Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Хӑвӑр хӑраса тӑракан Вавилон патшинчен ан хӑрӑр; унран ан шикленӗр — сире ун аллинчен хӑтармашкӑн Эпӗ сирӗнпе пӗрле пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иеремия вара хӑй патне Карей ывӑлне Иоанана, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсене, пӗтӗм халӑха — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — чӗнсе илнӗ те 9. вӗсене каланӑ: эсир мана Ҫӳлхуҫа патне, Израиль Турри патне, ятӑр, Унӑн умӗнче хӑвӑршӑн тархаслама ыйтрӑр, Вӑл ӗнтӗ ҫапла калать: 10. эхер те ҫак ҫӗр ҫинчех юлатӑр пулсассӑн, Эпӗ сире ҫирӗплетӗп, аркатмӑп, вырӑнаҫтарӑп, кӑкламӑп: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗн-хур кӑтартнӑшӑн ӳкӗнетӗп.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иеремия пророк вӗсене каланӑ: илтрӗм, эсир каланӑ пек, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑра кӗлтӑвӑп, Ҫӳлхуҫа мӗн каланине сире пӗлтерӗп, пӗр сӑмахне те пытармӑп, тенӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Годолия — Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗ — вӗсене, вӗсен ҫыннисене шантарса ҫапла каланӑ: халдейсене пӑхӑнса пурӑнма ан хӑрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче юлӑр та Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр, сире лайӑх пулӗ; 10. эпӗ вара Массифа хулинчех юлӑп та хамӑр патӑмӑра килсе ҫӳрекен халдейсем умӗнче халӑх ячӗпе калаҫӑп; эсир эрех, ҫуллахи ҫимӗҫсем, ҫу пуҫтарӑр, вӗсене хӑвӑр савӑтӑрсене тултарӑр, хӑвӑр йышӑннӑ хулӑрсенче пурӑнӑр, тенӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иеремийӑна сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ патне илсе пынӑ, лешӗ Иеремийӑна ҫапла каланӑ: санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ҫак вырӑна хӗн-асап ҫитесси ҫинчен каласа хунӑ, 3. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа мӗн каланине тунӑ, пурӑнӑҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, Унӑн сӑмахне итлемен, ҫавӑншӑн сире ҫак хӗн-асап ҫитнӗ те.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка сӑмах пулнӑ: 7. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сире Ман патӑма ыйтма янӑ Иудея патшине ҫапла калӑр: акӑ сире пулӑшма тухнӑ фараон ҫарӗ хӑйӗн ҫӗрне, Египета, таврӑнать; 8. халдейсем вара татах килӗҫ те ҫак хулана хирӗҫ ҫапӑҫӗҫ, ӑна туртса илсе вутпа ҫунтарса ярӗҫ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сирӗн патӑра Эпӗ Хамӑн чурамсене, пророксене, ҫине-ҫинех ярса тӑтӑм, каларӑм сире: «кашнийӗ усал ҫулӑртан пӑрӑнӑр, юсанӑр, урӑх турӑсен ирӗкне тӑвас тесе вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр, вара Эпӗ сире тата сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр» терӗм, анчах эсир ҫакна хӑлхана чикмерӗр, Мана итлемерӗр.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Рехав ывӑлӗ Ионадав хӑйӗн ывӑлӗсене эрех ӗҫме хушман ӳкӗте тытса пырса вӗсем паян кунччен те эрех ӗҫмеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ашшӗ хушса хӑварнине итлеҫҫӗ; Эпӗ вара сире пӗр чарӑнмасӑр, ҫине-ҫинех каларӑм, эсир пурӗпӗр Мана итлемерӗр.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ: 13. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: кай та Иудея арӗсемпе Иерусалимра пурӑнакансене кала: ара, сире ҫакӑ та ӑса вӗрентмест-ши, эсир Ман сӑмахӑмсене итлемӗр-ши? тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑма итлемерӗр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ирӗке ямарӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире, тет Ҫӳлхуҫа, хӗҫ айне пулма, мур чирӗпе, выҫӑпа асапланма ирӗк паратӑп, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм патшалӑх тӑрӑх тарӑхтармӑш пулма сапаласа яратӑп; 18. Ман умӑмра пӑрӑва ҫурмаран касса ун пайӗсем хушшипе иртсе хывнӑ халала пӑснӑ, халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫламан ҫынсене, — 19. касса ҫурнӑ пӑру пайӗсем хушшипе утса иртнӗ Иудея улпучӗсене, Иерусалим улпучӗсене, хайрансемпе священниксене, ҫӗршыври мӗнпур халӑха, — 20. хӑйсен тӑшманӗсен аллине, вӗсенӗн чунне шыракансен аллине паратӑп, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ӗнтӗ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 31. тыткӑнри халӑх патне хыпар яр: Нехелам ҫынни Шемаия ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ хушман-яман пулин те, Шемаия сирӗн патӑрта пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ, сире суя шанчӑк панӑ, 32. ҫакӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ Нехелам ҫыннине Шемаияна тата унӑн ӑрӑвне хаса паратӑп; ҫак халӑх хушшинче унӑн ҫынни пулмӗ, Эпӗ Хамӑн халӑхӑма парас ырӑлӑха вӑл кураймӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ калаҫрӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсир Мана тупатӑр, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ вара сире тыткӑнран, пур халӑхсем хушшинчен, Эпӗ сире хӑвӑра хӑваласа янӑ пур ҫӗртен те пуҫтарӑп та — ӑҫтан куҫарса кайнӑ, ҫав вырӑнах каялла тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Мана тархаслатӑр та, Ман патӑма пырса кӗлтӑватӑр та — Эпӗ сире илтӗп; 13. Мана шыратӑр та, пӗтӗм чун-чӗрӗрпе шырасассӑн — Мана тупатӑр.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Вавилонра пурӑнма пуҫланӑранпа ҫитмӗл ҫул ҫитсессӗн, Эпӗ сирӗн патӑра пырса пӑхӑп та ырӑ сӑмахӑма вырӑна килтерӗп — сире каялла ҫакӑнта илсе килӗп: 11. Эпӗ сирӗншӗн мӗн тума палӑртнине Хам анчах пӗлетӗп, тет Ҫӳлхуҫа, малашлӑхпа шанчӑк парса Эпӗ сире хуйхӑ-суйхӑ мар, тӑнӑҫлӑх пама палӑртнӑ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн хушшӑрти пророксемпе юмӑҫсем сире ан улталаччӑр, тӗлӗк куракансене те ан итлӗр; 9. вӗсем малашне мӗн пуласси ҫинчен сире Ман ятӑмпа суя суяҫҫӗ; вӗсене Эпӗ яман, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ сире куҫарса кайнӑ хула тулӑх пурӑнтӑр тесе тӑрӑшӑр, уншӑн Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр: вӑл тӑнӑҫлӑ пурӑнсассӑн сире те тӑнӑҫлӑх пулӗ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Священниксене те, ҫак мӗнпур халӑха та эпӗ каларӑм: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сире: «акӑ Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрӗ Вавилонтан каялла таврӑнӗ» тесе калакан пророкӑрсене ан итлӗр: вӗсем суя вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсене Эпӗ яман, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсем Ман ятӑмпа суя вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ, ҫавна пула Эпӗ сире хӑваласа ярӑп та, эсир хӑвӑр та, сире вӗрентекен пророксем те вилсе пӗтӗр.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. «Эсир Вавилон патшин чурисем пулмӑр» теекен пророкӑрсене, юмӑҫӑрсене, тӗлӗк кураканӑрсене, ӑрӑмҫӑрсене, ҫӑлтӑрҫӑрсене ан итлӗр: 10. вӗсем суя сӑмах калаҫҫӗ, ҫавна пула сире хӑвӑрӑн ҫӗрӗртен кӑларса ярӗҫ, Эпӗ сире хӑваласа янипе сирӗн вилсе пӗтмелле пулӗ.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иеремия мӗнпур пуҫлӑха, пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа мана ҫак Ҫурта хирӗҫ, ҫак хулана хирӗҫ пророкла калама ячӗ — вӑл сӑмахсене эсир йӑлтах илтрӗр; 13. ӗнтӗ хӑвӑрӑн ҫулӑрсене, хӑвӑрӑн ӗҫӗрсене тӳрлетӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сӑмахне итлӗр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн шухӑшне улӑштарӗ, сире пӗлтерсе хунӑ инкеке чарса лартӗ; 14. мана илес пулсан вара, акӑ эпӗ сирӗн аллӑрта; хӑвӑр мӗн лайӑх та тӗрӗс тесе шутлатӑр, манпа ҫавна тӑвӑр; 15. ҫакна ҫеҫ ҫирӗп пӗлсе тӑрӑр: мана вӗлерес пулсассӑн, айӑпсӑр юн тӑкнӑшӑн явапне хӑвӑр ҫине, ҫак хула ҫине, хула ҫыннисем ҫине илетӗр; ҫав пӗтӗм сӑмаха сире хӑлхӑртанах калама мана чӑн-чӑнах Ҫӳлхуҫа ячӗ, тенӗ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.