Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑлне (тĕпĕ: ывӑл) more information about the word form can be found here.
Кинемей туйипе шаккаса ывӑлне чӗннӗ.

Help to translate

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

«Ҫын айӑпне хӑйӗн ҫине илнӗ вӑл», — тӳрре кӑларчӗ ывӑлне амӑшӗ.

Help to translate

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Клавти аппа ывӑлне мӑшӑр тупма тем пекех ӳкӗтленӗ.

Help to translate

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Ывӑлне вӗлернӗ каҫ тӗлӗк те курнӑ амӑшӗ: «Анне, эпӗ тракторпа ларса кайрӑм, мана икӗ уйӑхлӑха хупса хучӗҫ», — тенӗ Юрик.

Help to translate

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

«Ӗне те усраймасан пире ял-йыш мӗн калӗ? Ҫын ретӗнчен тухӑпӑр вара...» - этеме ӗҫ кӑна тытнине аван ӑнланнӑ амӑшӗ кашнинчех ҫапла ӳкӗтленӗ ывӑлне.

Help to translate

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Пӗррехинче ялта хыпар сарӑлчӗ: Риван арӑмӗнчен уйрӑлса аслӑрах икӗ ывӑлне Аркадипе Леонарда хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ...

Однажды в деревне разнеслась новость: Риван развелся с женой и старших сыновей Аркадия и Леонарда забрал с собой...

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

— Эх, ҫав Петӗре, ывӑлне пӗрре те килсе курмарӗ-ҫке.

- Эх, этот Петр, ни разу не наведал сына.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

— Ашшӗне пӑхса ывӑлне кай тенӗ те, Петӗр пек тилхепесӗр ӳсмерӗ Криша, — мухтатчӗ ӑна кӳршӗри Анна кинеми.

- Хоть и говорят приглядившись на отца выйди за сына, Гриша как Петр без вожжей не рос, - хвалила его соседская бабка Анна.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Йывӑр ывӑлне...

Тяжело сыну...

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Сӑмахран, ӳсӗр ашшӗ 5-мӗш класра вӗренекен ывӑлне виҫӗ кун хӗненӗ: аллипе — пуҫран, пиҫиххипе — ураран, резина шлангпа кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен ҫапнӑ.

Help to translate

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Евтук ывӑлне тепӗр хут ыталаса илчӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Евтук ывӑлне ыталаса илчӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Эс каларӑн: «Ывӑлӑм, пепкеҫӗм, ҫуралнӑ ҫӗршыва сыхла. Пиччӳ халь вӑрҫӑра ҫӳрет. Инкӳ куҫҫуль тӑкать. Кӳршӗсем те ҫухалнӑ ывӑлне асӑнса йӗреҫҫӗ. Иккӗрен пӗр ывӑлсӑр юлма аннӳне-мӗн ҫӑмӑл пулӗ тетӗн-им?»

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Йӗрсе тӑракан Евтук питне саппунӗпе шӑлса ывӑлне ыталаса илчӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Аҫу пӳртре сӑмавар пек чашкӑрса юлчӗ, — терӗ амӑшӗ ывӑлне ыталаса илсе.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Амӑшӗ пӗчӗк ывӑлне пир сумка ҫӗлесе парать.

Help to translate

Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ывӑлне Альтука илтерес мар тесе килте тем чуль шавласан та пӗрлешет ҫамрӑк икӗ чӗре.

Сколько бы не шумела она, чтобы сын не женился на Евдокие, все же соединятся молодых два сердца.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Арҫын техникӑна юратма тивӗҫ тесе шухӑшлаканскер ывӑлне Женьӑна мӗн пӗчӗкрен тӗрлӗ техникӑна «ҫӑварлӑхлама» хӑнӑхтарнӑ.

С детства сына Женю приучал работать с любой техникой, думая, что мужчина должен любить ее.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Шӑллӑма больницӑна хурсан пиллӗкри ывӑлне Максима хамӑр пата илсе килтӗмӗр.

Положив больного брата в больницу, 5-летнего Максима мы забрали к себе.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Амӑшӗ ывӑлне сарӑ ҫӳҫлӗ пуҫӗнчен ачашласа илчӗ те кӑмака ҫумӗнчи диван ҫине вырттарчӗ.

Help to translate

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed