Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Лисий иудейсем патне ҫырнӑ ҫырура акӑ ҫапла каланӑ пулнӑ: «Лисий Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунать. 17. Эсир янӑ Иоанпа Авессалом, алӑ пустарнӑ хурав хутне парса, унта мӗн ҫырнине пурӑнӑҫлама ыйтрӗҫ. 18. Ҫапла вара эпӗ патшана мӗн-мӗн пӗлтермеллине ӑнлантарса патӑм, мӗн йышӑнма палӑртнипе вӑл килӗшрӗ. 19. Ҫавӑнпа та, эхер те эсир патшапа ырӑ пурӑнас пулсассӑн, ӳлӗмрен те эпӗ сире ырӑлӑх кӳрес тӗлӗшпе пулӑшӑп. 20. Уйрӑм вак ыйтусем пирки вара эпӗ хӑвӑр янӑ ҫынсене те, хам янӑ ҫынсене те сирӗнпе калаҫса татӑлма хушрӑм. 21. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, диоскоринфий уйӑхӗ, ҫирӗм тӑваттӑмӗш кун».
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пӗтӗм чун-чӗрипе хӑюллӑ туйӑмсене парӑнса, хӗрарӑм ӑсне ар кӑмӑлӗпе ҫирӗплетсе, вӑл кашни ывӑлне хавхалантарнӑ, ашшӗсен чӗлхипе вӗсене ҫапла каланӑ: 22. «эсир ман варӑмра мӗнле пулса ҫитнине эпӗ пӗлместӗп: сире сывлӑшпа пурӑнӑҫ параканӗ эпӗ мар; сире эпӗ туман, сире кашнине мӗнрен-мӗнрен тунине эпӗ пӗлместӗп. 23. Тӗнчене Пултараканӗ, этем йӑхне Тӑваканӗ, мӗн пуррине йӑлтах Туса Ҫитерекенӗ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе сире каллех сывлӑшпа пурӑнӑҫ парӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир халӗ Унӑн саккунӗсемшӗн хӑвӑра хӑвӑр хӗрхенместӗр» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпир Турӑ Ҫуртне тасатса уяв ирттерме шухӑшлани ҫинчен сире ҫырса пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ; эсир те ҫав кунсене уявласа аван тунӑ пулӑттӑрччӗ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапла вара, ҫакӑ сире кирлӗ пулсассӑн, ҫынсем ярӑр та, вӗсем илсе ҫитерӗҫ.15. Итак, если вы имеете в этом надобность, пришлите людей, которые вам доставят.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫапла вара, хаслев уйӑхӗн ҫирӗм пиллӗкӗмӗш кунӗнче Турӑ Ҫуртне тасатса уяв ирттерме шутларӑмӑр, Неемия Турӑ Ҫурчӗпе парне вырӑнӗ туса лартсассӑн парне кӳнӗ пек, эсир те хӳшӗ тата вут-ҫулӑм уявӗ ирттерччӗр тесе, эпир сире ҫакӑн ҫинчен пӗлтерес терӗмӗр.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсир кӗлтунине илтех тӑтӑр: сирӗншӗн ырӑлӑх тутӑр, инкек-синкек вӑхӑтӗнче сире ан пӑрахтӑр!5. Да услышит моления ваши и да будет милостив к вам, и да не оставит вас во время бедствия!
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Сире пурсӑра та Хӑйне хисеплекен, Хӑйӗн ирӗкне пӗтӗм чун-чӗререн тӑрӑшса пурӑнӑҫа килтерекен чӗре патӑр!3. Да даст всем вам сердце, чтобы чтить Его и исполнять волю Его всем сердцем и усердною душею!
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ сире ырӑлӑх патӑр, Хӑйӗн шанчӑклӑ чурисемпе Авраампа, Исаакпа тата Иаковпа хывнӑ Хӑйӗн халалне асӑнсах тӑтӑр!
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах акӑ эпӗ ватӑлса ҫитрӗм ӗнтӗ, эсир вара, Турӑ ырӑлӑхӗпе, шӑпах вӑйпитти ҫынсем-ха: шӑллӑмпа ман вырӑна халӗ эсир йышӑнӑр, хамӑр халӑхӑмӑршӑн эсир кайса ҫапӑҫӑр, Ҫӳлти Туррӑмӑр пулӑшса пытӑр сире, тенӗ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эпир ӗнтӗ эсир ярса панӑ ылтӑн пуҫкӑшӑльпе пальма тураттине илтӗмӗр, эпир сирӗнпе пур тӗлӗшпе те килӗшӳ тума, хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхӗсем патне вӗсем сире хырҫӑ тӳлессинчен хӑтарччӑр тесе ҫырса яма хатӗр.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗлӗк Дарий [Арей] янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ: 20. «Спарта патши аслӑ священника Онияна савӑнӑҫ сунать. 21. Спарта ҫыннисемпе иудейсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенче вӗсем Авраам йӑхӗнчен тухнӑ тӑвансем тесе ҫырнине тупнӑ. 22. Халӗ ӗнтӗ, хамӑр ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн, эсир пирӗн патӑмӑра хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен ҫырса ярсассӑн аван тунӑ пулӑттӑр. 23. Хамӑр енчен эпир сире ҫакна пӗлтеретпӗр: сирӗн выльӑх-чӗрлӗхӗрпе сирӗн пурлӑхӑр — пирӗн; пирӗн мӗн пурри вара — сирӗн. Эпир сире ҫавӑн ҫинчен пӗлтерме хушрӑмӑр» тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсене сирӗн патӑра та ҫитме хушрӑмӑр, сире ырӑ сунса саламлама, сире хамӑр ҫырӑва — туслӑхӑмӑра ҫӗнетесчӗ тесе ҫырнӑ ҫырӑва — пама хушрӑмӑр.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах эпир сире те, хамӑрпа пӗр килӗшӳри ытти туссене те ҫав вӑрҫӑсене явӑҫтарса чӑрмантарас темерӗмӗр, 15. мӗншӗн тесессӗн пирӗн ҫӳлти пулӑшу пур, пире Турӑ Хӑй пулӑшать; ҫапла эпир хамӑр тӑшмансенчен хӑтӑлтӑмӑр, пирӗн тӑшмансене лӑплантарнӑ ӗнтӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпир хамӑр йӑлапа сире уявсерен те, ҫавӑн пекех уявлама хунӑ ытти кунсерен те парне кӳнӗ чухне, кӗлтунӑ чухне, нихӑҫан та сиктерсе хӑвармасӑр, тӑвансене асӑннӑ пек асӑнатпӑр.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Сире пӗлтермешкӗн ку ҫырӑва эпир хӑвӑр ҫинчен хамӑр хурӑнташӑмӑр Ласфен патне ҫырнӑ ҫыруран ҫырса илсе яратпӑр.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Паянтан пуҫласах акӑ сире, пӗтӗм Иудея халӑхне, хырҫӑран тата тӑварпа сутӑ тунӑшӑн, пуҫкӑшӑльшӗн хуракан тӳлеврен хӑтаратӑп; 30. Иудея ҫӗрӗнчен тата ун ҫумне Самарипе Галилейӑран хушӑннӑ ҫӗрсенчен виҫҫӗшӗнчен те илсе тӑнӑ пайӑма — тырпулӑн виҫҫӗмӗш пайӗн укҫине, йывӑҫ ҫимӗҫӗсен ҫуррин укҫине — паянхи кунран тытӑнса ӗмӗрлӗхе пӑрахӑҫлатӑп.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Малашне те пирӗн майлӑ пулса пурӑнӑр, пирӗн тӗлӗшрен ҫапла шанчӑклӑ пулнӑшӑн эпир те сире ырӑпа тавӑрӑпӑр: 28. сире нумай ҫӑмӑллӑх парӑпӑр, парнесем те парӑпӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Алким вӗсемпе йӑвашшӑн калаҫнӑ: эпир сире те, сирӗн тусӑрсене те усал тумӑпӑр тесе тупа тунӑ.15. И он говорил с ними мирно и клялся им, и сказал: мы не сделаем зла вам и друзьям вашим.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Иуда вӗсем патне калаҫса татӑлма ҫынсем янӑ: хамӑр ҫӗрӗмӗре ҫитмешкӗн эпир сирӗн ҫӗрӗр витӗр тухса кайӑпӑр, сире никам та кӳрентермӗ, эпир утса ҫеҫ тухӑпӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сире пур халӑхсем те телейлисем теме тытӑнӗҫ, мӗншӗн тесен сирӗн ҫӗрӗр пурне те ӑмсантарӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.