Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Езекия каланӑ: мӗлкене вунӑ картлашка чухлӗ маларах кайма ҫӑмӑл; ҫук, мӗлке вунӑ картлашка чухлӗ каялла чактӑр, тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Исаия каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй каланӑ сӑмаха пурӑнӑҫлассине пӗлтерекен паллӑ ҫакӑ: мӗлкене вунӑ картлашка чухлӗ малалла шутармалла-и е вунӑ картлашка чухлӗ каялла чакарса тӑратмалла-и? тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Езекия ӗнтӗ Исаийӑна каланӑ: мана Ҫӳлхуҫа чӑнласах сыватассине, эпӗ виҫмине Ҫӳлхуҫа Ҫуртне каяссине пӗлтерекен паллӑ пулӗ-ши? тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унтан Исаия: пӗр касӑм смоква илӗр, тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ Эпӗ сана сывататӑп; виҫмине эсӗ Турӑ Ҫуртне каятӑн; 6. санӑн пурӑнас кунусем ҫумне тата вунпилӗк ҫул хушса паратӑп, сана тата ҫакӑ хулана Ассири патшийӗн аллинчен хӑтаратӑп, ҫакӑ хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн сыхласа хӑваратӑп, тет, тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Езекия стена енне ҫаврӑнса выртнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ: 3. эй Турӑҫӑм! эпӗ Хӑвӑн умӑнта тӗрӗс ҫӳренине, Хӑвна чун-чӗререн парӑнса пурӑннине, Сана юрӑхлине ҫеҫ туса пурӑннине асна илсемччӗ, тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ ун патне Исаия пророк, Амос ывӑлӗ, пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑн килӳ валли халал хӑвар: эсӗ вилетӗн, чӗрӗлейместӗн, тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, паян пире унӑн аллинчен ҫӑлсамччӗ, вара ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем пурте Эсӗ ҫеҫ, Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫеҫ пӗртен-пӗр Турӑ иккенне ӑнланса илӗҫ, тенӗ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Емаф патши, Арпад патши ӑҫта, Сепарваим хули патши, Ена, Ивва патшисем ӑҫта халь? тейӗр, тенӗ.13. Где царь Емафа, и царь Арпада, и царь города Сепарваима, Ены и Иввы?
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ассири патша ӗнтӗ Эфиопи патши Тиргак ҫинчен хыпар илтнӗ; ӑна: Тиргак санпа ҫапӑҫма килет, тенӗ.9. И услышал он о Тиргаке, царе Ефиопском; ему сказали: вот, он вышел сразиться с тобою.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Ман ирӗкӗмпе ун патне ҫил пӗр хыпар ҫитерӗ те вӑл каялла хӑй ҫӗрне таврӑнӗ, вара Эпӗ ӑна хӑйӗн ҫӗрӗнчех хӗҫпе тӗп тӑвӑп, тет, тенӗ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӗрӗ юлнисемшӗн, сыввисемшӗн кӗлтусамччӗ, тет, тенӗ.Принеси же молитву об оставшихся, которые находятся еще в живых.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Халӑх шарламан, ӑна пӗр сӑмах та чӗнмен, мӗншӗн тесессӗн Езекия патша хытарсах каласа хунӑ пулнӑ: «ӑна нимӗн те ан калӑр» тенӗ.36. И молчал народ и не отвечали ему ни слова, потому что было приказание царя: «не отвечайте ему».
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫав ҫӗрсен мӗнпур турринчен хӑшӗ те пулин хӑйӗн ҫӗрне манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварчӗ-и? Ҫӳлхуҫа Иерусалима манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварайӗ-ши вара? тет манӑн патшамӑм, тенӗ Рабсак.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Рабсак вӗсене каланӑ: ку сӑмахсене манӑн хуҫамӑм санӑн хуҫуна та сана ҫеҫ калама хушнӑ тетӗн-им? Ҫук, эпӗ хӳме ҫинче ларакансене те калатӑп, акӑ вӗсем сирӗнпе пӗрле хӑйсен каяшне ҫиме пуҫлӗҫ, хӑйсен шӑкне ӗҫме пуҫлӗҫ, тенӗ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара Хелкия ывӑлӗ Елиаким, Севна тата Иоах ӗнтӗ Рабсака ҫапла каланӑ: эсӗ чурусене арамейла кала — эпир ӑнланатпӑр; пирӗнпе еврейла ан калаҫ — пире хӳме ҫинчи ҫынсем илтме пултараҫҫӗ, тенӗ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Тата ҫакӑ ҫӗре аркатмашкӑн эпӗ кунта Ҫӳлхуҫа ирӗкӗсӗр килнӗ-им? Ҫӳлхуҫа мана: «ҫавӑ ҫӗр ҫине кай та аркатса тух ӑна» терӗ, тенӗ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Езекия, Иудея патши, Ассири патшине ҫапла калама Лахис хулине ҫын янӑ: айӑплӑ эпӗ; кай ман патӑмран; мӗн чухлӗ хырҫӑ хуратӑн — ҫавӑн чухлӗ паратӑп, тенӗ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхӗпе ҫапла каласа халал хывнӑ: ытти турӑсене ан хисеплӗр, вӗсене ан пуҫҫапӑр, вӗсемшӗн ан тӑрӑшӑр, вӗсене парне ан кӳрӗр, 36. Ҫӳлхуҫана — сире Хӑйӗн аслӑ хӑвачӗпе, вӑйлӑ аллипе Египетран илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана ҫеҫ — хисеплӗр, пӗр Ӑна кӑна пуҫҫапӑр, пӗр Ӑна кӑна парне кӳрӗр, 37. Вӑл хӑвӑра ҫырса панӑ йӗркесене, кӑтартнисене, саккуна, ӳкӗтсене кулленех пӑхӑнса-туса пурӑнӑр, урӑх турӑсене ан пуҫҫапӑр; 38. Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле хывнӑ халала ан манӑр, урӑх турӑсене ан пуҫҫапӑр, 39. Ҫӳлхуҫа Туррӑра ҫеҫ пуҫҫапӑр, Вӑл вара сире мӗнпур тӑшманӑрсен аллинчен хӑтарса тӑрӗ, тенӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ассири патшине хыпар ҫитернӗ: эсӗ куҫарса килсе Самарири хуласене вырӑнаҫтарнӑ халӑхсем ҫав ҫӗршыв Туррийӗн саккунне пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑншӑн Вӑл вӗсем ҫине арӑслансем ярать; арӑсланӗсем вӗсене вӗлерсех тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫав ҫӗршыв Туррийӗн саккунне пӗлмеҫҫӗ, тенӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.