Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Халӑх пуҫлӑхӗ ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн, хӑйӗн Туррийӗн, ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 23. вӑл хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, парне кӳме айӑпсӑр качака таки илсе пытӑр, 24. аллине качака таки пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене Ҫӳлхуҫа умӗнче пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр: ку — ҫылӑх парни; 25. священник ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 26. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтарса янӑ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫапла ҫылӑхӗнчен тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, ҫылӑхне пӗтӗм пуху куҫӗнчен пытарса хӑварсассӑн тата тума кирлӗ маррине туса Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ мӗн те пулин тусассӑн, ҫапла айӑплӑ пулса тӑрсассӑн, 14. вӗсем тунӑ ҫылӑх ҫиеле тухсассӑн, вӗсем пӗтӗм халӑхран ҫылӑх парни шултӑра выльӑх, пӑру, кӳччӗр, ӑна пуху чатӑрӗ умне ҫавӑтса пыччӑр; 15. вара халӑх пуҫлӑхӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче аллисене пӑру пуҫӗ ҫине хуччӑр, пӑрӑвне Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахчӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: кам та пулин йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн хӑш та хӑш ӳкӗтне хирӗҫ ҫылӑх тусассӑн, тума кирлӗ маррине мӗн те пулин тусассӑн, 3. е тата ҫу сӗрсе суйланӑ священник ҫылӑха кӗрсе халӑха айӑплӑ тусассӑн, вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ҫылӑх парни памашкӑн шултӑра выльӑхран айӑпсӑр пӑру кӳтӗр, 4. пӑрӑвне пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне, Ҫӳлхуҫа умне, ҫавӑтса пытӑр, аллине пӑру пуҫӗ ҫине хутӑр, вара пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пусса пӑрахтӑр; 5. [таса йӗрке тӑрӑх священник пулма халалланӑ,] ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне илтӗр те ӑна пуху чатӑрне илсе кӗтӗр, 6. священник хӑйӗн пӳрнине юн ӑшне чиксе кӑлартӑр та сӑваплӑ пӳлӗмӗн чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр; 7. унтан священник Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗнчи ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене [пӑру] юнӗпе сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗрекен ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 8. ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру ӑшӗнчен вӑл унӑн вар ӳчӗ ҫинчи ҫӑвне, пӗтӗм ӑш-чик ҫӑвне, 9. икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне, пӗҫҫи ҫинчи ҫӑвне тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне кӑларса илтӗр; ҫаксене вӑл пӳрисемпе пӗрле уйӑрса илтӗр, 10. тӑнӑҫлӑх парнине кӳнӗ пӑруран уйӑрса илнӗ пек уйӑртӑр; вара священник ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; 11. пӑру тирне, унӑн мӗнпур ашне пуҫӗ-ури-мӗнӗпе, унӑн ӑш-чиккине, тасамарлӑхне, 12. пӗтӗм пӑрӑвне тапӑр тулашӗнчи кӗл тӑкакан вырӑна, таса ҫӗре, илсе тухтӑр, ӑна вутӑ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ятӑр: кӗл тӑкакан вырӑнта ҫунса кайтӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара Моисей патне кӗлӗ чатӑрне илсе пынӑ: унӑн виттине, унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫекӗлӗсене, пӑрӑсӗсене, каштисене, юписене, тӗпӗсене, 34. така тирӗнчен, хӗрлӗ тирсенчен, тунӑ вителӗкӗсене, кӑвак тиртен тунӑ вителӗкӗсене, кармалли чаршава, 35. Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине, 36. сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсене, 37. таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, ун ҫине лартса тухнӑ лампадӑсене тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутмалли йывӑҫ ҫӑвне, 38. ылтӑнран тунӑ парне вырӑнне, тасалӑх тивлечӗ кӳме сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре ҫакмалли чаршава, 39. пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, парне вырӑнӗн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 40. картиш каррисене, юпасемпе тӗпӗсене, картиш хапхин чаршавне, вӗренӗсене, шалчисене, пуху чатӑрӗнче кӗлӗ тума кирлӗ мӗнпур япалине, 41. сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтире, Аарон священник валли тунӑ сӑваплӑ тумтире тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтире илсе пынӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӗр талант кӗмӗл сӑваплӑ вырӑнӑн тӗпӗсене тата чаршав юписен тӗпӗсене тума кайнӑ; ҫӗр талантран — ҫӗр тӗп, пӗр тӗп тума — пӗр талант; 28. пин те ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк сикльрен вӑл юпасен ҫекӗлӗсене тунӑ, юпасен тӑррисене сӑрнӑ, вӗсем валли хытаркӑчсем тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара кӗлӗ чатӑрӗ тунӑ ҫӗрте тӗрлӗ ӗҫ ӗҫлекен ӑстайлӑ ҫынсем харпӑр хӑй ӗҫӗ патӗнчен пынӑ та 5. Моисее ҫапла тесе каланӑ: халӑх Ҫӳлхуҫа тума хушнӑ ӗҫсем валли нумай, кирлинчен те ытларах, илсе килет, тенӗ.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Моисей Израиль ывӑлӗсене каланӑ: астӑвӑр, Ҫӳлхуҫа Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа илчӗ, 31. ӑна Турӑ Сывлӑшӗ пачӗ, тулли ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх пачӗ, 32. хӳхӗм пир тӗртме, ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр япаласем тума, 33. харшаласа лартмалли чулсем касма, йывӑҫа касса тӗрлеме тата тӗрлӗрен хитрелетмелли ӗҫсем тума вӗрентрӗ; 34. ыттисене вӗрентмешкӗн унӑн чӗрине те, Дан йӑхӗнчен тухнӑ Ахисамах ывӑлӗн Аголиавӑн чӗрине те пултарулӑх хыврӗ, 35. [сӑваплӑ пӳлӗм валли] касса эрешлекен ӑстаҫӑн тата тӗрлесе тӗртме пӗлекенӗн пур ӗҫне тума, сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ пир ҫине, виссон ҫине тӗрлеме пӗлекенӗн тӗрлӗ ӗҫне тума, тӗрлӗ япала тӗртме, хӳхӗм пусма тума пӗлекенсен ӗҫне тума Вӑл вӗсенӗн чӗрине тулли ӑслӑлӑх хыврӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Хӑйсен чӗри хушнипе Израиль халӑхӗн пур арӗсемпе арӑмӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ каласа тума хушнӑ тӗрлӗ ӗҫсем валли хӑйсем ирӗккӗн Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Чӗри хушнипе, кӑмӑлӗ туртнипе ҫынсем пуху чатӑрӗ тумашкӑн, унта мӗн кирлине пурне те тумашкӑн, [пӗтӗм] сӑваплӑ тумтире тумашкӑн мӗн-мӗн кирлине илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ; 22. упӑшкисем арӑмӗсемпе пӗрле пынӑ, пурте чӗри хушнипе ҫӗрӗсем, алкасем, куҫлӑ ҫӗрӗсем, хӑлха ункисем, тӗрлӗ ылтӑн япала илсе пынӑ, Ҫӳлхуҫана ылтӑн кӳрес теекенӗ кашниех ҫапла тунӑ; 23. камӑн сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, виссон, качака ҫӑмӗ, хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем пулнӑ, вӗсем ҫавна илсе пынӑ; 24. кӗмӗл е пӑхӑр параканӗ кашнийӗ ӑна Ҫӳлхуҫана парне кӳме илсе пынӑ; камӑн ситтим йывӑҫӗ пулнӑ, вӑл ӑна кӗлӗ чатӑрне кирлӗ ҫӗре илсе пырса панӑ; 25. ӑстайлӑ хӗрарӑмсем пурте арланӑ, вара сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫип, виссон пырса панӑ; 26. арлама пӗлекен пур арӑм та хӑйӗн чӗри хушнипе качака ҫӑмӗ арланӑ; 27. халӑх пуҫлӑхӗсем ефодпа кӑкӑрлӑх валли оникс чулӗ тата харшаласа лартмалли чулсем, 28. ырӑ шӑршӑлӑх, ҫутаткӑҫ валли тата сӗрмелли ҫу тума, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тума йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пынӑ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ: 5. Ҫӳлхуҫана хӑвӑртан парне кӳрӗр: тимлӗ пулнипе кашнийӗ Ҫӳлхуҫана парне: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, 6. сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, [пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ] виссон, качака ҫӑмӗ, 7. хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем, ситтим йывӑҫӗ, 8. ҫутаткӑҫ валли йывӑҫ ҫӑвӗ, сӗрмелли ҫу валли тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрмешкӗн паха шӑршӑлӑх, 9. оникс чулӗ тата ефодпа кӑкӑрлӑх ҫине харшаласа лартмалли чулсем кӳтӗр, терӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пухнӑ та вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн тума хушрӗ: 2. ултӑ кун ӗҫӗрсене тӑвӑр, ҫиччӗмӗш кунӗ сирӗн сӑваплӑ пулмалла, Ҫӳлхуҫашӑн канӑҫлӑх шӑмачӗ пултӑр: ҫав кун ӗҫлекен кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса парӗҫ; 3. пӗр килӗр-ҫуртӑрта та шӑматкун вут ан чӗртӗр.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. асту, Эпӗ Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа лартатӑп; 3. Эпӗ ӑна Турӑ Сывлӑшӗ патӑм, ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх патӑм, 4. ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, [сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] япаласем тума, 5. харшана лартмалли чулсем касма, тӗрлӗ ӗҫ валли йывӑҫ каскалама вӗрентрӗм; 6. акӑ Эпӗ ӑна хӑйне пулӑшса тӑмашкӑн Аголиава — Дан йӑхӗн ҫыннине, Ахисамах ывӑлне — паратӑп, кашни ӑслӑ ҫын чӗрине ӑслӑлӑх хывӑп, вӗсем Эпӗ сана мӗн хушнине пурне те туса ҫитерччӗр: 7. пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн хупӑлчине, кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, 8. сӗтелпе унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне, 9. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 10. Аарон священникӑн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тата сӑваплӑ тумтирне, унӑн ывӑлӗсенӗн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне, 11. сӗрмелли ҫӑва, сӑваплӑ пӳлӗмре ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине — вӗсем пурне те Эпӗ сана хушнӑ пек тӑвӗҫ, тенӗ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах хунӗ Моисее каланӑ: эсӗ капла аван мар тӑватӑн: 18. эсӗ хӑвна та, хӑвпа пӗрле ҫакӑ халӑха та асаплантарса пӗтерӗн, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫ саншӑн ҫав тери йывӑр: эсӗ ӑна пӗччен тума пултараймастӑн; 19. эппин, манӑн сӑмахӑма итле-ха; эпӗ сана канаш парӑп, Турӑ санпа пӗрле пулӗ: эсӗ халӑхшӑн Турӑ умӗнчи элчӗ пул, [унӑн] ӗҫӗсене Турӑ патне ҫитерсе тӑр; 20. вӗсене [Турӑ] йӗркисене, [Унӑн] саккунӗсене вӗрент, [Унӑн] ҫулне, вӗсем пымалли ҫула тата вӗсем тумалли ӗҫсене кӑтарт; 21. эсӗ вара [хӑв валли] мӗнпур халӑх хушшинчен пултаруллӑ, Турӑран хӑракан ҫынсем, тӳрӗ, мула курайман ҫынсем суйласа ил те [вӗсене] пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] туса ларт; 22. вӗсем халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑччӑр, тӗрлӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен сана пӗлтерччӗр, пӗтӗм вак ӗҫе хӑйсемех татса паччӑр; вара сана ҫӑмӑлтарах пулӗ, санпа пӗрле вӗсем те йывӑр ӗҫе кӳлӗнӗҫ; 23. ҫапла тусассӑн, сана Турӑ хушсассӑн, эсӗ тытӑнса тӑма пултарӑн, вара ҫакӑ пур халӑх та хӑйӗн вырӑнне канӑҫланса кайӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тепӗр кунне Моисей халӑха сут тума ларнӑ, халӑх Моисей умӗнче иртен пуҫласа каҫчен тӑнӑ.13. На другой день сел Моисей судить народ, и стоял народ пред Моисеем с утра до вечера.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Эхер те сан патна ютран килнӗ ҫын пырса вырӑнаҫас пулсассӑн, вӑл Ҫӳлхуҫашӑн Пасха тӑвасшӑн пулсассӑн, унӑн килӗнчи пӗтӗм арҫыннин ӳтне кас, вара вӑл Пасха тума тытӑнтӑр, ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫын пекех пултӑр; ӳтне касман ҫыннӑн ӑна нихӑшӗн те ҫимелле мар; 49. ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫыншӑн та, сирӗн хушшӑра ютран килсе вырӑнаҫнӑ ҫыншӑн та пӗр саккун пултӑр, тенӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Анчах Моисей каланӑ: апла тума юрамасть, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫана, хамӑрӑн Туррӑмӑра, парне кӳни Египет ҫыннисемшӗн йӗрӗнчӗклӗ пулӗ; эхер те эпир Египет ҫыннисемшӗн йӗрӗнчӗклӗ парнене вӗсен куҫӗ умӗнчех кӳре пуҫласассӑн, вӗсем пире чулпа персе вӗлермӗҫ-и? 27. эпир пушхире виҫӗ кунлӑх ҫула кайӑпӑр, хамӑра [Ҫӳлхуҫа] мӗн калӗ, Ҫӳлхуҫана, хамӑрӑн Туррӑмӑра, ҫапла парне кӳрӗпӗр, тенӗ.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫав кунах фараон халӑха пӑхса тӑракансене тата сыхлавҫӑсене ҫапла хытарса каланӑ: 7. ӗнер, виҫӗмкун кирпӗч тума халӑха улӑм параттӑр, малашне ан парӑр, вӗсем хӑйсем валли хӑйсемех улӑм пуҫтарччӑр, 8. кирпӗчне вара ӗнер тата виҫӗмкун мӗн чухлӗ тунӑ, ҫавӑн чухлех туччӑр, шутне ан чакарӑр; вӗсем ӗҫсӗр супнӑ, ҫавӑнпа: «каяр, хамӑр Туррӑмӑра парне кӳрер» тесе кӑшкӑраҫҫӗ те; 9. вӗсене ӗҫ нумайрах парас: вӗсем ӗҫлеччӗр, пушӑ сӑмах калаҫса ан ҫӳреччӗр, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Моисей хӑйне янӑ Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм сӑмахне тата Вӑл тума хушнӑ пӗтӗм хӑват паллисем ҫинчен Аарона каласа кӑтартнӑ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израиль, ашшӗ, вӗсене ҫапла каланӑ: апла пулсассӑн акӑ мӗн тӑвӑр: хӑвӑрпа пӗрле ҫак ҫӗр ҫимӗҫӗсене илсе кайӑр та ҫав ҫынна бальзам тата пыл, стиракса тата латӑн, фисташка тата миндаль мӑйӑрӗ парне парӑр; 12. аллӑра кӗмӗл, урӑх кӗмӗл, илӗр, унччен миххӗрсене каялла чиксе янӑ кӗмӗле хӑвӑр аллӑрпах тавӑрса парӑр: тен, ку астӑваймасӑр пулнӑ пулӗ; 13. хӑвӑрӑн шӑллӑра та илӗр, вара каллех ҫав ҫын патне тӑрса тухса кайӑр; 14. Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сире ҫав ҫынран ырӑлӑх тупма патӑр: вӑл сире тепӗр тӑванӑра та, Вениамина та парса ятӑрччӗ, манӑн ачамсемсӗр тӑрса юлмалла пулсассӑн, ачамсемсӗрех тӑрса юлам эппин, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хуҫа арӑмӗ Иосифа куллен-кун ҫапла каланӑ, анчах Иосиф ӑна итлемен: унпа ҫывӑрма, унпа пӗрле пулма килӗшмен; 11. пӗр кунхине Иосиф пӳрте хӑйӗн ӗҫне тума кӗнӗ, килтисенчен пӳртре никам та пулман; 12. арӑм ӑна тумтирӗнчен ярса илнӗ те: манпа вырт, тенӗ.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.