Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хума the word is in our database.
хума (тĕпĕ: хум) more information about the word form can be found here.
Вӑл чи малтанах пиллӗкмӗш суйлаври депутатсене тухӑҫлӑ ӗҫшӗн тав турӗ, ҫӗнӗ йыша лекнисене вара саламларӗ, республика аталанӑвӗшӗн тӑрӑшса вӑй хума ӑнӑҫу сунчӗ.

Help to translate

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Фармаци сферинчен ПК спикерӗн пуканӗ ҫине куҫакан Валерий Филимонов вара хӑй председателе суйлансан ӗҫре тӑнӑҫлӑхпа килӗшӗве, демократие тӗпе хума шантарчӗ.

Help to translate

Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Минтер айне пӗр ывӑҫ хӑмла пучахӗ хума е хӑмла тултарнӑ минтер ҫинче ҫывӑрма юрать.

Help to translate

Хӑмла — пирӗн тус // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Медицина ӗҫченӗсем ку чухнехи условисенче вӑй хума пултарччӑр, ял ҫыннисем вӑхӑтра та лайӑх сипленсе нумайрах ҫул пурӑнччӑр тетпӗр, — терӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Help to translate

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Мана тата Ярославльтен пынӑ юрӑҫа Анатолий Колбешина чечек кӑшӑлӗ хума шаннӑ.

Мне и певцу Анатолию Колбешину из Ярославля доверили возложение венков.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫак тӗллевпе яланхиллех вӑй хума хатӗррине хӑйсен сӑмахӗсенче район депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗн ҫумӗ В. Григорьев та, А. Малинин, З. Баранова, Ю. Ильин, Л. Артемьев, А. Васильев, Э. Шумилов тата А. Моисеев депутатсем те уҫҫӑн ҫирӗплетрӗҫ.

Help to translate

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Вӑл делегатсене «партин пӗрлехи фронтне» туса хума чӗнсе каларӗ.

Help to translate

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

1980 ҫулта район почтамтӗнче вӑй хума тытӑннӑ.

Help to translate

Раҫҫей грамотине тивӗҫрӗ // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

«Хуҫа — манӑн тӑван, ун патӗнче ӗҫ килӗшӗвӗ тумасӑрах вӑй хума юрать пулӗ тенӗччӗ», — тӳрре тухнӑ сутуҫӑ.

Help to translate

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Циста — ҫӑмарта хума хатӗр организм.

Help to translate

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Апла пулин те пӗр ама 300-500 ҫӑмарта хума пултарать.

Help to translate

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Намӑса ниҫта хума пӗлеймерӗм.

От стыда никуда не деться.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫапла пулас тесен нумай вӑй хума, тӑрӑшма, хальхи саманапа тан утса пырас тесен тата нумайрах пӗлме, вӗренсе пыма тивет.

Чтобы быть таким, необходимо приложить много сил, нужно ещё больше знать, учиться, чтобы шагать в ногу со временем.

Чунпа илемлӗ педагог // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

— Пурнӑҫра ырӑ юлташсемпе тӗл пулнӑшӑн, ӗҫчен ҫынсенчен вӗренме май килнӗшӗн, вӗсем вӑхӑтра панӑ усӑллӑ канашсем вырӑнлӑ пулнӑшӑн, туслӑ коллективпа вӑй хума тӳр килнӗшӗн, пӗрлехи ӗҫре никам та айккинче тӑрса юлманшӑн Турра тав тӑватӑп.

Help to translate

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Йышлӑ ҫемьене тӑрантарма, тӑхӑнтартма сахал мар вӑй хума тивнӗ: алсиш-чӑлха ҫыхнисӗр пуҫне кӑҫатӑ йӑвалама та вӗреннӗ.

Не мало пришлось вложить сил, чтобы прокормить, одеть большую семью: кроме вязания носков и чулков, пришлось ему научится и валять валенки.

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Икӗ алла пӗр ӗҫ тенӗ евӗр «Сила» колхозра вӑй хума тытӑннӑ.

Словно в две руки одна работа, начал трудиться в колхозе "Сила".

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Республика Пуҫлӑхӗ Чӑвашстатӑн, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ҫавна май пуҫаруллӑрах ӗҫлемеллине палӑртрӗ: хуҫалӑхӑн пӗчӗк мар формисене федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн хушма налук хума пултараймаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

– Хӑшӗ-пӗри кил умӗнче иртсе пынӑ чухне те укҫа парса яраҫҫӗ телефонӗсем ҫине хума.

- Некоторые, и когда проходишь мимо дома, дают деньги, чтобы положить на телефон.

Почта та, лавкка та // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Тырӑ хума 4 склад пур.

Для хранения зерна есть 4 склада.

Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Медицина факультетӗнчен вӗренсе тухакан Елена Соленова чи лайӑх 100 студент ячӗпе тӑван республика ырлӑхӗшӗн вӑй хума шантарчӗ.

Help to translate

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed