Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пире пулӑшакан Турӑ, пирӗн хута кӗрекен Турӑ, пире шеллекен Турӑ, пире ҫылӑхран хӑтаракан Турӑ! Ҫӳлте вӗҫсе ҫӳрекен инкек-синкекрен, чупса ҫӳрекен инкек-синкекрен, утса ҫӳрекен инкек-синкекрен, ларса тӑракан инкек-синкекрен, выртса тӑракан инкек-синкекрен, Турӑ ашшӗ, Турӑ амӑшӗ, инкек-синкеке сирсе тӑр, курайман тӑшмана сыхласа тӑр.
Кил пуҫӗн кӗлли (15) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 16 с.
Йывӑр чирӗнтен-чӗрӗнтен, инкекӗнчен-синкекӗнчен, курайми тӑшманӑнтан, Турӑ ашшӗ, Турӑ амӑшӗ, инкек-синкеке сирсе тӑр, курайми тӑшмана сыхласа тӑр.
Кил пуҫӗн кӗлли (14) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.
Уйрӑмах вӗсем Беларуҫра, Украинӑра, Орел, Смоленск, Ленинград, Калинин облаҫӗсенче тӑшмана пысӑк сиен кӳнӗ.
Вӗсен тӳпи пысӑк // А.КАРЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29
Танкист юлашки ҫырӑва Польшӑран ярать: «Тӑшмана хӑйӗн шӑтӑкӗнче ҫӗмӗрсе тӑкатпӑр»,– тенӗ вӑл унта.
Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Карелири ҫак поселокрах унӑн сӑвӑ йӗркисене гранит ҫине ҫырнӑ: «Юншӑн — юн! Ирсӗр вилӗмшӗн — вилӗм! Малалла, тӑшмана ҫӗнтерме!»
Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №
Тӑшмана курайманни, пурнӑҫ пилленӗ ҫӗре, тӑван халӑха юратни вӗри чӗреллӗ сӑвӑҫа хӑйне хӗрхенмесӗр ҫапӑҫма хавхалантарнӑ.
Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №
Ҫӗршыва Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вучӗ хыпса илсен «Октябрь ялавӗ» хаҫачӗн журналисчӗсем те тӑшмана хирӗҫ кӗрешме тухса кайнӑ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
24. Пурне те Пултаракан пулӑшса тӑнипе вӗсем тӑхӑр пин ытла тӑшмана пӗтерсе тӑкнӑ, Никанор ҫарӗн тата пысӑкрах пайне амантса-суранлатса пӗтернӗ, пурне те хӑваласа янӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл хуласемпе ялсене кӗтмен ҫӗртен тапӑнса ҫунтара-ҫунтара янӑ, ҫапӑҫма меллӗ вырӑн йышӑнса сахал мар тӑшмана ҫӗнтернӗ, ӑна хӑваласа янӑ; 7. ҫак ӗҫсене тума чылай чухне вӑл тӗттӗм каҫ суйласа илнӗ, унӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен хыпар пур ҫӗре те сарӑлнӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иоанн хӑйӗн халӑхӗпе пӗрле тӑшмана хирӗҫ хускалнӑ; халӑхӗ шыв урлӑ каҫма шикленсе тӑнине курса, чӑн малтан вӑл хӑй каҫса кайнӑ, ун хыҫҫӑн вара ыттисем те каҫнӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Вӗсем патшана та, тӑшмана та хирӗҫ тӑраймаҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5-6. Ҫавӑ кун Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн йӑлкӑмӗшӗн чаплӑ пуҫкӑшӑль, мухтавлӑ пуҫкӑшӑль пулӗ, сутра лараканшӑн тӳрӗ сут тутаракан сывлӑш-хӑват, тӑшмана хапхи умне ҫитиех хӑваласа яракан паттӑрлӑх пулӗ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тусу, юлташу тӑшмана тухсассӑн, ҫакӑ сана вилесле кулянтармасть-и?2. Не есть ли это скорбь до смерти, когда приятель и друг обращается во врага?
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Авалхи пек паллӑсем кӑтартсам, ҫӗнӗ кӗтретсем пултарсам; 7. аллуна, хӑватлӑ сылтӑм аллуна, чапа кӑларсам; хаярлӑхна кӑтартсам, ҫиллӳне ҫитерсем; 8. хирӗҫ тӑракана пӗтер, тӑшмана аркат; 9. вӑхӑта хисте, тупа тунине аса ил — Санӑн аслӑ ӗҫӳсем ҫинчен пӗлтерччӗр.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кам хӑй ывӑлне ырра вӗрентет, ҫавӑ тӑшмана кӗвӗҫтерет, тусӗ-йышӗ умӗнче ывӑлӗпе савӑнать.3. Кто учит своего сына, тот возбуждает зависть во враге, а пред друзьями будет радоваться о нем.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл пӗтӗм кӑралне — Хӑйӗн тимлӗхне — илӗ, ҫутҫанталӑка тӑшмана тавӑрма тӑратӗ; 18. хурҫӑ тумтир — тӳрӗлӗх — тӑхӑнӗ, пуҫне тимӗр калпак — тӳрӗ сут — тӑхӑнӗ; 19. аллине никам ҫӗнтерейми хулкан — сӑваплӑх — тытӗ; 20. Вӑл хаяр ҫиллине хӗҫ пек ҫивӗчлетӗ, Унпа пӗрле пӗтӗм тӗнче ӑссӑрсене хирӗҫ тухӗ.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвӑн тӑшманусемшӗн — тӑшмана, тавӑракана чӗнейми тумашкӑн — Эсӗ пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисенӗн чӗлхи-ҫӑварне Хӑвна мухтамалла тунӑ.
Пс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм! эпӗ мӗн те пулин тунӑ пулсассӑн, аллӑм ӗҫӗ тӳрӗ мар пулсассӑн, 5. эпӗ, — хама пӗр сӑлтавсӑрах курайми пулнӑ тӑшмана та хӑтараканскер, — хама ырӑ сунакана усалпа тавӑртӑм пулсассӑн, 6. чунӑма тӑшман хӑвалатӑр, хӑваласа ҫиттӗр, пурӑнӑҫӑма ҫӗр ӑшне таптаса кӗрттӗр, чапӑма та тӗппипе пӗтертӗр.
Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Патшалӑхра ытти ҫӗрте пурӑнакан иудейсем те хӑйсен пурӑнӑҫне хӳтӗлеме, хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлма пӗрле пуҫтарӑннӑ, вӗсем ҫитмӗл пилӗк пин тӑшмана пӗтернӗ, анчах аллине ҫаратупа вараламан.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫак хыпара илтсенех Израиль ывӑлӗсем, пурте кар тӑрса, тӑшмана тапӑннӑ, вӗсене Хована ҫитиччен пӗтерсе пынӑ; тӑшман тапӑрӗнче мӗн пулса иртнине Иерусалима та, пӗтӗм ту-сӑртлӑ ҫӗршыва та пӗлтернӗ, ҫавӑнпа унтан килнисем те, Галаадпа Галилейӑран ҫитнисем те тӑшмансене пур енчен те хӗстернӗ, вӗсене хӑрушла аркатса пынӑ, лешӗсем Дамаска ҫитсе ун хыҫнех тарнӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.