Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрши (тĕпĕ: шӑршӑ) more information about the word form can be found here.
Кӑнтӑрлахи шӑрӑхпа ӑшӑннӑ йывӑҫсенчен халӗ те кӑмӑллӑ ӑшӑ тухса тӑрать, вӗсенчен вӗри ҫункав шӑрши перет.

Дерево, нагретое дневной жарой, дышало теплом.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шаршансем хушшипе Сергей урам тӑрӑх утнӑ пек пырать, пур енчен те типнӗ смала шӑрши кӗрет.

Сергей проходил мимо штабелей, как по улице, ощущая острый и сухой запах смолы.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йӑмӑх тӗссем майӗпенех сӳне пуҫларӗҫ, ту айккисем те тӗттӗмленчӗҫ, анчах нумайччен каҫ пулса ҫитеймерӗ, ту мӗлкисем хуран курӑнаҫҫӗ, чӗрӗ ҫӗр шӑршипе хыр шӑрши перет.

Угасли яркие краски, почернело и ребро горы, но вечер еще долго не наступал, лишь от гор ползли тени да веяло сыростью и запахом сосны.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тусем хушшинче тин ҫеҫ типнӗ курӑк шӑрши перет.

По ущелью тянуло свежим запахом сухой травы.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тин ҫулнӑ типӗ утӑ ӑшшӑн туйӑннӑ, улӑх чечекӗсен шӑрши кӗнӗ.

Сено было свежее и сухое, от него веяло теплом и запахом полевых цветов.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Федор Лукич выртакан пӳлӗмре тӗттӗм те сулхӑн, эмелсемпе уйри чечексен шӑрши кӗрет.

В спальне, где лежал Федор Лукич, было темно и прохладно, пахло лекарствами и полевыми цветами.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӗрлӗ сӑрсен, хыр турпас шӑрши перет.

Пахло красками, сосновой стружкой, олифой.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апла-капла, вӑрҫӑра пулман, тар шӑрши шӑршласа курман, терӗ пулӗ.

Дескать, сякой-такой, на фронте не был, пороху не нюхал.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун чухне те ҫакӑн пекех ҫумӑр кӗрлеcе тӑратчӗ — ҫуллахи лӗп ӑшӑ ҫумӑр, танк люкне йӗпеннӗ ҫӗр шӑрши ҫитсе ҫапӑнатчӗ…

И тогда вот так же мирно шумел дождь, теплый летний дождь, и в люк танка веяло запахом мокрой земли…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чӗрӗ пылчӑк шӑрши ҫӗкленнӗ, вӑл шӑршӑ пӗрре ҫӗрле Дон урлӑ каҫнине аса илтернӗ…

Пахло сырой, размокшей землей, и этот запах воскрешал картину ночной переправы через Дон…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Е тачанка кӗмсӗртетсе иртсе каять, ун хыҫҫӑн вара уйӑхпа ҫуталнӑ сывлӑшра кустӑрмасем шӑлтӑртатни тахҫанччен илтӗнсе тӑрать, анчах хӑш енчен ырӑ утсем станицӑна пырса кӗнине ниепле те уйӑрса илме ҫук; е мӑшӑр вӑкӑр килет — сӳсмен чӗриклетсе илет, вӑкӑрӗсене хӳтерсе шӑхӑрни илтӗнсе каять, вара куҫпа курмасӑрах чӗрӗ картина тухса тӑрать: вӑкӑр кӳлнӗ лавсем ерипен малалла шӑваҫҫӗ, лавҫисем васкамасӑр чӑпӑрккисемпе сулкаласа илеҫҫӗ, — хӑшӗсем урапа хӗрринчен урисене усса ларса пыраҫҫӗ, хӑшӗсем урапа ҫине сӗвеннӗ, аллисене табак енчӗкӗ тытнӑ та чикарккӑ чӗркесе, шӑрши пӗтӗм хире саланмалӑх, халех туртса ярам-ши е пӑртак тӑхтам, тенӗ пек шухӑша кайса пыраҫҫӗ, е юрӑ пӗлӗтелле вӗҫсе хӑпарать — хӗрарӑм сассисем ҫав тери янравлӑ, пур сасса та хупласа хураҫҫӗ; ҫук, ку уйран ӗҫлесе таврӑнакан колхозницӑсен юрри мар-тӑр, куна, ыйӑха путиччен, пӗтӗм станица хӑй юррине юрлать пулӗ, тейӗн; е купӑс сасси илтӗнсе каять, вара кам та пулин, урисене хӗрхенмесӗр, тӗлӗнмелле авкаланса ташлать тейӗн, ун айӗнче ҫӗр чӗтренсе тӑрать, юпа пек тусан хӑпарать…

То прогремит тачанка, и тогда долго-долго стоит в лунном воздухе стук колес и трудно понять, по какой же дороге скачет в станицу упряжка добрых коней; то заскрипят ярма, послышится разноголосое цобканье вперемежку со свистом, и уже перед вашими глазами живая картина: медленно движется бычий обоз, а возчики лениво помахивают кнутами — кто сидит, свесив с дробин ноги; кто полулежит, держа в руке кисет и раздумывая: свернуть ли ему цигарку и задымить на всю степь, или подождать; то взлетит к небу песня — женские голоса такие звонкие, что кажется: нет, это не женский хор, это не голоса колхозниц, идущих по степи домой, — это степь поет перед сном свою вечернюю песню; то запиликает где-нибудь гармонь, и уже кто-то, не щадя ног, выделывает такие разудалые колена, что гудит земля и пыль подымается столбом…

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тулта хӑвӑрт тӗттӗмленсе пычӗ, чӳречерен йӗпеннӗ курӑк шӑрши перет, пӳртре пачах тӗттӗм пулчӗ, уйӑрмалла та мар — те каҫ пулать, те ҫумӑр пӗлӗчӗсем ҫӗре ҫав тери хулӑн хупласа илнӗ…

На дворе быстро темнело, в окна веяло запахом мокрой травы, в хате все сильнее сгущались тени, и трудно было понять: наступают ли сумерки, или это тучи так непроницаемо окутали землю…

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чӳрече саккисем ҫинче ҫеҫ мар, тӑмран ҫапса тунӑ урайӗнче те, сӗтел ҫинче те, тенкел ҫинче те чӗрӗ курӑк выртнӑран, пӳртре тин ҫулса тӑкнӑ улӑх шӑрши кӗрет.

Трава лежала не только на подоконниках, но и на глиняном полу, на столе, на лавке, отчего в комнате стоял запах скошенного луга.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тар шӑрши шӑршласа курман вӑл, алла винтовка тытман, ҫапах та герой пуласшӑн: тылри ӗҫсене ҫирӗплетсе пынӑ-ҫке!..

Так что пороху он не нюхал, винтовку в руках не держал, а тоже лезет в герои: дескать, тыл крепил!..

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Алкумӗнче тӗттӗм, хирте ӳсекен шаннӑ чечексен шӑрши сарӑлнӑ, таҫта пӗр-пӗр кӗтесре курӑк выртать пулас.

В сенцах было темно, пахло увядшими степными цветами, должно быть, где-то в углу лежала трава.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кваспа пӗтнӗк шӑрши Гришатка сӑмсине те кӑтӑклать.

Квасом и мятой Гришатке в нос.

«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Тен сиртен тар шӑрши ҫеҫ мар, урӑх шӑршӑ та кӗнӗ пулӗччӗ, — шӑппӑн вӗчӗрхенсе тавӑрчӗ Григорий.

От вас, может, и ишо чем-нибудь завоняло, — с тихой злобой сказал Григорий.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Сирӗнтен салтак тарӗ шӑрши перет, — шӑппӑн кулса ячӗ шукӑль сестра, унтан подъезд умне пырса, алӑка шӑнкӑртаттарчӗ.

— Потом солдатским от вас разит, — тихонько засмеялась прифранченная сестра и, подойдя к подъезду, позвонила.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӳме леш енчен чыхлантарса яракан ҫунӑк кукӗрт шӑрши килсе ҫапрӗ.

Острый серный запах гари принесло из-за забора.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пирусне тивертнӗ чух сотник Бунчук аллинчен тутлӑ смала шӑрши пек ут тарӗн шӑрши кӗнине туйрӗ.

Прикурия, почувствовал от руки Бончука сладкий смолистый запах конского пота.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed