Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хывса (тĕпĕ: хыв) more information about the word form can be found here.
Ял хыҫӗнче хӑяхпа сарӑ хӑмӑш хушшипе ҫыранланса выртакан ҫырма урлӑ сапёрсем сарлака кӗпер хывса пӗтерсе пыраҫҫӗ.

За деревней в лощине, поросшей желтыми кувшинками и осокой, саперы доканчивали просторный мосток.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл лашине пӗррех туртса касрӗ те хӑйсен станне персе ҫитрӗ; чарӑнма ӗлкӗричченех учӗ ҫинчен сиксе анса, хӗрсе ӗҫленӗ чух хывса пӑрахнӑ шӑлаварне тӑхӑнчӗ, унтан ашшӗне аллипе сулчӗ те, шӑрӑхпа йӑсӑрланса выртакан ҫеҫенхире кӑвак хуратут майлӑн тӗрлентерсе пыракан ытти казаксем пекех, тусан пӗлӗчӗ ӑшне путса, куҫран ҫухалчӗ.

Он подскакал к стану; прыгнув на ходу с лошади, натянул скинутые в разгаре работы шаровары и, махнув отцу рукой, растаял в таком же облачке пыли, как и те, что серыми текучими веснушками расцветили истлевавшую в зное степь.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Следователь хайӗн форма значокӗ ҫыпӑҫтарнӑ чӗрӗ пир картузне хывса аллине тытнӑ.

Следователь нес в руке парусиновую фуражку с форменным значком.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Пирус туртасчӗ. Халех чӗлпӗре яратӑп та табак хутаҫҫи кӑларса илетӗп», — тесе шухӑшларӗ вӑл, перчеткине хывса, аллипеле кӗсйинчи хутне вӑштӑртаттарса.

«Закурить бы. Зараз пущу повод и достану кисет», — подумал он, снимая перчатку, шурша в кармане бумагой.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан пиншакне хывса печӗ, кухньӑна лампа илме ыткӑнса тухрӗ.

Степан рванул с плеч полушубок, кинулся в кухню за огнем.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий малти пӳлӗмре ҫӗлӗкне хывса хучӗ те столовӑйне кӗчӗ.

Григорий в передней положил шапку, вошел в столовую.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хывса пӑрах аттуна, — канаш пачӗ ӑна йӗкӗтсенчен пӗри.

— Разуйся, — посоветовал один из ребят.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Донӑн икӗ хӗррипе тӗллӗн-тӗллӗн юр хывса кайнӑ симӗсрех пӑр ҫирӗпленсе пырать, ун айӗпе юхӑмпа хутшӑнайман шыв кӑпӑкланса явкаланать, шыв варринчен леререхре, хура ҫыртан ҫӑлкуҫӗсем палкаса юхса выртакан ҫыран хӗрринерехре, хаяр та ӑмсануллӑ пысӑк авӑр шурӑ юрпа шӑлланса выртать, ун тӑрӑх хӗл каҫма кунтах юлнӑ кайӑк кӑвакалӗсем чӑмкаласа ҫӳрени хура пӑнчӑсем евӗр курӑнать.

По краям зеленоватый, в снежных переносах, крепнул лед, под ним ластилась, пузырилась не захваченная стременем вода, а подальше середины, к левому берегу, где из черноярья били ключи, грозная и манящая, чернела полынья в белых снежных заедях; по ней черными конопушками переныривали оставшиеся на зимовку дикие утки.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ туфлисене хывса кӗретӗп.

Я лучше разуюсь.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тӑхта, ӑҫта йӑртлататӑн? — хӑраса ӳкрӗ Гришака мучи, куҫлӑхне хывса.

— Погоди, куда ж ты? — испугался дед Гришака, стаскивая очки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӗпеле тата работниксемпе пӗрле Митька хиртен таврӑнчӗ, ҫӑвӑнмасӑр-тумасӑрах, хӑпарса тухнӑ урисенчен хирте тӑхӑнмалли йывӑр чирикӗсене хывса пӑрахмасӑрах, Наталья патне горницӑна кӗрсе кайрӗ, юнашар пырса ларчӗ.

Митька приезжал с отцом и работниками с поля, — не умываясь и не скидывая с намозоленных ног тяжелых полевых чириков, проходил к Наталье в горницу, подсаживался.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ апат хатӗрлеттӗм те, ӗҫри ҫи-пуҫа та хывса пӑрахаймарӑм! — тӑкӑлтатса кайрӗ Лукинишна.

Я-то как стряпалась, так и не скинула буднюю юбку! — вскудахталась хозяйка.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑна арӑмӗпе юнашар тӑни аплах мар, мӗншӗн тесен арӑмӗ унтан пӗр шит ытлашшипех ҫӳллӗрех, ҫавӑнпа та вӑл алӑк суллинчен пӗр утӑм маларах иртсе, урисене автан пек хӗстерсе тӑчӗ, унтан, картузне хывса, пӑтранчӑк сӑрӑллӑ тӗксӗм турӑш ҫине пӑхса сӑхсӑхса илчӗ.

Ему невыгодно было стоять рядом с женой, была она выше его на добрую четверть, поэтому он ступил от порога шаг вперед, поджав по-кочетиному ногу, и, скинув фуражку, перекрестился на черную, мутного письма икону:

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юлашки кӗпем таранах хывса парам та, анчах пулӑш!

Хучь последнюю рубаху сыму, только пособи!

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ҫапӑҫура ҫурӑлса кайнӑ ҫӗтӗк ҫанӑллӑ кӗпине хывса пӑрахма та ӗлкӗреймерӗ, — пӳрт алӑкӗ хыттӑн чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, алӑк сулли ҫине каллех, тӑвӑл пӗлӗчӗ майлӑн, Пантелей Прокофьевич кӗрсе тӑчӗ.

Не успел Григорий скинуть рубаху с разорванным в драке рукавом, как дверь крепко хлястнула и на пороге вновь тучей буревой укрепился Пантелей Прокофьевич.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ӑҫтан чупма тытӑнмалла? — ыйтрӗ Митькӑран сотник, пэнснине тӳрлетсе лартса тата Митька ӑйӑрӗн ӑмринчи тӗреклӗ шӑнӑрӗсем ҫине ӑшшӑн куҫ хывса.

— Откуда скакать? — обратился к Митьке сотник, поправляя пенсне и любуясь могучими грудными мускулами Митькиного жеребца.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан кӑнтӑр тӗлӗнче таврӑнчӗ, пашкакаласа чириккине хывса пӑрахрӗ, унтан утса ӗшеннӗ урисене килленчӗклӗн хыҫма тытӑнчӗ.

Пришел оттуда в обед, кряхтя скинул чирики и, смачно почесывая натруженные ходьбой ноги, сказал:

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ай куҫ хывса хутӑн-и?

— Ай приметил?

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫул ҫинче тӗл пулакан мужиксем ҫакӑн пек чаплӑ та пуян экипажа курса (аппӑшӗ унпа сайра хутра кӑна ларса ҫӳренӗ) хисеплӗн чарӑнса тӑчӗҫ, ҫӗлӗкӗсене хывса пилӗк таранах пуҫ тайрӗҫ.

Попадавшиеся на дороге мужики, видя такой богатый экипаж (тетушка очень редко выезжала в нем), почтительно останавливались, снимали шапки и кланялись в пояс.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Григорий Григорьевич камердинерӗ ун ҫийӗнчен сюртукне, уринчен аттисене хывса илчӗ, халат тӑхӑнтарчӗ; вара Григорий Григорьевич вырӑн ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ те унӑн кӳлепи пӗр тӳшек ҫине тепӗр тӳшек хунӑ пек курӑнчӗ.

Тут камердинер Григория Григорьевича стащил с него сюртук и сапоги и натянул вместо того халат, и Григорий Григорьевич повалился на постель, и казалось, огромная перина легла на другую.

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed