Шырав
Шырав ĕçĕ:
Макҫӑм парӑнмарӗ, килӗшесле мар сасӑпа: — Эсӗ ҫамрӑк халь, пурнӑҫра нимӗн те курса чухламан. Эпир, аннӳпе иксӗмӗр, аллӑ ҫине пусрӑмӑр. Мӗн тусан хамӑр ачасене лайӑх пуласса та чухлатпӑр. Юлашкинчен ҫакна ҫеҫ калатӑп: сирӗн юратуран телей мар, ҫӗтӗк сӑхман та ҫӗлесе тӑхӑнас ҫук, — терӗ те вӑл, ачи хутне кӗресрен, арӑмӗ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Макҫӑм пуҫне Прахӑр арӑмӗ хӗр ҫеҫ ҫуратни, ҫакна пула вӑл ытла чухӑн пурӑнни аса килчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах юмӑҫ пӑхнипе ҫакна та пӗлме май пур иккен.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халь ҫакна ҫеҫ ан ман: сан аллуна телей килет.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Малалла иртме пулӗ, Мавра аппа, — юлашкинчен сӑмах чӗнчӗ Микула, — ҫакна ҫеҫ ӑнланаймастӑп: мӗн ӗҫпе чӗннӗ эс мана?
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах мӗн ӗҫпе килнине ӑнлан-тариччен ҫакна астутарасшӑн: эпӗ кунта пулни тата ман ҫӑвартан тухнӑ сӑмахсем иксӗмӗр хушӑмӑрта юлмалла.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Америкӑри шульӑксем ҫакна илтсен пӗр ҫӗре пуҫтарӑнаҫҫӗ, тет те: «Пирӗнтен ӑс-та шульӑксем тӗнчере пулас ҫук. Ак Раҫҫее каятпӑр та вӗсене хӑйсен ҫӗршывӗнчех мӑшкӑлласа хӑваратпӑр», — тесе шут тӑваҫҫӗ, тет.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫакна кура Микула та Анукпа юнашар ларасшӑн ҫунчӗ, анчах ниепле те май килмерӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микулапа Ваҫли, ҫакна курсан, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ: «Эпир мӗн хуратпӑр?»
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫакна илтсен, Анук аллинчи йӗке сирпӗнсе кайрӗ те урайне ӳксе ункӑ ҫырса хӑварчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Хамӑр ял хӗрӗсене ют каччӑсенчен упрама хӑтланнине мухтама тивӗҫ те, ҫакна ҫеҫ шута илеймен эсир: ют ял каччи, пуринчен ытла пуян каччӑ хыҫҫӑн чупма шут тытнӑ хӗре ним туса та чарас ҫук.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мавра кайсан хӑйсене ирӗк пулассипе хӗрсем савӑнчӗҫ, анчах ҫакна палӑртасшӑн мар хаваслӑн та янравлӑн шавласа илчӗҫ:
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫакна илтсен, Ҫтаппан чӗри ҫумӗнчи тӑванне ҫухатнӑ пекех туя пуҫларӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан ҫакна ӑнланчӗ: патша ячӗпе унӑн ҫӗрне, тырри-пуллине, сурӑхӗсене тата кил хушшинчи ҫурт-йӗрне Михха валли туртса илеҫҫӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫакна вӗҫне ҫитиех ӗненме лешсем малалла калаҫасса кӗтрӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан ҫакна та аса илчӗ: вӑтӑр ҫула яхӑн ӗлӗкрех Атӑлкассипе тӗлме-тӗл хӑйӑрлӑ пӗчӗк утрав ҫеҫ курӑнатчӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Луччӑ ҫакна каласа пар: парӑмна хӑҫан тататӑн?
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Прахӑр ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ пек: — Эсӗ тата сӑмах чӗнме хӑятӑн-и? — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ те арӑмне чышса ячӗ.
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫакна Кӗтерук йӑвашшӑн та евӗклӗн каларӗ пулсан та, Якура вӑл пуҫ тӑрӑх пӑрлӑ шыв янӑ пекех туйӑнчӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫакна ӗненес шутпа, урала ҫинче тӑсӑлса выртакан вӗрене тытрӗ те, хӑш тӗлтен татса кайнине шыранӑ май, вӗренӗ салтӑнса юлнине пӗлчӗ.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.