Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Патшасемпе пӗрле чатӑрта ӗҫсе ларнӑ Венадад, ҫак сӑмахсене илтсессӗн, хӑйӗн чурисене каланӑ: хупӑрласа илӗр хулана, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израиль патши ҫапла хуравланӑ: калӑр, пилӗкне ҫыхакан пилӗкне салтакан пек ан мухтантӑр, тейӗр, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Венадад татах Ахав патне калама янӑ: Самари тӑпри-тусанӗ ман хыҫӑмран пыракан ҫынсене пурне те пӗрер ывӑҫ тивес пулсассӑн, туррӑмсем мана ҫавна-ҫавна кӑтартчӑр, унтан ытларах та кӑтартчӑр, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ахав вара Венадад элчисене каланӑ: патша хуҫамӑма ҫапла калӑр: эсӗ манран, хӑвӑн чурунтан, малтанхи хутӗнче мӗн ыйтнине эпӗ пӗтӗмпех тума хатӗр, куна вара тума пултараймастӑп, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗтӗм аслӑ ҫын, пӗтӗм халӑх каланӑ ӑна: ан итле, ан килӗш, тенӗ.8. И сказали ему все старейшины и весь народ: не слушай и не соглашайся.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль патши ӗнтӗ мӗнпур аслӑ ҫыннине чӗнсе пухнӑ та каланӑ: курӑр-ха эсир, асӑрхӑр, вӑл усал тӑвас шухӑшлӑ; вӑл ман арӑмсене, ман ывӑлӑмсене, ман ылтӑн-кӗмӗле ыйтса ярсассӑн, эпӗ хирӗҫ пулмарӑм, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Каллех элчӗсем килнӗ, каланӑ: Венадад ҫапла калать: эпӗ сан патна: «хӑвӑн ылтӑн-кӗмӗлне, хӑвӑн арӑмусемпе ывӑлусене мана пар» тесе калама янӑччӗ; 6. ҫавӑнпа эпӗ ыран, ҫак вӑхӑта, сан патна хамӑн чурасене яратӑп, вӗсем санӑн кил-ҫуртна та, сана пӑхӑнса тӑракансен килӗсене те пӑхса ҫаврӑнччӑр, эсӗ вӗсене хӑвӑн пӗтӗм хаклӑ мулна пар та вӗсем ӑна ман патӑма илсе килччӗр, тет, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Израиль патши ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ каланӑ пек пултӑр, патша хуҫамӑм: эпӗ хам та, манӑн мӗн пурри те йӑлтах — санӑн, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Венадад ӗнтӗ Израиль патши Ахав патне хулана элчӗсем янӑ, 3. ӑна ҫапла калама хушнӑ: Венадад ҫапла калать: санӑн ылтӑнупа кӗмӗлӳ — манӑн, арӑмусем те, чи лайӑх ывӑлусем те — манӑн, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Илия каланӑ ӑна: кай та каялла таврӑн, эпӗ сана чарса тӑмастӑп, тенӗ.Он сказал ему: пойди и приходи назад, ибо что сделал я тебе?
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӑкӑрӗсене пӑрахса хӑварса, [Елисей] Илия хыҫӗнчен чупнӑ, хуса ҫитсе каланӑ: ирӗк парсамччӗ мана аттем-аннемпе сывпуллашса килме, вара сан хыҫӑнтан пырӑп, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫапах та Эпӗ израильсем хушшинче ҫичӗ пин [ар] хӑвартӑм; вӗсем пӗри те Ваала пуҫҫапман, вӗсем пӗри те ӑна чуптуман, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Илия каланӑ: эпӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн тӑрӑшрӑм: Израиль ывӑлӗсем Санӑн халална пӑрахрӗҫ, Санӑн парне вырӑнӗсене ише-ише тӑкрӗҫ, Санӑн пророкусене хӗҫпе каса-каса тухрӗҫ; пӗр эпӗ юлтӑм, анчах ман чунӑма та пӗтересшӗн, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӗҫех сасӑ илтӗннӗ, каланӑ ӑна: мӗншӗн кунта эсӗ, Илия? тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турӑ каланӑ: тух та ту ҫине Ҫӳлхуҫа умне тӑр; акӑ Ҫӳлхуҫа иртсе кайӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнчен тусене кисретекен, ту чакӑлӗсене аркатакан вирлӗ те вӑйлӑ ҫил пырӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — ҫилре мар; ҫил хыҫҫӑн ҫӗр чӗтренӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — ҫӗр чӗтренинче мар; 12. ҫӗр чӗтренӗ хыҫҫӑн вут-ҫулӑм тухӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — вут-ҫулӑмра мар; вут-ҫулӑм сӳнсессӗн, лӑпкӑ ҫил вӗрӗ, [Турӑ — ҫавӑнта], тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Илия каланӑ: эпӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн тӑрӑшрӑм; Израиль ывӑлӗсем Санӑн халална пӑрахрӗҫ, Санӑн парне вырӑнӗсене ише-ише тӑкрӗҫ, Санӑн пророкусене хӗҫпе каса-каса тухрӗҫ; пӗр эпӗ юлтӑм, анчах ман чунӑма та пӗтересшӗн, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ ӗнтӗ ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна: мӗншӗн кунта эсӗ, Илия? тенӗ.И вот, было к нему слово Господне, и сказал ему Господь: что ты здесь, Илия?
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ иккӗмӗш хут пынӑ, ӑна сӗртӗнсе каланӑ: тӑр, ҫи [те ӗҫ]: инҫе ҫул выртать сан умӑнта, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ Ангел пырса сӗртӗннӗ ӑна, каланӑ: тӑр, ҫи [те ӗҫ], тенӗ.И вот, Ангел коснулся его и сказал ему: встань, ешь [и пей].
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑй вара кунӗпех пушхирпе утнӑ та пӗр уртӑш тӗмӗ айне пырса ларнӑ; вӑл хӑй валли вилӗм ыйтса ҫапла каланӑ: эй Туррӑмҫӑм, ҫитрӗ пулӗ, илсемччӗ ман чунӑма: эпӗ аттемсенчен мала мар, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.