Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачӗ (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
Хан утлӑ ҫарне вӑл Чапкунран туртса илсе Крымран килнӗ Кучакпа Шахкул улансен аллине пачӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тыткӑна лекнӗ ҫын ӑна пӗр-ик сӑмахпа хӑй ӑҫта кайма шутлани, ӑна мӗнле тытса чарни пирки каласа пачӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Телее, вутӑсем хушшинче тахҫан ҫурса хунӑ лайӑх тӑрӑхсемех тупӑнчӗҫ Ятламасшӑн, ҫӗрӗшнӗ хӑмасене улӑштаркаласа вӑл Велимене вӗр-ҫӗнӗ витре туса пачӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламас пӗтӗмпех ӑнлантарса пачӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пикпав мучи ӑна пӗр канаш ҫеҫ пачӗ:

Help to translate

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Аскерсем илсе килмелле, — ӑс пачӗ мулла.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темӗнле кайӑк, тем тӗрлӗ чӗрчун ҫинчен те каласа пачӗ пире Лев Борисович.

Help to translate

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Кӗнеке ҫыраҫҫӗ, ҫавӑнпа: «Кансӗрлесе ан ҫӳреччӗр», терӗ Палюк мучу, — сӑлтавне те каласа пачӗ Настаҫ кинеми.

Help to translate

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Ун ҫинчен вӑл хамӑр колхозниксен пухӑвӗнче ҫеҫ мар, районти канашлура та каласа пачӗ.

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Вӑл кун мӗн пулса иртни ҫинчен Настаҫ кинеми хӑй ҫапла каласа пачӗ:

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ун ҫинчен Палюк мучи ҫапла каласа пачӗ.

Help to translate

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Настаҫ кинемин чун-чӗри ҫавнашкал: кушакӗ ют пулин те вӑл ӑна чи хаклӑ хӑна пырса кӗнӗ пек кӗтсе илчӗ; тутлӑ апат ҫитерчӗ, ӑшшӑн-ӑшшӑн ачашларӗ, ҫывӑрма кӑмака ҫине кӗрӗк сарса пачӗ.

Help to translate

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Палюк мучи пире атмапа ӑсса тӑватӑ карас пулӑ тытса пачӗ.

Help to translate

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Ун ҫинчен мана Палюк мучи вӑрманта суранӗсене сыватнӑ йывӑҫсене кӑтартса ҫӳресех ӑнлантарса пачӗ.

Help to translate

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Вӑл кайӑксен чир-чӗрне те пӗлет ӗнтӗ, — ӑс пачӗ анне.

Help to translate

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Унтри пичче ун чух пӗр чӗкеҫ ҫу каҫипе мӗн чухлӗ шӑна-пӑван тытса ҫини ҫинчен те каласа пачӗ.

Help to translate

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Ҫавӑнпа шӑна-пӑвансем, вӑрӑм тунасемпе ӳпресем ӑҫта, чӗкеҫ те ҫавӑнта, — ӑнлантарса пачӗ Унтри пичче.

Help to translate

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Ама кайӑксем юрламаҫҫӗ, — ачасене пурне те ӑнлантарса пачӗ Семен Петрович.

Help to translate

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Малтан вӑл эпӗ шӑнкӑрч чӗппине мӗнле ҫӑлса хӑварни ҫинчен каласа пачӗ, унтан юррине итлеме сӗнчӗ.

Help to translate

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Ҫак корреспондент шӑпах пирӗн тӗле ҫитсен, ман шӑнкӑрчӑ юрра яра пачӗ!

Help to translate

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed