Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑк the word is in our database.
алӑк (тĕпĕ: алӑк) more information about the word form can be found here.
Анчах илемлӗ ҫут ҫанталӑк Тӑрать хаваслӑ пиллесе; Тавра, тӗнче халь — уҫнӑ алӑк, Пурте чӗнеҫҫӗ кил тесе.

Help to translate

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халь яшлӑха яр уҫӑ алӑк, Анчах кӗме хӑрамалла.

Help to translate

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ятман, анӑҫри пӗлӗт тӗсӗ тӑрӑх ҫанталӑк улшӑнассипе улшӑнмассине пӗлме тӑрӑшнӑ пек, тасалса, шупкаланса пыракан пӗлӗт татӑкӗсем ҫине нумайччен пӑхрӗ, ыран кун паянхинчен те лайӑхрах пулассине курсан ҫеҫ васкамасӑр кӗҫӗн алӑк патнелле утрӗ.

Help to translate

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алӑк патӗнче Левентей пӗр самантлӑха чарӑнса тӑчӗ: ӑна халь пулса иртнӗ калаҫу вӗҫленмен пек, вӑл секретаре чи кирлине каламасӑр хӑварнӑ пек туйӑнчӗ.

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, Левентейӗн сӑмахӗсене ӑнсӑртран ҫеҫ илтнӗскер, айӑплӑ ҫын пек хӗрелсе кайрӗ, тӗпелелле иртме вӑтана евӗр, алӑк патӗнче туйипе уйрӑмӑнах нумай кӑштӑртатрӗ.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тен, сӑмах-юмах килӗшнӗрен-тӗр, ӗнер Марине Ивана кӗҫӗн алӑк патӗнче чылайччен калаҫса тӑрсах ӑсатса ячӗ, юлашкинчен тата килсе ларма чӗнчӗ.

Help to translate

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Йӗп илнӗ хыҫҫӑн Кабир тек ларса тӑмарӗ, арӑм ҫухатрӗ пулӗ мана текелесе, алӑк патнелле утрӗ.

Help to translate

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Гариф курпунӗпе мӗкӗрӗлсе ура ҫине тӑчӗ те алӑк патне пырса арӑмне кӑшкӑрчӗ:

Help to translate

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ тин ҫеҫ касса татнӑ пушӑтран алӑк умӗнче ҫӑпата хуҫса ларам, тем тесен те, хӑрах алӑпа ҫӑпата хуҫма пултаратӑп-ха эпӗ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак минутра Левентейӗн нумай пулмасть ҫеҫ хӑйне ырӑ ҫын пек туйӑннӑ хӗрарӑма алӑк ҫине пӗтӗм вӑйпа тӗтсе ярас, унтан, начальник патне каялла кӗрсе, асар-писер харкашу тӑвас килсе кайрӗ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман, алӑк уҫӑ тӑнине курса, вырӑнӗнчен хускалмасӑрах Гарифран кӑшкӑрса ыйтрӗ:

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Шӑп ҫав вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те, правление Ятман кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнтӗ кӗҫӗн алӑк ҫине-ҫине уҫӑлса хупӑнма пикенчӗ.

Help to translate

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗне Алексей шӑп алӑк умӗнче тӗл пулчӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр каҫхине тӗттӗм пулас умӗн, Кӗтерне Михалана кӗтсе улма шуратса ларнӑ вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те, пӳрте ҫӳлӗ кӑна ҫар ҫынни кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, витӗрех куҫлӑ марскер, ӑна палласа та илеймерӗ, вара Ятман унпа сывпулашмасӑрах алӑк патнелле васкарӗ.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алӑк хупӑннӑ-хупӑнманах Укахви, такам курас пек, тӗпелти кӗтессе кайса тӑчӗ те аллинчи ҫыруне ҫавра-ҫавра пӑхрӗ, адресне темиҫе хут вуласа тухнӑ хыҫҫӑн тин питӗ асӑрханса конвертне уҫрӗ.

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Шӑпланӑр унта, алӑк патӗнче! — тет тӗпелтен Ятман.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Юрӗ, пымалла пулсан, пырас, — аллине алӑк хӑлӑпӗнчен вӗҫертмесӗр тавӑрчӗ Сехре.

Help to translate

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав вӑхӑтра алӑк яриех уҫӑлчӗ те, правленине сӑмах ҫинех Левентей кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed