Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухма (тĕпĕ: тух) more information about the word form can be found here.
Тата… хӑҫан та пулин пӗрех ҫын куҫӗ умне тухма тивет.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хӑй хытанка этем кӑна, чышки свай тукмакки пек, — пӗрремӗш таркӑнне тытса чарайманшӑн тӳрре тухма хӑтланчӗ вӑл.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ехвин Ҫтаппанчӑ, мана вулӑс Совечӗ сан пата кӗрсе тухма хушрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑнтӑр енче кӑна мар, Утарта та халӑх кӗртырри уйне тухма кирлӗ ӗнтӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шурлӑх ҫул тем пек йӑлӑхтарчӗ пулин те, Никифоров типӗ ҫӗре васкаса тухма шутламарӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Полици кайиччен сирӗн тухма юрамасть пуль, — асӑрхаттарчӗ хӑй.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӗтел ҫинче «Канаш», «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатсем, чӑвашра тинтерех тухма тытӑннӑ «Капкӑн» журнал выртаҫҫӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Те ристан шухӑшсемпе ҫав тери асапланнине туйса, те унӑн сӑнӗ пӗртте хурахӑнни пек маррине курса, тепӗр кун вӑл ҫапах та кӑмӑлне кӑштах ҫемҫетрӗ, ирхи апат хыҫҫӑн каллех ҫула тухсан, Телегина урапа ҫине хӑпарса лариччен самантлӑха тытса чарчӗ те: — Сана граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи темле айӑпшӑн тытса килчӗҫ пулас. Мӗн тунӑ эсӗ унта — ман ӗҫ мар, пурӑнан пурнӑҫра, уйрӑмах вӑрҫӑра, тем те килсе тухма пултарать. Анчах ҫынни эсӗ кӑмӑлупа чиперскерех пек курӑнатӑн, ҫавӑнпа ырӑ канаш паратӑп сана: асту, следстви умӗнче кутӑнлашса ан тӑр, айӑпна пӗтӗмпех йышӑн, хӑвна кайран ҫӑмӑлрах пулӗ, — терӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен ирӗке ҫапла ним мар тухма май килет-тӗк, чӑнах та, вӑл мӗн ҫухатӗ?

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тен, чӑнах та, ытла япӑх этем мар вӑл, вӑрӑ пурнӑҫӗ кӑна, ыттисен айне пулмалла мар тесе, ялан ҫиеле тухма тӑрӑшмашкӑн хушать?..

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйне йӗркеллӗ тыткаласа, маларах тухма ӗмӗтленет.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун, Хӗлипе аллипе сирсе, Тӑвӑла татах кӗрт ӑшӗнчен тухма пулӑшрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫамрӑк Калюковсем те урама тухма пуҫтарӑнчӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аптрамасть пек арӑм, килӗшет Антуна: сӑнран та чиперскер — вӑтам пӳллӗ, тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ, кӑшт тӑрӑхларах питлӗ, куҫ харши — чӗкеҫ ҫунатти пек, куҫӗ вара, пысӑк та чакӑрскер, пӗрре пӑхсанах ҫунтарса илет; ӗҫре-мӗнре те акӑш-макӑш правурскер — мӗне пуҫлать, ҫавӑ ӑнать ун аллинче; кӑмӑл тӗлӗшпе вара чӑн-чӑн кӑвакарчӑн, унӑн ҫӑварӗнчен хӑҫан та пулин сивӗ сӑмах тухма пултарать тесен, тупата, никам ӗненес ҫук.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑнах, калӑпӑр, мӗншӗн хураха тухма пултарнӑ-ха Калюков?

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, Давид Никифоров вилнӗренпе ултӑ ҫул ӗнтӗ, ҫапах Улька никама та качча тухмарӗ, тухма шухӑшламасть те пулас.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх автобуссем ҫукки водительсен забастовкипе ҫыхӑннӑ — вӗсем рейса тухма килӗшмен.

Как сообщили изданию в мэрии причиной отсутствия автобусов стала забастовка водителей — они отказывались выезжать в рейс.

Шупашкарта 41-мӗш мартшрут автобусӗсем 3 сехет ҫӳремен // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31305.html

Тӗтӗм тухма чарӑнман пӑшалне Тарт ҫавӑнтах, ытлашши хусканусӑр, тепре авӑрларӗ.

И тотчас Тарт зарядил разряженный, еще дымящийся ствол, быстро, не делая ни одного лишнего движения.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Унӑн эпӗ сире халӗ ӑнлантарса паракан меслетпе ҫеҫ качча тухмалла, урӑхла качча тухма юрамасть.

Она не может, не должна иначе выйти замуж, как только таким способом, какой развиваю я на ваших глазах.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Паллӑ мар сунарҫӑ, хӑйӗн кӑвайтне тин ҫеҫ пӑрахса хӑварнӑскер, юхан шыв хӗррипе куҫать; йывӑҫсем витӗр шыв ҫийӗнчи пушӑ уҫлӑх ҫути йӑлтӑртатать, анчах тимлӗ сунарҫӑ вӑрмантан тухма шухӑшламарӗ курӑнать, нумай пулмасть ҫак тӗлтен иртнӗ упа йӗрӗпе ту еннелле утать.

Неизвестный охотник, только что покинувший свой костер, двигался вдоль реки; сквозь деревья сиял просвет ее воздушных пустот, но прилежный охотник не подходил к ним, рассматривая свежий след медведя, направляющийся к горам.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed