Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

район the word is in our database.
район (тĕпĕ: район) more information about the word form can be found here.
Январӗн 26-мӗшӗнче тухнӑ «Красная Чувашия» район хаҫатӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Январӗн 23-мӗшӗнче Шупашкара «Василий Чапаев» кинофильма курма Кӳкеҫрен 28 ҫын йӗлтӗрпе ҫитнӗ.

Help to translate

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

Чулхулари колхозниксен съездне кайма Шупашкар район йӗлтӗрҫисем питӗ вӑйлӑ хатӗрленнӗ.

Help to translate

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

Ҫакна район, республика тата регионсем хушшинче иртекен семинарсенче, фестивальсенче, конкурссенче, мастер-классенче, уҫӑ уроксем, класс тулашӗнчи ӗҫсем ҫӳллӗ шайра иртни уҫҫӑнах кӑтартса парать.

Help to translate

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Халӗ район хаҫачӗпе ҫыхӑну тытатӑп.

Сейчас с районной газетой держу связь.

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Вӑл колхоз ҫӗрӗ мар. Ял администрацийӗн, район, республика фончӗн ҫӗрӗсем», - теҫҫӗ.

Help to translate

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Район шайӗнче ун пек хавхалантарманнине палӑртаҫҫӗ ӑмӑртӑва тӑтӑш хутшӑнакансем.

Help to translate

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Яваплӑха туйнӑран ӑна ял тата район канашӗн депутатне темиҫе хутчен суйланӑ.

Help to translate

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

«Каҫал Ен» редакци, Пенси фончӗ, Ҫӑкӑр завочӗ, больница, район администрацийӗ тата ыттисем те — пирӗн клиентсем.

Help to translate

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Малтан Канашри налук инспекцийӗнче шута илтернӗ, халӗ Пермь хулинче шутланакан «СВС-СТРОЙ» район бюджетне темиҫе ҫул 6 миллион тенкӗ ытла куҫармасть.

Несколько лет как не переводит в районный бюджет 6 миллионов рублей зарегистрированный ранее в налоговой инспекции Канаша, а ныне числящейся в городе Перми «СВС-СТРОЙ».

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Спорт уявне килнисене Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов, Чӑваш Республикинчи муниципалитет йӗркеленӗвӗсен Канашӗн Правлени председателӗ — Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов саламларӗҫ, пысӑк ҫитӗнӳсем тума хӑват сунчӗҫ.

Help to translate

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Светлана Александровна район бюджетне ҫын пуҫне тивекен хӑрпӑр хӑй тупӑшӗ мӗн чухлӗ кӗнине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Михаил Игнатьев район тата администраци пуҫлӑхӗсемпе Николай Николаевпа тата Анатолий Мясниковпа муниципалитетшӑн пӗлтерӗшлӗ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗ.

Михаил Игнатьев с главами района и администрации Николаем Николаевым и Анатолием Мясниковым обсудил важнейшие для муниципалитета вопросы.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Михаил Игнатьев район тата администраци пуҫлӑхӗсемпе Николай Николаевпа тата Анатолий Мясниковпа муниципалитетшӑн пӗлтерӗшлӗ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗ.

Михаил Игнатьев с главами района и администрации Николаем Николаевым и Анатолием Мясниковым обсудил важные вопросы развития муниципалитета.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Район центрӗ ҫывӑхрах пулин те унта каймасӑрах тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ илме май пур.

Help to translate

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Етӗрне район тӗп больници те хулара вырнаҫнӑ, ҫакна пула унта килес текен тухтӑрсем ҫукрах.

Help to translate

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Хӑй вӑхӑтӗнче йӗлтӗрпе тата велосипедпа ӑмӑртассипе район чемпионӗ пулнӑ...

В своё время был чемпионом района в соревнованиях по лыжам и велогонке...

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

«Красноармейский район: люди и судьбы» кӗнекен 24-мӗш страницинчи сӑн ӳкерчӗксенчен пӗринчен пирӗн ҫине милици полковникӗ пӑхать.

Help to translate

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Пилӗк ҫул каялла район 70 ҫул тултарнӑ тӗле ҫыравҫӑсемпе тавра пӗлӳҫӗсен хастар йышӗ энциклопеди хатӗрлесе кӑларнӑччӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Сывпуллашас умӗн Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров пирӗн район ҫыннисене ҫирӗп сывлӑх, ҫемьесенче телей, юрату, ӑнланулӑх сунчӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Президента кунта пӗрлешӳ ертӳҫи В. Г. Васильев, ҫавӑн пекех район пуҫлӑхӗ С. А. Николаев тата Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А. И. Федоров кӗтсе илчӗҫ.

Help to translate

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed