Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Анчах сирӗн пӗр иккӗленмесӗр ҫирӗп ӗненсе тӑрас пулать, хӑвӑр илтнӗ Ырӑ Хыпар панӑ шанчӑка пӑрахас пулмасть; ҫавӑ Ырӑ Хыпара ӗнтӗ тӗнчере мӗн пуррине пурне те пӗлтернӗ; эпӗ, Павел, ҫав Ырӑ Хыпаршӑн ӗҫлекен пултӑм.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Турӑ мана Хӑйӗн хӑвачӗпе панӑ тивлетпе эпӗ ҫав Ырӑ Хыпаршӑн ӗҫлесе тӑраканӗ пултӑм.7. которого служителем сделался я по дару благодати Божией, данной мне действием силы Его.
Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иудейсем мана пилӗк хутчен хӗрӗхе пӗрре ҫитми ҫаптарчӗҫ, 25. виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ, пӗрре чулпа персе пӗтерчӗҫ, виҫӗ хутчен карап путнине курмалла пултӑм, пӗр кун та пӗр каҫ кӗрлекен тинӗсре пултӑм; 26. темӗн чухлӗ ҫул ҫӳрерӗм, юханшыв хӗрринче хӑрушлӑха лекрӗм, вӑрӑ-хурахсенчен асап куртӑм, хамӑр халӑх ҫыннисенчен асап куртӑм, суя тӗнлисенчен асап куртӑм, хулара асап куртӑм, пушхирте асап куртӑм, тинӗс ҫинче асап куртӑм, суя тӑвансем хушшинче асап куртӑм; 27. эпӗ тертленсе хал пӗтиччен ӗҫлесе пурӑннӑ, тӑтӑшах ҫӗр ҫывӑрман; ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнӑ, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, сивве те тӳснӗ, ҫарамас та юлнӑ.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑшне те пулин ҫӑласшӑн эпӗ пуриншӗн те хӑйсем пек пултӑм.Для всех я сделался всем, чтобы спасти по крайней мере некоторых.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тӗрексӗррисене ҫӑласшӑн вӗсемшӗн тӗрексӗр пек пултӑм.22. для немощных был как немощный, чтобы приобрести немощных.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ, хам ирӗклӗ пулсассӑн та, ӗненекенсен йышӗ ӳстӗр тесе пуриншӗн те чура пек пултӑм: 20. иудейсене хам енне ҫавӑрас тесе вӗсемшӗн эпӗ иудей пек пултӑм; саккуна пӑхӑнакансене хам енне ҫавӑрас тесе (хам саккуна пӑхӑнмастӑп пулин те) вӗсемшӗн эпӗ саккуна пӑхӑнакан пек пултӑм; 21. саккуна пӗлменнисемшӗн (хам Турӑ саккунне уяса пурӑнатӑп пулин те, Христос саккунне пӑхӑнса пурӑнатӑп пулин те) саккунсӑрри пек пултӑм.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫырура та ҫаплах каланӑ: «Эпӗ Иакова юратрӑм, Исава вара курайми пултӑм» тенӗ.13. как и написано: Иакова Я возлюбил, а Исава возненавидел.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ҫав самантрах куракан пултӑм та ӑна куртӑм.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ҫутӑ хӑвачӗпе эпӗ куҫсӑр пултӑм, мана вара хампа пӗрле пыракан ҫынсем алӑран ҫавӑтса Дамаска илсе ҫитерчӗҫ.11. А как я от славы света того лишился зрения, то бывшие со мною за руку привели меня в Дамаск.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хулана тустарса-аркатса хӑварнӑранпа вӑтӑрмӗш ҫул ҫине кайнӑ вӑхӑтра эпӗ — Ездра та тесе чӗнекен Салафиил — Вавилонра пултӑм, вырӑнӑм ҫинче выртнӑ чухне чӗреме тӗрлӗрен шухӑш капланса килчӗ: 2. эпӗ ӗнтӗ Сиона епле ҫаратса хӑварнине те, Вавилонра пурӑнакансен пуянлӑхне те курнӑ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Ҫавӑн хыҫҫӑн Александр вара Египет патши Птоломей патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: 52. «эпӗ хамӑн патшалӑхӑм ҫӗрне таврӑнтӑм, аттемсенӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларса патшалӑхӑма хамӑн аллӑма илтӗм, Димитрий ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкса, хамӑр ҫӗршыва тытса тӑраканӗ пултӑм. 53. Эпӗ Димитрийпе вӑрҫӑ пуҫларӑм та, эпир ӑна хӑйне те пӗтертӗмӗр, унӑн ҫарне те ҫапса салатрӑмӑр, вара эпир ун патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑмӑр. 54. Ӗнтӗ иксӗмӗр хамӑр хушӑра туслӑ пурӑнма килӗшӳ тӑвар та, эсӗ мана хӑвӑн хӗрне качча пар, эпӗ санӑн кӗрӗвӳ пулӑп, сана хӑвна та, хӗрне те хӑвна тивӗҫлӗ парнесем парӑп» тесе калама хушнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир вара: «пире юратнине Эсӗ мӗн туса кӑтартрӑн?» теетӗр. — Исав Иаковӑн пиччӗшӗ мар-и вара? тет Ҫӳлхуҫа; ҫапах та Эпӗ Иакова юратрӑм, 3. Исава вара курайми пултӑм, унӑн тӑвӗсене тустарса тухрӑм, унӑн ҫӗрне пушхир шакалӗсене патӑм.
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫын пек пулса, ҫынла юратса илентертӗм Эпӗ вӗсене, вӗсемшӗн ҫӑварӗнчен ҫӑварлӑх хывса илекенӗ пек пултӑм, вӗсене ачашшӑн ҫимӗҫ хура-хура патӑм.
Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсен пӗтӗм усаллӑхӗ — Галгалра: унта Эпӗ вӗсене усал ӗҫӗсемшӗн курайми пултӑм; вӗсене Хамӑн килӗмрен хӑваласа ярӑп, урӑх вӗсене юратмӑп; вӗсен пуҫлӑхӗсем пурте — Турӑран хӑпнӑскерсем.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ, хуҫамӑн чури, хамӑн хуҫампа калаҫма пултарайӑп-ши? манӑн чӗптӗм вӑй та ҫук, сывлӑш ҫавӑрайми пултӑм, терӗм.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗрремӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче вара эпӗ аслӑ Тигр юханшывӗ хӗрринче пултӑм, 5. куҫӑма ҫӳлелле ҫӗклесе пӑхрӑм та — курах кайрӑм: акӑ йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ар тӑрать, пилӗкне Уфаз ылтӑнӗнчен тунӑ пиҫиххи ҫыхнӑ.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара эпӗ тӑваттӑмӗш тискер чӗрчун мӗне пӗлтерни ҫинчен пӗлесшӗн пултӑм — вӑл ыттисенчен пуринчен те уйрӑлса тӑратчӗ, питӗ хӑрушӑччӗ: тимӗр шӑллӑччӗ, пӑхӑр чӗрнеллӗччӗ, пурне те хыпса ҫӑтатчӗ, аркататчӗ, юлашкине урипе таптатчӗ; 20. унӑн пуҫӗ ҫинчи вунӑ мӑйрака ҫинчен те пӗлесшӗн пултӑм тата юлашки мӑйраки ҫинчен те ӑнлантарса пама ыйтрӑм — ӑна вырӑн парса, виҫӗ мӑйрака хӑйпӑнса ӳкнӗччӗ, вӑл куҫлӑччӗ, мӑнаҫлӑ калаҫакан тута-ҫӑварлӑччӗ, ҫав мӑйрака ыттисенчен пысӑкрахчӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Манӑн Туррӑм Хӑйӗн Ангелне ячӗ те арӑслансен ҫӑварне хупласа хучӗ; вӗсем мана сиен тӑваймарӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ Унӑн умӗнче таса пултӑм; патша, эпӗ сан умӑнта та усал ӗҫ туман, тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ ҫапла хуравла: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ вӗсене ют халӑхсем патне кӑларса ятӑм пулсан та, тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх салатрӑм пулсан та, хӑйсем кайнӑ ҫӗршывсенче Эпӗ вӗсемшӗн вӑхӑтлӑха Хам Турӑ Ҫурчӗ пултӑм.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эпӗ Израиль килӗпе тата Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, 32. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кун вӗсемпе хывнӑ халал пек пулмӗ; Эпӗ вӗсен Патши пултӑм пулин те, вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.