Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Ҫавӑншӑн Эпӗ сире Дамаск леш енне куҫарса ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа; Унӑн ячӗ — Саваоф Турӑ!27. За то Я переселю вас за Дамаск, говорит Господь; Бог Саваоф - имя Ему!
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа кунне курас теекенсемшӗн хуйхӑ ҫитӗ! Ҫӳлхуҫа кунӗ мӗн тума кирлӗ-ха сире? вӑл тӗттӗм, ҫутӑ мар, 19. ку вӑл арӑсланран таракан ҫын ҫулӗ ҫине упа тухнӑ пекех е киле ҫитсе хӳме ҫумне алӑпа тӗреннӗ ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ пекех.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ сирӗн хушшӑрта Турӑ Содомпа Гоморрӑна аркатса тӑкнӑ пек аркатса ҫӳрерӗм, сире вут-ҫулӑмран вутпуҫҫи туртса кӑларнӑ пек туртса кӑларнӑ — ҫавӑн чухне те эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Турӑ, Хӑйӗн сӑваплӑхӗпе тупа туса, сире ҫекӗлпе, сирӗнтен юлнисене вӑлтапа ҫаклатса каяс кунсем килесси ҫинчен пӗлтерчӗ.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Израиль ывӑлӗсем, итлӗр ҫак сӑмаха, Ҫӳлхуҫа сирӗн валли, Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ пӗтӗм йӑхӑр валли, каланӑ сӑмаха: 2. ҫӗр ҫинчи мӗнпур йӑхран Эпӗ сире анчах суйласа илтӗм, ҫавӑнпа та сирӗнтен мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗршӗн шыраса илӗп.
Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ Эпӗ сире кӗлте тиенӗ урапа таптанӑ пек таптаса лапчӑтӑп та — 14. вичкӗннин те чупмашкӑн вӑй юлмӗ, тӗрекли те хӑйӗн тӗреклӗхне упраса хӑвараймӗ, хӑюлли те хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫӑлаймӗ, 15. ухӑран перекенни те ури ҫинче тытӑнса тӑраймӗ, хӑвӑрт ҫӳрекенни те тараймӗ, ут ҫинче лараканни те хӑйӗн пурӑнӑҫне ҫӑлаймӗ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сире вара Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм та, аморрейсен ҫӗрне хӑвӑр валли еткерлӗхе илмелле пултӑр тесе, хӗрӗх ҫул пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Сирӗн ҫине янӑ Хамӑн аслӑ ҫарӑм — хӗрлӗ шӑрчӑк, тырӑ хурчӗ, ытти хурт-кӑпшанкӑпа нӑрӑ — ҫисе янӑ ҫулхисемшӗн ырӑлӑхпа тавӑрса парӑп сире.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эй эсир, Сион ачисем, Ҫӳлхуҫа Туррӑршӑн савӑнӑр, хӗпӗртесе тӑрӑр: Вӑл сире ҫумӑр виҫеллӗ парса тӑрӗ, ҫумӑрне сирӗн валли, ӗлӗкхи пекех, малтанхи ҫумӑр, кайранхи ҫумӑр ҫутарса тӑрӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне калӗ: «акӑ Эпӗ сире ҫӑкӑр, эрех, ҫу паратӑп, ҫакӑнпа тӑранса пурӑнӑр, урӑх сире ют халӑхсен мӑшкӑлӗ тумӑп. 20. Ҫурҫӗртен килнине сирӗн патӑртан пӗр шывсӑр, пӗр нимӗнсӗр ҫӗре хӑваласа кӑларӑп, унӑн малтанхи эшкерне тухӑҫ тинӗсне, хыҫалтине анӑҫ тинӗсне хӑваласа ярӑп, вара унран усал шӑршӑ кӗме тытӑнӗ, киревсӗр шӑршӑ-маршӑ сарӑлӗ, мӗншӗн тесен вӑл нумай усал тунӑ» тейӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫири тумтирӗре мар, чӗрӗре туртса ҫурӑр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр енне ҫаврӑнӑр: Вӑл — ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, сире ҫитнӗ хӗн-асапшӑн ӳкӗнет.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Виҫесӗр ҫылӑхӑрсемшӗн Вефиль сире акӑ мӗн кӑтартӗ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара Ефрем хӑйӗн чирне, Иуда хӑйӗн суранне курчӗ, Ефрем Ассур патне кайрӗ, Иарев патша патне ҫын ячӗ; анчах вӑл сире сыватма пултараймӗ, сирӗн сурансене сиплеймӗ.
Ос 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй священниксем, итлӗр ҫакна, эй Израиль килӗ, тӑнла, патша килӗ, хӑлхуна тай: ӗнтӗ сире сут тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен эсир Массифӑри таната, Фавор тӑвӗ ҫине карса хунӑ серепе пулнӑ.
Ос 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Даниил каланӑ вара: шӑпах хӑвӑн пуҫна ҫимех суйрӑн эсӗ; Турӑ Ангелӗ сана ҫурмалла касса татма, сире тӗп тума хӗҫпе кӗтсе тӑрать, тенӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑн хыҫҫӑн Дарий патша ҫапла ҫырса пӗлтернӗ: «Ҫӗр ҫинчи пур халӑхсене, йӑхсене, ӑрусене — тӑнӑҫлӑх та ырӑлӑх пултӑр сире!
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
99. Эпӗ сире Ҫӳлти Турӑ ман тӗлӗшӗмрен тунӑ хӑватсем, кӗтретсем ҫинчен пӗлтересшӗн.99. Знамения и чудеса, какие совершил надо мною Всевышний Бог, угодно мне возвестить вам.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
98. Навуходоносор патша — пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакан халӑхсене, йӑхсене, ӑрусене: тӑнӑҫлӑх пултӑр сире!98. Навуходоносор царь всем народам, племенам и языкам, живущим по всей земле: мир вам да умножится!
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эппин, ҫапла: е эсир трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле, сӑрнай тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай янӑраса кайнӑ-кайманах эпӗ лартнӑ ылтӑн кӗлеткене ӳксе пуҫҫапма хатӗр тӑратӑр, е сире, пуҫҫапмасассӑн, халех ҫунакан кӑмакана ывӑтӗҫ; сире ун чухне манӑн алӑран мӗнле турӑ ҫӑлса хӑварӗ?
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑн чухне кӑшкӑрса пӗлтерекенӗ хыттӑн каланӑ: халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем, сире пӗлтереҫҫӗ: 5. трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле, сӑрнай тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай янӑраса кайнине илтсенех, ҫӗре ӳксе, Навуходоносор лартнӑ ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапӑр.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.