Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) more information about the word form can be found here.
Савченко вара вут-ҫулӑм айӗнчех кӑкшӑм курӑкӗн ҫеҫкине асӑрханӑ та ытараймасӑр татса илнӗ, халь, ав, вӑл — сывӑ юлнисенчен чи ҫамрӑкки, сарӑ ҫӳҫлӗ, ҫаврака пит-куҫлӑ хитре каччӑ — ҫеҫке ҫине пӑха-пӑха калаҫать.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫавна Григориу маларахах ӑнланса илнӗ те Чесноков бригадине ҫӗнӗ объект тунӑ ҫӗре куҫарма килӗшмен, питех те кирлӗ объекта вӑхӑтра туса пӗтерес тӗллевпе икӗ бригада вӑйне пӗр ҫӗре пухнӑ.

Help to translate

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗҫсе кайсан ҫеҫ ку хӑрушлӑхран ҫӑлӑнма май пулнине тавҫӑрса илнӗ саркайӑк пекех хускалчӗ те самантрах куҫран ҫухалчӗ — ура сасси ҫеҫ илтӗнсе юлчӗ.

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗншӗн кӗртлешсе ҫӳреме чармастӑр? — ыйтать пилӗк ҫултан упӑшкине аса илнӗ хӗрарӑм.

Help to translate

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Курортран килсе ҫитнӗ-ҫитмен ӑна аса илнӗ.

Help to translate

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Григориу сӑнӗ хура мӗлке хупласа илнӗ пек тӗксӗмленсе ларчӗ.

Help to translate

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Хаҫат корреспонденчӗ Сергей Андреевич Карпов, — терӗ, — сирӗн управлени ӗҫӗпе паллашма илнӗ.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Апла иккен-ха, Турунов ҫине хыҫал енчен пӑхас терӗр, ҫар ҫыннисен чӗлхипе каласан, Турунов тылне тухма шут тытрӑр, — вӑрӑммӑн ӗмсе илнӗ тӗтӗме катрамӗпех кӑларса янӑ хыҫҫӑн чунне те уҫса ячӗ хайхискер, калас сӑмахӗсене эпӗ ӑнланса илмеллӗхех каласа хучӗ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Турунов» та «Турунов» тенине илтсен ҫеҫ аса илнӗ пек пултӑм та шухӑшларӑм: «Ара, Турунов мухтаса пӗтернӗ йӗкӗт-ҫке ку», — терӗм.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл телефон трубкине хучӗ те ура ҫине тӑчӗ, йӗкӗт аллинчен роза илнӗ май, кӑштах лӑпчӑнса, реверанс пекки турӗ.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта, тимӗр колоннӑсен «катинче», сварка ҫутисем чалтӑр! чалтӑр! сирпӗнеҫҫӗ, хӑватлӑ крансем ҫӗклесе илнӗ ҫӗршер пӑтлӑ тимӗр каштасемпе бетон плитасем сывлӑшра сулланаҫҫӗ.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унтан, чейне сыпа-сыпа илнӗ май, хуллен, лӑпкӑн калаҫса каять:

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫакӑ… мӑшкӑлтӑк шывӗ-и? — ҫырӑва пӳрнипе тӗксе илнӗ май чеен кулкаласа ыйтрӗ редактор.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫакна эпӗ кӑмӑлсӑррӑн каланине, кунпа пӗрлех ассӑн сывласа янине илтсе, редактор ман ҫине тӗллесерех, кӑмӑлӑм мӗнлине сӑн-питӗме курса та пӗлесшӗн пулса тинкерчӗ те (паҫӑр, алӑкран кӗнӗ чухне, пӗрре пӑхса илнӗччӗ-ха вӑл, пӑхса илнӗ май пуҫне стена ҫумӗнчи пукансем еннелле сӗлтнӗччӗ: ирт, лар) вара «корреспонденцийӗ» савӑнтараканскер пулманнине сисрӗ ахӑр, — сӗтел умнелле пӗр-ик утӑм турӗ, пушӑ аллипе ҫырӑва илсе, ӑна кам ҫырнине пӗлчӗ, унтан вула пуҫларӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл кӗске самантлӑха каллех шӑпланчӗ те, хӑй умӗнчи театр ҫинчен куҫне илнӗ пек, кӑштах пӑрӑнса тӑчӗ, малалла лӑпкӑнрах, васкарах калаҫрӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тепӗр талӑкран Мускав Кенигсберга илнӗ ҫарсене салют парса чысларӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл хӑйӗн илемӗпе киленни, ҫынна та илӗртме тӑрӑшни сисӗнет: пилӗкне хӑва пек авкаласа, пӗҫ кӑкне чӳхентерсе утать, хӑйне тӑрӑх пӑха-пӑха илнӗ хушӑрах, «кураҫҫӗ-ши мана», тенӗн, пысӑк хӑмӑр куҫ ҫутине ҫынсем еннелле ывӑтать.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Пӗлтӗр сан хушамату Омежниковчӗ, ма улӑштартӑн, питӗ лайӑх хушамат-ҫке?» — терӗм те, — «лайӑххи лайӑх пуль те, анчах ҫынсем ҫав хушаматпа чӗнмессерен ӑша наркӑмӑш лекнӗн туйӑнатчӗ. Халь манӑн хушамат Ерусланов, ҫӗнӗ паспорт илнӗ чухне улӑштартӑм, анне хушаматне йышӑнтӑм, Надя та улӑштарчӗ», тесе хучӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тахҫан илтнӗччӗ ҫав, илтнӗччӗ Ҫтаппан салтак пулнӑ хӗре качча илнӗ, арӑмӗпе пит те мухтанать, тенине.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗлтӗр кӗҫӗн ывӑлӗ те, Павӑл, аслӑ шкул пӗтернӗ — ялхуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, экзаменсем хыҫҫӑнах мӑшӑрланнӑ, стройкӑра ӗҫлекен хӗре, крановщицӑна илнӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed