпа калаҫса пӑхасшӑн, тенӗ.

16. Тогда одна умная женщина закричала со стены города: послушайте, послушайте, скажите Иоаву, чтоб он подошел сюда, и я поговорю с ним.

2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Иоавӑн пӗр ҫынни Амессай вилли патӗнче кӑшкӑрса тӑнӑ: Иоава парӑннисем, Давид майлисем, пурте Иоав хыҫҫӑн кайӑр! тенӗ.

11. Один из отроков Иоавовых стоял над Амессаем и говорил: тот, кто предан Иоаву и кто за Давида, пусть идет за Иоавом!

2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Иоав Амессая: сывӑ-и, тӑванӑм? тенӗ.

9. И сказал Иоав Амессаю: здоров ли ты, брат мой?

2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Давид вара Авессана каланӑ: халӗ Бихри ывӑлӗ Савей пирӗншӗн Авессаломран та усалрах ӗҫ тӑвӗ; хуҫу тарҫисене ил те ӑна йӗрлесе кай — ҫирӗплетнӗ хуласене ан тартӑр вӑл, пирӗн куҫран ан ҫухалтӑр, тенӗ.

6. Тогда Давид сказал Авессе: теперь наделает нам зла Савей, сын Бихри, больше нежели Авессалом; возьми ты слуг господина твоего и преследуй его, чтобы он не нашел себе укрепленных городов и не скрылся от глаз наших.

2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Давид Амессая каланӑ: виҫӗ кун хушшинче иудейсене ман патӑма пуҫтар, ху та кунта кил, тенӗ.

4. И сказал Давид Амессаю: созови ко мне Иудеев в течение трех дней и сам явись сюда.

2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Унта, ӑнсӑртран тенӗ пек, Савей ятлӑ пӗр киревсӗр ҫын пулнӑ, вӑл Бихри ывӑлӗ, Вениамин ҫынни пулнӑ; ҫавӑ трупа кӑшкӑртса янӑ та каланӑ: Давидра пирӗн пай ҫук, Иессей ывӑлӗнче пирӗн тӳпе ҫук; израильсем, пурте чатӑрӑрсене саланӑр! тенӗ.

1. Там случайно находился один негодный человек, по имени Савей, сын Бихри, Вениамитянин; он затрубил трубою и сказал: нет нам части в Давиде, и нет нам доли в сыне Иессеевом; все по шатрам своим, Израильтяне!

2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патшамӑра каялла тавӑрас тесе, пӗрремӗш сӑмаха эпир каламан-и-ха? тенӗ.

Не нам ли принадлежало первое слово о том, чтобы возвратить нашего царя?

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпир патшанне мӗн те пулсан ҫисе янӑ-и е унран парнесем илнӗ-и? [е вӑл пире хырҫӑран хӑтарнӑ-и?] тенӗ.

Разве мы что-нибудь съели у царя, или получили от него подарки? [Или от податей освободил он нас?]

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Акӑ ӗнтӗ израильсем пурте патша патне пынӑ та каланӑ: мӗншӗн пирӗн тӑвансем, Иуда арӗсем, сана вӑрларӗҫ те патшапа унӑн килне, унпа пӗрле Давидӑн мӗнпур ҫыннине те Иордан урлӑ каҫарса ячӗҫ? тенӗ.

41. И вот, все Израильтяне пришли к царю и сказали царю: зачем братья наши, мужи Иудины, похитили тебя и проводили царя в дом его и всех людей Давида с ним через Иордан?

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Патша каланӑ: Кимгам манпа пӗрле пытӑрах, сан кӑмӑлна мӗнле килӗшет, эпӗ ун валли ҫавна тӑвӑп; манран мӗн ыйтатӑн, эпӗ саншӑн йӑлтах тӑвӑп, тенӗ.

38. И сказал царь: пусть идет со мною Кимгам, и я сделаю для него, что тебе угодно; и все, чего бы ни пожелал ты от меня, я сделаю для тебя.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Акӑ патша хуҫамӑмпа пӗрле санӑн чуру [ман ывалӑм] Кимгам кайтӑр, ӑна мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту, тенӗ.

Но вот, раб твой [сын мой] Кимгам пусть пойдет с господином моим, царем, и поступи с ним, как тебе угодно.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Анчах Верзеллий патшана ҫапла хуравланӑ: патшапа пӗрле Иерусалима пымашкӑн пурӑнасси нумай юлнӑ-ши манӑн? тенӗ.

34. Но Верзеллий отвечал царю: долго ли мне осталось жить, чтоб идти с царем в Иерусалим?

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Патша Верзеллие каланӑ: пыр манпа пӗрле, Иерусалимра эпӗ сана апат-ҫимӗҫ парса тӑрӑп, тенӗ.

33. И сказал царь Верзеллию: иди со мною, и я буду продовольствовать тебя в Иерусалиме.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Мемфивосфей вара патшана ҫапла хуравланӑ: патша хуҫамӑм хӑй килне ыррӑн-сыввӑн таврӑннӑ май Сива йӑлтах хӑй валли илтӗр, тенӗ.

30. Но Мемфивосфей отвечал царю: пусть он возьмет даже все, после того как господин мой царь, с миром возвратился в дом свой.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Патша ӑна: эсӗ ҫакна мӗн тума калатӑн? эпӗ Сивапа иксӗр хушшӑрта хир анисене пӗр тан уйӑрма хушатӑп, тенӗ.

29. И сказал ему царь: к чему ты говоришь все это? я сказал, чтобы ты и Сива разделили между собою поля.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Вӑл патшапа тӗл пулмашкӑн Иерусалимран тухсассӑн, патша ӑна каланӑ: Мемфивосфей, эсӗ мӗншӗн манпа пӗрле пымарӑн? тенӗ.

25. Когда он вышел из Иерусалима навстречу царю, царь сказал ему: почему ты, Мемфивосфей, не пошел со мною?

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Вара патша Семее: эсӗ вилмӗн, тенӗ.

23. И сказал царь Семею: ты не умрешь.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Саруия ывӑлӗ Авесса ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине усал сӑмахсемпе хӑртнӑшӑн Семей халӗ те вилмен-и-ха? тенӗ.

21. И отвечал Авесса, сын Саруин, и сказал: неужели Семей не умрет за то, что злословил помазанника Господня?

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Патша кил-йышне шыв урлӑ каҫарма тата ӑна пулӑшма кимӗ ярса парсан, патша Иордан урлӑ каҫнӑ-каҫманах Гера ывӑлӗ Семей ун умне [ӳпне ӳксе] пуҫҫапнӑ, 19. вара патшана ҫапла каланӑ: усал ӗҫ тӑвакансен шутне ан кӗртсемччӗ мана, хуҫамӑм; ҫав кун, патша хуҫамӑм Иерусалимран кайнӑ чухне, санӑн чуру ҫылӑх турӗ, ан асӑн ҫакна, патшамӑм, ҫавна хӑвӑн чӗрӳнте ан тытсамччӗ; 20. ӗнтӗ санӑн чуру хӑй ҫылӑха кӗнине пӗлет, акӑ паян эпӗ патша хуҫамӑма кӗтсе илме Иосиф килӗнчен чи малтан килтӗм, тенӗ.

18. Когда переправили судно, чтобы перевезти дом царя и послужить ему, тогда Семей, сын Геры, пал [на лице свое] пред царем, как только он перешел Иордан, 19. и сказал царю: не поставь мне, господин мой, в преступление, и не помяни того, чем согрешил раб твой в тот день, когда господин мой царь выходил из Иерусалима, и не держи того, царь, на сердце своем; 20. ибо знает раб твой, что согрешил, и вот, ныне я пришел первый из всего дома Иосифова, чтобы выйти навстречу господину моему царю.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed