Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑк the word is in our database.
алӑк (тĕпĕ: алӑк) more information about the word form can be found here.
Алӑк хыҫӗнче, тӗттӗмре ларакан Ятман паҫӑрах сисрӗ ӗнтӗ, вӑл килнӗ хыпар, хӑлхаран хӑлхана куҫса, пӗтӗм зала сарӑлчӗ, ӑна пуху председателӗ патне те ҫитерчӗҫ, лешӗ вара Ятмана тӗпелелле иртме сӗнчӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хӑйне Михала пиччене киле илсе кайса калаҫса ларӑп тенипе лӑплантарчӗ те пӳрт тулли халӑх иккенне кура, алӑк янахӗ ҫумне тайӑнчӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман чӳрече патӗнчен пӑрӑнчӗ те ури ыратнине манса кайсах кӗҫӗн алӑк патне васкаса утрӗ.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗр-ха, кӗр! — хӑйне куричченех, алӑк хыҫӗнче ӳсӗркеленинчен палларӗ старике председатель.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ вӑл килнӗ ҫынни хӑех хӑналать, Маринерен иртсе алӑк патнелле утать.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫемйи ирхи апат ҫисе ӗҫе кайма хатӗрленнӗччӗ, ҫав хушӑра алӑк уҫӑлчӗ те, пӳрте ҫул ҫинче ывӑнса халран кайнӑ Михала кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗҫӗмсӗр силленипе, тапнипе алӑк питӗркӗчӗ вӗҫерӗнсе кайрӗ пулас, пӳрте темле ҫынсем кӗпӗрленсе кӗчӗҫ.

Help to translate

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Турӑ ҫырни алӑк умнех килсе выртать теҫҫӗ.

Help to translate

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн ҫинчен пулчӗ ку тавлашу — ӑна алӑк патӗнче вӑрттӑн сыхласа тӑнӑ аскерсем ҫеҫ пӗлчӗҫ курӑнать.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене хирӗҫ сӑрлӑ алӑк уҫӑлчӗ, аскерсем унтан пӗр ушкӑн ҫамрӑк хӗрарӑм хӑваласа кӑларчӗҫ.

Help to translate

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

83 ҫулти кинемей ҫапла вара алӑк хушшине хӗсӗнсе ларнӑ.

83-летняя бабушка так и застряла в дверях.

Троллейбусран тухса ӳкнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33207.html

Иккӗшӗ те пӗр ҫулта Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх институчӗн алӑк хӑлӑпне уҫнӑ.

Help to translate

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Вӑл тек тавлашса тӑма та шутламарӗ, ҫӗлӗкне пусса тӑхӑнчӗ те алӑк патнелле таплаттарчӗ.

Help to translate

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах вӗсем киле кайма пуҫтарӑнса тухрӗҫ, алӑк умӗнче чылайччен мӑкӑртатса тӑчӗҫ.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, эппин атя, Бурнаш, — ура ҫине тӑрса алӑк патнелле утрӗ Урасмет.

Help to translate

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Айӑр тӑпӑртатрӗ, икӗ уран тӑчӗ, куҫӗсене вутла вылятса каялла чакрӗ, алӑк урати урлӑ нимпе те каҫмарӗ.

Help to translate

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑк уҫӑлса хупӑнчӗ.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эппин, сывӑ пул, — вырӑн ҫинчен шуса анса алӑк патнелле утрӗ хӗр ача.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле ют ҫын «вӗр тӑрать хӗр алӑк патӗнче!

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тимӗрҫӗсем ҫапла калаҫкаласа сунтал патӗнчен вӗркӗч патне, вӗркӗч патӗнчен сунтал патне чупкаласа ҫӳренӗ хушӑра алӑк умне пӗр сассӑр Нухрат ҫитсе тӑчӗ.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed