Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каялла the word is in our database.
Каялла (тĕпĕ: каялла) more information about the word form can be found here.
Икӗ эрне каялла ӑна Карлайпала Савантер хӗнесе пӗтернӗ…

Help to translate

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсем курӑнми пулсан, ватӑ ҫын хуллен каялла ҫаврӑнчӗ те килнелле пӗр утӑм ярса пусрӗ.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр ҫӗр ҫул каялла ҫак пирӗн таврара Стенькка ятлӑ питӗ вӑйлӑ утаман ҫыннисем ҫӳренӗ, пуянсене вӗлернӗ, чухӑнсене ирӗк панӑ.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лештӗнчене кайнӑ ҫынна каялла Ҫуттӗнчене ҫавӑрса килейместӗн…

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мана тӑшмансем вӗренпе яваклама та тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра куратӑп хайхи: шыв хӗррине ҫитнӗ Пайтул утне каялла ҫавӑрать.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Стенькке утаман пире, чӑвашсене, Чӗмпӗр патӗнчен каялла, тӑван ҫӗре таврӑнма, мӗнпур халӑха кӗрешӗве ҫӗклеме хушрӗ, — калама тытӑннӑччӗ ун чухне старик.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан никам та каялла таврӑнман, мӗнлине каласа кӑтартман.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах лешсем ҫухалса каймарӗҫ, кӑшт каялла чакрӗҫ те пӑшалӗсене ҫӗклерӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урамалла тухнӑ чухне вара кантӑк каррине каялла хӑй вырӑнне лартма манас марччӗ тенӗ шухӑш ун пуҫӗнче вӗлтлетсе иртрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуп вӑл илме кӑна пӗлет, каялла пӗр пӗрчӗ те памасть.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра вӑл хваттере кӗнӗ ҫуртпа юнашар картишӗнчен сурпан сырнӑ хӗрарӑм чупса тухрӗ те, ачана йӑтса илсе, Савантер умӗнчен каялла кайрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу лач! сурчӗ те каялла ҫаврӑнса утрӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темиҫе утӑм ҫеҫ ярса пусрӗ, шик! шӑхӑрни илтӗнчӗ, ҫавӑнтах ун чӗрине темӗскер пырса ҫапрӗ, каялла йӑвантарса ячӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑваплӑ Эпрахиль пулӑштӑрах мана! — мӑкӑртатса илчӗ те вӑл ури ҫине ҫӗкленчӗ, анчах тӗлӗннипе ҫавӑнтах каялла кайса ларчӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патька-патша, — пуҫларӗ вӑл хуллен те ӗненмелле саспа, — ирӗк парсам мана каялла Хырлапа Кӗтне тӑрӑхне таврӑнма.

Help to translate

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑхатпӑр та хайхи — чӑнах та, Атӑл каялла юхма тытӑнчӗ.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахмар, ан кансӗрлетӗр тесе, укҫуна хӑй ҫумнерех тытрӗ те, каялла ҫаврӑнса, пур вӑйран тапӑр еннелле ыткӑнчӗ.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахмар каялла кайма ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ, ҫул шыраса тупнӑ хыҫҫӑн, каялла таврӑнма та юрать.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑвашсем ҫапла, ҫӳҫ пӗр тикӗс юлтӑр, ҫӳҫ илемӗ пултӑр тесе пуҫ ҫине чӳлмек хурса ҫӳҫ касаҫҫӗ, куна вӗсем чылай ҫул каялла вырӑссенчен вӗреннӗ, тет.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed