Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр чемоданӗ ниепле те хупӑнмастчӗ, вӑл ун хуплашкине уҫрӗ те шалта мӗн пуррине кровать ҫине силлесе пушатрӗ.Один чемодан ни за что не закрывался, и он взял его за верхнюю крышку и опрокинул на кровать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Николай Антоныч хӑрах аллипе алӑк уҫрӗ, тепринпе мана, кушак ҫурине кӑларса пӑрахнӑ пек, пусма ҫине кӑларса пӑрахрӗ.Одной рукой Николай Антоныч открыл двери, а другой выбросил меня на лестницу, как котенка.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алӑка карчӑкӗ уҫрӗ, эп кӗрес тенӗ чух темшӗн вӑл алӑк сӑнчӑрне тыткаласа тӑчӗ.Мне открыла старушка и как-то придержала цепочкой двери, когда я хотел войти.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алӑкне вара ҫав карчӑк мар, пӗр хура кӗпе тӑхӑннӑ типшӗм хӗрарӑм, хам палламанскер, уҫрӗ.Но открыла мне не старушка, а незнакомая худенькая женщина в черном платье.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шӑпах ҫак самантра темӗнле хӗрача кухня алӑкне уҫрӗ, ман умма тухса тӑчӗ.Как раз в эту минуту какая-то девочка отворила дверь из кухни и появилась на пороге.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан вӑл сунчӑкне уҫрӗ, унтан куҫран ҫухалчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чаршава уҫрӗ те хӑйӗн хурчка куҫӗсемпе кӑн-кан-и пӑхса илчӗ…
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Иван Игнатьич алӑксене уҫрӗ те, чаплӑн кӑшкӑрса: «Илсе килтӗм!» — терӗ.Иван Игнатьич отворил двери, провозгласив торжественно: «привел!»
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Унтан, ҫырӑва уҫрӗ те ҫур сасӑпа вулама тытӑнчӗ, вуланӑ майӗпе, хӑйӗнчен сӑмах хушкаласа, хӑй шухӑшне палӑртать.Он распечатал письмо и стал читать его вполголоса, делая свои замечания.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл командир патне хӑвӑрт чупса ҫитсе, ун умӗнче чарӑнса тӑрса темскер калама ҫӑварне уҫрӗ ҫеҫ — полковник ӑна типӗ те хытӑ сасӑпа пӳлчӗ:
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Петрова ҫавӑнтах васкавлӑн ҫыхса ячӗҫ, носилка ҫине хучӗҫ те машина патне илсе кайма ҫӗклерӗҫ, Ҫав вӑхӑтра вӑл куҫӗсене уҫрӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Старший лейтенант унӑн хупӑ куҫ хупаххине аллипе тытса уҫрӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан тепӗр ҫыруне илсе, кӑвакрах конверта уҫрӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗр алӑка уҫҫипе пӑрса уҫрӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пакета вӑл темӗнле питӗ тӳсейми васкаса уҫрӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Алексей чӳрече умне тайӑнса тӑрса конверте уҫрӗ те, Гвоздев вокзалта ҫӗрле ҫырнӑ ҫак пысӑк ҫырӑва вуланӑҫемӗн унӑн сӑнӗ тӗксӗмленсе пычӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑна пӗр ушкӑн хӗҫпӑшаллӑ ҫын ҫавӑрса хупӑрласа илчӗ те, питне ҫурри таран маскӑпа хупланӑ ҫын кӳмен ҫамрӑк княгиня ларакан енчи алӑкне уҫрӗ.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Аппа, Марья Кириловна, чӳрече уҫрӗ те эпӗ чупса пытӑм.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Марья Кириловна хӑй пӳлӗмне кайрӗ, ҫырӑва уҫрӗ те ҫакна вуласа тухрӗ: «Паян 7 сехетре юханшыв хӗрринчи беседкӑра пулӑр. Манӑн сирӗнпе калаҫмалли пур».
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Фортепьяно уҫрӗ те хӗр, темиҫе нота юрласа илчӗ.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949