Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анне вара пачах калаҫмастчӗ темелле.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл паттӑр пулнӑ, сахалтарах та, анчах тӳрӗ калаҫать, хӑйӗн ӑшӗнчи е ҫемьери вӑрттӑн шухӑшӗсене никама та пӗлтермест; эрех тутанса та пӑхмасть, темелле: ҫамрӑк казачкӑсем хыҫҫӑн, — вӗсене хӑйсене курмасӑр ытарайманлӑхне пӗлме йывӑр, — вӑл нихҫан та сӗтӗрӗнмен.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ эпир маларах тухса тӑракан чул ту тӑррине хӑпарса ҫитрӗмӗр; площадка юри пире ҫапӑҫмашкӑн тунӑ темелле, вӗтӗ хӑйӑрпа витӗннӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗнтӗ, чӑнах та, инкек тӗлне пулсан, вӑл вӑрҫас хастарлӑхне те ҫӗклентерет темелле.
Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗлтӗркке ҫакӑ начар хӳтлӗх ҫав, ҫавӑнпа электричество хӗмӗ манӑн алӑран ун аллине куҫрӗ; юрату пурте ҫапла пуҫланать темелле, ҫавӑнпа эпир час-часах ултава та кӗретпӗр — хӗрарӑмсем пире хамӑр сывлӑхшӑн та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратаҫҫӗ тесе; паллах ӗнтӗ, ҫав енсем пире таса вут-хӗм йышӑнмашкӑн унӑн чӗрине ҫавӑраҫҫӗ, хатӗрлентереҫҫӗ, тейӗпӗр, ҫапах та, ӗҫӗ пӗрремӗш хут сӗртӗнни кӑна татса парать.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кунсеренех акӑ пусӑ патӗнче, бульварта тӗл пулатпӑр эпир; ӑна юратаканӗсемпе чаплӑ адьютанчӗсене, Мускавран килнисемпе тата ыттисене те аяккалла пӑхтарас тесе, эпӗ пӗтӗм вӑя хуратӑп та, мана яланах вӗсене пӑрма май килет, темелле.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӑхӑр-ха, акӑ эпир иксӗмӗр ӑслӑ ҫынсем ӗнтӗ, пур япала ҫинчен те вӗҫӗ-хӗррисӗр тавлашма май пур иккенне пӗлетпӗр эпир, ҫавӑнпа тавлашмастпӑр та, эпир пӗр-пӗрин чи вӑрттӑн шухӑшӗсене пурне те пӗлсе тӑратпӑр темелле; пӗр сӑмах хускатсан та, пирӗншӗн пӗтӗм истори.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Ӑна шӑпах ангел темелле вӗт!
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав самантра ҫӑл патнелле хамӑр ҫумранах икӗ майра иртсе кайрӗҫ: пӗри ҫамрӑк темелле, тепри вара ҫамрӑк та кӗрнеклӗ.В эту минуту прошли к колодцу мимо нас две дамы: одна пожилая, другая молоденькая, стройная.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ ӑна ӑнкарса ҫитрӗм, ҫавӑнпа вӑл мана юратмасть те, ҫиелтен пӑхсан, эпир унпа питӗ туслӑ пурӑнатпӑр темелле.Я его понял, и он за это меня не любит, хотя мы наружно в самых дружеских отношениях.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Апачӗ ӗнтӗ, чухӑнсемшӗн пулсан, ытла та лайӑх темелле.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Гостиницӑ картишне таса мар ҫи-пуҫлӑ армянсем лавсемпе кӗрсе тулчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн тата ҫул ҫӳремелли пушӑ коляска та ҫитсе чарӑнчӗ: коляска ҫӑмӑл пырать, ӑна питӗ ӑста тунӑ вара, пӑхмашкӑн та вӑл ют ҫӗршывран килнине асӑнтарать, ун хыҫҫӑн венгерка тӑхӑннӑ пӗр пысӑк мӑйӑхлӑ ҫын утса пырать; лакей тесен, вӑл питех те чипер тумланнӑ темелле, чӗлӗмӗн кӗлне пит маттуррӑн шаккаса кӑларнине тата ямшӑк ҫине кӑшкӑркаланине пӑхсан, вӑл мӗнле чинра иккенне тӗрӗсех пӗлме пулать.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тӑватӑ ҫул ӑна пӗртте улӑштарман, темелле.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Паллах, — терӗ штабс-капитан, — хӑйсен йӑлипе вӑл тӗрӗс тунӑ темелле.— Конечно, по-ихнему, — сказал штабс-капитан, — он был совершенно прав.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ алӑк хыҫӗнче тӑраттӑм пулин те, йӗрсе ятӑм, йӗрсех темелле мар та, ҫапах та кӑмӑлӑм хуҫӑлчӗ ҫав.я, стоя за дверью, также заплакал, то есть, знаете, не то чтобы заплакал, а так — глупость!..
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Лашасем ҫинчен сӑмах хускатрӗҫ те, Печорин Казбич лашине мухтама тытӑнчӗ: вӑл ҫав тери ҫивӗч те, хитре те, хир качаки пекех, тет, — ӗнтӗ, ун сӑмахӗпе калас пулсан, ҫавӑн пек лаша пӗтӗм тӗнчипе те урӑх ҫук, темелле.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑнах, пулаҫҫӗ-ҫке ҫавӑн пек ҫынсем, вӗсем те калама ҫук тӗлӗнмелле япаласем пулассине малтанах ҫырса хунӑ темелле!
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Вӑт, ачам, ҫав пуҫ касакансем пире шӑлтах йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ-ҫке, халь ӗнтӗ вӗсем, мухтав турра, кӑштах лӑпланнӑ темелле, анчах ӗлӗкрех крепоҫ картинчен ҫӗр утӑма та пулин уйӑрлас пулсан, сана пӗр-пӗр эсрелӗ сыхласах ларать: кӑшт асӑрханмасан, кӗтсех тӑр вара — е пӑяв ывӑтса мӑйӑйтан пӑваҫҫӗ, е ӗнсӳне пульӑ туянӑн.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑй ҫине вӑл офицерсен эполетсӑр сюртукне уртса янӑ, пуҫне черкессен лапсӑркка ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ; Сӑнран пӑхсан ӑна пӗр аллӑ ҫулалла ҫитнӗ темелле; хӗвелле пиҫӗхнӗ пит-куҫӗ вӑл Кавказ леш енчи хӗвелпе тахҫанах паллашнине кӑтартать, вӑхӑтсӑр кӑвакарнӑ мӑйӑхӗ те унӑн ҫирӗп уттипе, маттур сӑн-сӑпачӗпе килӗшсех каймасть.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗсенчен пӗри ман чемодана хӑй ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ, ыттисем, кӑшкӑрашса кӑна темелле, вӑкӑрсене пулӑшма тытӑнчӗҫ.Один из них взвалил себе на плечи мой чемодан, другие стали помогать быкам почти одним криком.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964