Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑттӑм (тĕпĕ: пул) more information about the word form can be found here.
Эпӗ сан вырӑнта пурнӑҫа шелленӗ пулӑттӑм.

Вообще я бы не рисковал.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унсӑрӑн эп калаҫман та пулӑттӑм

Иначе бы я не начинал…

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ун чухнех каланӑ пулӑттӑм, анчах вӑрҫӑ чӑрмантарчӗ, ун пек кун пек ҫинчен калаҫма аван мар туйӑнчӗ…

Я бы раньше сознался, да тут война, как-то неловко было уже в такой день…

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Хулӑн тирлӗ савнӑ сӑмсаккай, — тессӗм килчӗ ман ӑна, тен, чӑнах та, ҫумра ҫак кулма юратакан сухал пулман пулсан, каланӑ та пулӑттӑм, — сана та ӑсатаҫҫӗ, иккен.

«Милый толстокожий носач, — хотелось сказать мне, да я бы и сказала, если бы рядом не стоял этот насмешливый бородач, — вот и тебя спасают.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юратман пулсан, паман пулӑттӑм.

А то бы не отдал.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара каҫсерен истанилле вӗренсе пыратӑп: «Ҫапла, тӗрӗс, сан умӑнта эпӗ тивӗҫлӗхӗм пирки ирӗкре-ха. Ытах эсӗ таврӑнмасассӑн эпӗ выртӑттӑм та вилнӗ пулӑттӑм», тетӗп.

По ночам я учу длинные испанские фразы: «Да, я свободна от обязательств перед тобой. Я бы просто умерла, если бы ты не вернулся».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кайран эп пурпӗрех каланӑ пулӑттӑм.

Я бы потом все равно сказал…

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Кайран каланӑ пулӑттӑм.

— А я бы сказал потом.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эх, ун лек таканлӑ утпала эпӗ те таҫта ҫитиех вӗҫнӗ пулӑттӑм!..

О, на коне с такими подковами и я бы тоже далеко ускакал!..

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗлӗкрех эп тарӑхнӑ пулӑттӑм-и тен, хама хам ятланӑ пулӑттӑм, ӗнтӗ пин хут та ытла хам ҫинчен шухӑшланӑ пулӑттӑм.

Вероятно, прежде я бы терзалась, ругала себя и вообще думала о себе в тысячу раз больше, чем нужно.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ мана кам та пулин: ҫитӗ-ха вӑхӑт, вӑл асап та хӗнхур тӳссе-чӑтса курнӑ хыҫҫӑн кӑштах ватӑлнӑскер, ҫав ҫыннӑн пушаннӑ пӳлӗмӗсем тӑрӑх мана тунсӑхласа ҫитни ҫинчен пӗр-пӗччен шухӑшласа ҫӳрӗ, тенӗ пулсан, эпӗ каҫӑхса кайса кулнӑ пулӑттӑм.

Если бы мне кто-то сказал: придет время, он после пережитых мучений и страданий, немного постаревший, будет ходит и думать, тоскуя обо мне, одиноко вдоль опустевших комнат этого человека, я бы с любовью улыбнулась.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫинче, сӑмахран, пӗр-пӗр инҫете перекен чипер батарее савӑнсах пӑхнӑ пулӑттӑм эпӗ…

На Новой Земле, например, я бы с удовольствием увидел хорошую дальнобойную батарею…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп ӑна мӗн ачаран юратса тӑратӑп, апла пулмасан та кӗҫӗр каҫ пурпӗрех ӑна юратса пӑрахнӑ пулӑттӑм.

Если б я не была влюблена в него всю жизнь, так уж в этот вечер непременно бы влюбилась.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун ҫинчен Главсевморпути начальникне те ҫырса пӗлтертӗм эпӗ, хам геолог майӗпе усӑ та кӳнӗ пулӑттӑм терӗм.

Я написала об этом начальнику Главсевморпути и предложила свои услуги как геолог.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл пӗр самантра тумланчӗ те Валя патне тухса кайрӗ, эпӗ хам сан вырӑнӑнта пулсан ун патне нихҫан та чи малтан хам кайман пулӑттӑм тесе ӳкӗтлерӗм, вӑл ҫапах та итлемерӗ.

Она мигом собралась и поехала к Вале — хотя я сказала, что на её месте никогда бы первая не поехала.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тем пек савӑннӑ пулӑттӑм, терӗм те эпӗ, калаҫса пӗтӗртӗмӗр…

Я сказала, что буду очень счастлива, и мы простились…

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ нимӗнех те тӑваймарӑм, Саня пулман пулсан хам атте ҫинчен те нимӗн те пӗлеймен пулӑттӑм, пӗтӗм асӑмра тӑрса юлни те, ҫав, аттене ӑсатнӑ юлашки кун — Энск вокзалӗнче атте мана аллине илсе ҫӳле ҫӗклерӗ те, сиктерсе ярса, хӑйӗн пысӑк та ырӑ аллисемпе тытрӗ — ҫавна ҫеҫ астӑватӑп.

Я не сделала ничего и, если бы не Саня, даже не узнала бы о своём отце ничего, кроме того, что мне было известно в тот прощальный день на Энском вокзале, когда отец взял меня на руки и в последний раз высоко подкинул и поймал своими добрыми, большими руками.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кӗнеке магазинӗн кантӑкӗ умӗнче шухӑша кайса тӑратчӗ — ӗлӗк пулсан ӗнтӗ эпӗ пӗр йӑнӑшмасӑрах пӗлнӗ пулӑттӑм, — тискер кайӑксем ҫинчен шухӑшлать тейӗттӗм.

Он стоял у окна книжного магазина и думал – прежде я бы безошибочно определил: о зверях.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Енчен эпӗ Арбатра Вальӑна тӗл пулман пулсан мӗн тесен те нимӗн те туянайман пулӑттӑм.

Без сомнения, я так бы ничего и не купил, если бы не встретил на Арбате Валю.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тен эпӗ ҫак асапӑмпа саплашнипе те хавасланнӑ пулӑттӑм — ан тив, мӗн хам виличченех пытӑр, мана вӗт хам пурнӑҫӑм тахҫанах кирлӗ мар.

 – Я, может быть, рад был бы поплатиться и этим страданием – уж пускай до смерти, потому что мне жизнь давно не нужна.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed