Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуна (тĕпĕ: чун) more information about the word form can be found here.
Чуна тӑвӑнтарса, ҫав тери вичкӗннӗн ӳлесе ҫитнӗ снаряд сасси ӑна ҫиҫӗм пек хӑвӑрт татӑлнӑн туйӑнчӗ; ҫав кӗске самант хушшинче вара тӳпенелле питӗ сасартӑк хура пӗлӗт катрамӗ ывтӑнса хӑпарчӗ, урӑм-сурӑм хӑватлӑ вӑй пырса ҫапнипе ҫӗр чӗтренсе илчӗ, лашан малти урисем таҫта тӗпсӗр авӑра анса кайнӑ пек пулчӗҫ…

Ему показалось, что гнетущий, достигший предельного напряжения скрежет на какую-то сотую долю секунды оборвался, и вот в эту-то сотую секунды перед глазами его дыбом встало взметнувшееся черное облако, от сокрушающего удара задрожала земля, передние ноги коня как будто провалились куда-то…

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем ӑна Пруссипе Буковинӑран тытӑнса Дон ҫеҫенхирӗсем таран хӑйсемпе пӗрле ҫӳретрӗҫ, вӑл вара, кавалери чаҫӗн сирӗле пӗлми шӑрши, ҫуралнӑ кил шӑршипе пӗрех чуна ҫывӑх та тӑван пулчӗ.

Казаки пронесли его по всем дорогам от Пруссии и Буковины до донских степей, и он, нерушимый душок кавалерийской части, был столь же близок и знаком, как и запах родного куреня.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чир енчен сав-ҫавах тупӑ сассисем кӗмсӗртетсе килеҫҫӗ, ӗнӗк-ҫунӑкӑн йӳҫек шӑрши пушшех чуна витерсе тӑвӑрлатать.

С Чира по-прежнему доносились раскаты орудийных выстрелов, и еще резче, ощутимей чувствовался терпкий, прогорклый запах гари.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑван килӗн ачаранпа пӗлнӗ, чуна хумхантаракан шӑршине сывласа илсе, Григорий ыйтрӗ:

Вдохнув с детства знакомый, волнующий запах родного жилья, Григорий спросил:

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑшра пӗр вӑхӑтрах капланса тулнӑ ҫавнашкал темиҫе тӗрлӗ туйӑм хӗтӗртнипе, вӑл ҫак самантра кӗлеме те, шухӑшлама та пултарайман, анчах ӑсӗпе унчченех тӗвӗленсе ҫитнӗ темле хӑрушӑ ӗҫ патне чуна шиклентермелле хӑвӑртлӑхпа ҫывхарчӗ.

Движимая одновременно всеми этими разнородными чувствами, с пугающей быстротой приближаясь к чему-то предрешенному в глубине ее сознания, о чем она не хотела, да и не могла в этот момент думать.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна хӑй йӗри-тавра мӗн курни йӑлтах тӗлӗкри пек туйӑнчӗ, пуҫне чуна йывӑр анкӑ-минкӗлӗх тытса илчӗ, куҫӗ чарӑлса тӗттӗмленчӗ.

Все окружающее кажется нереальным, горькая одурь кружит голову и затемняет свет в глазах.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Темиҫе ҫеккунт чуна тертлентерсе тӑнӑ хыҫҫӑн, вӑл витрери шыва ҫӗр чавса вырнаҫтарнӑ выльӑх валашкине ячӗ те, айккарах пӑрӑнса, кӑшкӑрса каларӗ:

Помедлив несколько томительных секунд, он вылил воду в скотское долбленое корыто, врытое в землю, отошел, крикнул:

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ача макӑрнипе, вӑл чуна ыраттармалла шелленине кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ Иван Алексеевичӑн та кӗтмен ҫӗртенех куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухрӗ; ватса пӗтернӗ, юнӑхса кӳпченӗ тутине тӑварлӑ тумламсем чӗпӗтсе кайрӗҫ.

И у Ивана Алексеевича, тронутого детским плачем, ребячьей волнующей жалостью, навернулась непрошеная слеза, посолила разбитые, спекшиеся губы.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куҫ хӗррипе аяккалла пӑхса илсе, лӑпах ҫакӑнта курчӗ те Иван Алексеевич ҫичӗ ҫулсенчи арҫын ача амӑшӗн аркинчен ҫакӑнса йӑлӑннине; вӑл, хӑраса улшӑннӑ питҫӑмартисем тӑрӑх ҫумӑр шывӗ пек куҫҫуль юхтарса, ҫӑри-ҫари ҫухӑрса, чуна кӑларса илес пек вичкӗннӗн кӑшкӑрса ячӗ:

И вот тут-то Иван Алексеевич, глянув искоса в сторону, увидел, как мальчишка лет семи вцепился в подол матери и со слезами, градом сыпанувшими по исказившимся щекам, с визгом, истошно закричал:

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья ҫапла тӑркаларӗ те кравать патне пырса пичӗпе вырӑн ҫине тирӗнчӗ, чуна пусарса ҫӑмӑллатакан вӗри куҫҫульне юхтарса, киленчӗклӗн макӑрса ячӗ.

Постояла Аксинья, а потом подошла к кровати, упала ничком и заплакала такими обильными, облегчающими и сладкими слезами.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Апрель каҫӗнче пӗр вӗҫӗмех — кӑштӑр-каштӑр, чӑшӑл-чашӑл; тӗттӗмре иккӗлентерекен сасӑсем ҫине-ҫине илтӗнсе тӑраҫҫӗ, вӗсенчен кашниех чуна пӑлхантарать: «Мӗн-ха ара, ку, хӗрлӗармеецсем разведки ҫывхармасть-и унта?»

А шорохами так богата апрельская ночь, так много из темноты несется подозрительных звуков, что любой из них будит тревогу: «Не идет ли, не ползет ли красноармейская разведка?»

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юрра татах темиҫе бас хутшӑнчӗ, вӑл ӗнтӗ хӑвӑртрах та ҫӗкленӳллӗрех янӑрарӗ, тенор сасси вара, юрӑ ҫаврӑмӗсен вӗҫӗсене тата ҫӳлтен илнипе вӗҫкӗнленсе, халӗ ӗнтӗ тимлӗнрех те чуна ҫӗклентермелле савӑнӑҫлӑн чӗтрентерсе шӑранчӗ:

В песню подвалило еще несколько басов, темп ее ускорился, оживился, и тенор подголоска, щеголяя высокими концами, уже звучал напористо и подмывающе весело:

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗрсе курасчӗ санӑн ман чуна, унта пушӑ ҫӑл тӗпӗнчи пек хура…

В душу ко мне глянь, а там чернота, как в пустом колодезе…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пар каласа пӗтерме: манӑн ав ак ҫакӑнта сурса ыратать, пӗрмаях чуна вӑтӑрса хӗсет…

Дай мне сказать: у меня вот тут сосет и сосет, кортит все время…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сан ӑшунта халь хӗрарӑм тарӑхӗ вӗчӗлтетет, ман чуна мӗн хӑйранине, мӗскер ман юна ӗмнине ӑнкарма пултараймастӑн эсӗ.

В тебе одна бабья лютость зараз горит, а до того ты не додумаешься, что мне сердце точит, кровя пьет.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анат енчен вӗрекен ҫил чуна ҫӗклентерекен нӳрӗ варкӑш, ҫӗршӗнекен ҫулҫӑсемпе йӗпе йывӑҫсен хӗрхӳ шӑршине илсе килет.

Низовой ветер нес бодрящую сырость, терпкий запах гниющей листвы и мокрого дерева.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн чуна ҫӑмӑл та эрех пек ӳсӗртекен ҫурхи сывлӑшра тӗлӗрсе илме шутларӗҫ.

После полуднования решили подремать на легком и пьянящем, как вино, вешнем воздухе.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий сасартӑках Кудинова чӗр сӑран пиҫиххийӗнчен ярса тытрӗ, енчен енне силле-силле тайкалантарса, урса кайнӑ пек чуна ҫӳҫентермелле сиввӗн пӑшӑлтатма пуҫларӗ:

Григорий вдруг схватил Кудинова за сыромятный кавказский поясок, шатая, раскачивая, с холодным бешенством зашептал:

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ирӗлнӗ хура тӑпран авалтанхи шӑршипе ҫамрӑк курӑкӑн ӗмӗр ҫӗнӗ шӑршине ҫӑран сӑрхӑнтаракан ҫеҫенхир, кӑштах симӗсленнӗскер, хӑйӗн пӑхса ытарма ҫук илемӗпе чуна эпеклесе илӗртрӗ.

Несказанным очарованием была полна степь, чуть зазеленевшая, налитая древним запахом оттаявшего чернозема и вечно юным молодой травы.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Рябчиковӑн хӗрарӑмӑнни пек чуна чӗпӗтсе ыраттаракан хурлӑхлӑ сассипе хутӑшса, Алешка Шамилӗн хулӑн сасси янӑравсӑррӑн чӳхенсе юхрӗ:

И, сливая с тенорком Рябчикова, по-бабьи трогательно жалующимся, свой глуховатый бас, Алешка Шамиль подтягивал:

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed