Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патӑм (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
Килте, пӗтӗм пӳлӗме ян ярса, приёмник юрлать, ӑна эп яла каяс умӗн аттене патӑм.

Дома у нас на всю комнату пел приемник, который я перед отъездом подарила отцу.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чи малтан эпӗ сасӑ патӑм.

Первой отзываюсь я.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хам Кореванов улпутӑн крепостнойӗ иккенне, театрта вылянине, французла вӗреннине, улпут пӑрахса тарнине, эпир ҫухалса юлнине, салтаксем ҫурта ҫаратнине, Степан улпут пурлӑхӗшӗн хута кӗнине, ӑна персе вӗлернине каласа патӑм.

Рассказываю, что я крепостная господ Коревановых, что я играла на театре и обучена французскому, что барин бежал, а мы отстали, что солдаты грабили дом, Степан заступился за господское добро и его убили.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юлашки кунсенче эпӗ килте пуларах патӑм, ӗлӗкрех асӑрхаман япаласене асӑрха пуҫларӑм.

Я эти дни подолгу бывала дома и узнала о некоторых вещах, которых прежде не замечала.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ йӗркипе каласа патӑм, ҫав вӑхӑтрах сулахай питҫӑмартине шавах ун енне тытма тӑрӑшрӑм, мӗншӗн тесен, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, эпӗ ҫав енчен лайӑхрах, теҫҫӗ.

Я послушно отвечала, стараясь все время повернуться к нему левой щекой, так как все говорили мне, что я с этой стороны лучше.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ӑнлантарса патӑм.

Я объяснила.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ну, каласа патӑм вара.

Ну, я и сказала.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ӑна Петькӑпа иксӗмӗр Туркестана кайни, Мускава килсе лекни ҫинчен каласа патӑм.

Я ей рассказывал, как мы с Петькой пошли в Туркестан и застряли в Москве.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ Палашӑна сӑмах патӑм мар-и, епле те пулин ҫырӑва сан аллуна ҫитерӗпех тесе.

— Я обещался Палаше уж как-нибудь да вам доставить.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ тӑтӑм та, малтан кӗскен Пугачевпа унӑн шайки ҫинчен, унтан самозванец лайӑх хӗҫпӑшала хирӗҫ тӑма пултараяс ҫук тесе, хамӑн сӑмаха ҫирӗплетсех каласа патӑм.

Я встал и, в коротких словах описав сперва Пугачева и шайку его, сказал утвердительно, что самозванцу способа не было устоять противу правильного оружия.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл крепӑҫрех, пуп майри патӗнче юлни ҫинчен каласа патӑм эпӗ.

Я отвечал, что она осталась в крепости на руках у попадьи.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ӑна пӗтӗмпех каласа патӑм.

Я рассказал ему все.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Марья Ивановна тухса каяймӗ тенӗ шухӑш мана сехӗрлентерсе ячӗ, эпӗ капрала пӗр-икӗ хушу патӑм та ҫав самантрах комендант патне ыткӑнтӑм.

Мысль, что Марья Ивановна не успеет выехать, ужаснула меня; я поспешно дал капралу несколько наставлений и тотчас бросился к коменданту.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пурне те пӗлме тӑрӑшакан арӑмне хирӗҫ вӑл, нимӗн пулман пек, уҫӑ сасӑпа: — Акӑ мӗн, амӑшӗ, хӗрарӑмсем кӑмакасене улӑмпа хутма тапратнӑ; инкек-мӗн пуласран, эпӗ хӗрарӑмсене кӑмакасене ӳлӗм улӑмпа мар, ҫапӑпа та ытти вутӑпа хутма приказ патӑм, — терӗ.

Он нимало не смутился и бодро отвечал своей любопытной сожительнице: — А слышь ты, матушка, бабы наши вздумали печи топить соломою; а как от того может произойти несчастие, то я и отдал строгий приказ впредь соломою бабам печей не топить, а топить хворостом и валежником.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тупа тунӑ сӑмахсене эпӗ пӑхмасӑр каласа патӑм.

Я сказал клятву наизусть,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӑмӑка сӗтел хушшинчен хӑваласа кӑларчӗҫ, анчах та эпӗ пурпӗрех ун патне, вӑрттӑн та пулин, ҫӗрулми илсе пырса патӑм.

Ее прогнали из-за стола, но я тайком принес ей картошки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗтӗмпех пӗтрӗ! — терӗм те эпӗ, ӑна атте ҫыруне кӑларса патӑм.

— Все кончено! — отвечал я и отдал ей батюшкино письмо.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Марья Ивановнӑна эпӗ ҫакӑн ҫинчен нимӗн пытармасӑр, тӗрӗссипех, каласа патӑм; хам ҫавах та атте патне ҫыру ҫырса, ӑна мӗн пултарнӑ таран лайӑхрах, илемлӗрех сӑмахсемпе ҫырса пӗлтерсе пиллӗх ыйтрӑм.

Я чистосердечно признался в том Марье Ивановне и решился, однако, писать к батюшке как можно красноречивее, прося родительского благословения.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ӑна хам Алексей Иванычпа хирӗҫсе кайни ҫинчен тата ӑна, Иван Игнатьича, секундант пулма ыйтни ҫинчен кӗскен каласа патӑм.

Я в коротких словах объяснил ему, что я поссорился с Алексеем Иванычем, а его, Ивана Игнатьича, прошу быть моим секундантом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кӑштах умсӑмах пекки каланӑ хыҫҫӑн, кӗсьемрен тетраде кӑлартӑм та ҫак сӑвва вуласа патӑм:

После маленького предисловия вынул я из кармана свою тетрадку и прочел ему следующие стишки.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed