Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсенчен чи асли, хуҫалӑх пуҫлӑхӗн арӑмӗ, Анна Ивановна Мигунова, Ромашов енне ҫаврӑнчӗ те: — Ромашов подпоручик, — терӗ, сӑмах вӗҫӗсене юнтармӑшлӑн тӑстарса та пуҫне аристократла мӑнаҫлӑхпа ывӑткаласа, хистевлӗ те хуҫкаланчӑк сасӑпа, — итлемешкӗн мӗн те пулин выляма хушсамӑрччӗ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хама ҫакӑн пек каласа ӗнентернӗ хыҫҫӑн эпӗ килтен хуҫалӑх ӗҫӗсене тума тухса ҫӳрекен пултӑм.Укрепившись в этой уверенности, я начал выходить из дому по разным хозяйственным делам.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ утрав ҫине лекнӗренпе виҫӗ ҫул ҫитрӗ ӗнтӗ, вӑл ҫулсем пӗтӗмпех хуҫалӑх ӗҫӗнче иртрӗҫ.На эти хозяйственные работы ушел весь третий год моего пребывания на острове.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Вӑл хуҫалӑх ӗҫне тӑвать, апат таврашӗ хатӗрлет; ку ӗҫпе вӑл яланах интересленет, — терӗ Катерина Васильевна.— Он хозяйничает, приготовляет закуску; это его всегда занимает, — сказала Катерина Васильевна.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем иккӗш уйӑх хушшинче 80 т. илчӗҫ; ку укҫапа чаплах пурӑнма ҫук ӗнтӗ, ҫапах та вӗсене нуша курма лекмерӗ, вӗсен пурлӑхӗ ерипен ӳссе пычӗ, вӗсем тепӗр виҫӗ уйӑхран е унтан та маларах хуҫалӑх тытма пуҫлатпӑр тесе шухӑшларӗҫ (ку кайран чӑнах та ҫапла пулчӗ).
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов, сых ятне мӗн пурӗ те 160 тенкӗ ҫеҫ пулнине кура, хӑйӗн тусӗпе канашланӑ хыҫҫӑн вӗсем Верочкӑпа иккӗш халех хуҫалӑх пуҫласа яма, сӗтел-пуканпа савӑт-сапа илесси ҫинчен калаҫма кирлӗ мар тесе шутларӗҫ; ҫавӑнпа вӗсем виҫӗ пӳлӗм илчӗҫ, пукансене, савӑт-сапана тата сӗтеле те мещен хуҫасенченех илчӗҫ: старикки хӑйӗн кунӗсене Вӑтам проспектра 1-мӗшпе 2-мӗш линисем хушшинче хӳме ҫумӗнче тӳмесем, хӑюсем, булавкӑсем , т. ыт. вак-тӗвек сутса ирттернӗ, каҫпа вӑл хӑйӗн карчӑкӗпе калаҫнӑ, карчӑкӗ хӑйӗн кунӗсене тӗрлӗрен ҫӗршер-пиншер ҫӗтӗк-ҫурӑк сапласа ирттернӗ, вӑл ҫӗтӗк-ҫурӑка ун патне пасартан ытамӗ-ытамӗпе йӑта-йӑта пынӑ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ, калас пулать, официаллӑ ҫын, ял хуҫалӑх управленин агрономӗ, ҫавӑнпа шухӑшӑра кӗскереххӗн калӑр.Я, так сказать, лицо официальное, агроном сельхозуправления, поэтому покороче ваши соображения.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Халӗ, шӑпа ҫапла килсе тухнипе, крайри ял хуҫалӑх управленин агрономӗ пулса тӑтӑм.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӑна ял хуҫалӑх техникумне вырнаҫтаратӑп, тепӗр икӗ ҫултан колхозра хамӑр агроном пулать, вара эпир юнашар ӗҫлӗпӗр.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Унта хуҫалӑх, кунта — политика.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Манӑн хамӑн кӗҫех пӗр мӑшӑр кӑвакарчӑн чӗп кӑлармалла, эсӗ пӗр мӑшӑр парӑн, вара манӑн та хуҫалӑх пулӗ.У меня скоро своих пара выведется, да пара, каких ты мне пожалуешь, вот я и при хозяйстве буду.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах Хижнякӑн сӑн-пичӗ унӑн ҫи-пуҫӗпе пӗрре те килӗшсе тӑмасть: тимлӗн пӑхакан ӑслӑ куҫсем, ҫӳхе тута хӗрринчи кулӑ йӗрри, теме тӑнланӑ пек, сылтӑм куҫхаршине каҫӑртас йӑла, пӗтӗм сӑн-пуҫра палӑракан интеллигентлӑх — тимлесе пӑхакана ҫаксем пӗтӗмпех ку ҫын выльӑх-чӗрлӗх хатӗрлес ӗҫпе ял хуҫалӑх ӗҫӗсенчен инҫетре тӑнине уҫҫӑнах пӗлтереҫҫӗ.
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Эпир, Давыдов юлташ, пачах тавлашман, сире ҫавӑн пек туйӑнчӗ пулӗ, вӑл-ку ҫинчен, пуринчен ытла хуҫалӑх пирки калаҫрӑмӑр.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ку вӗсене ӗлӗкхи уйрӑм хуҫалӑх йӑлипе пурӑнма хӗтӗртнине пӗлтерет: нимрен те йӗрӗнмелле мар, кирек мӗнле меслет те аван — ытларах сӑптӑрса пултӑр.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ку вӗт хальччен те, уйрӑм хуҫалӑх чухне те, ҫапла пулнӑ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эсӗ ман тимӗрҫ лаҫҫинче мана пулӑшакан ҫеҫ пулса ӗҫленӗ пулсан, хуторта никам та ним те калас ҫукчӗ, анчах эсӗ пирӗн пӗтӗм хуҫалӑх пуҫӗнче тӑратӑн-ҫке-ха…
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Политика ҫинчен-и унта, хуҫалӑх ҫинчен-и, ыйтатӑп та, вӑл: «Сан ӗҫ мар вӑл, старик», — тесе ҫеҫ лаплаттарса хурать.Что ни спрошу у него про политику или про хозяйство, а он в ответ буркнет: «Не твое дело, старик».
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Колхозран тухаканнисемпе ҫийӗнчех, хуҫалӑх ҫулталӑкӗ пӗтессе кӗтмесӗрех, расчетсем тума пултарайманнине те ӑнланаймастӑн пулсан, ӑҫтан политика тӗлӗшенчен вӗренсе ҫитнӗ ҫын пулма пултаратӑн-ха эсӗ?…
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ун пек ҫын вӑл, тӑшман, колхозра пурӑнать, анчах ҫӑварне мӗн тупӑка кӗрсе выртичченех уйрӑм хуҫалӑх пурнӑҫӗ еннелле чалӑштарса тӑрать…
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тухакансем уйрӑмах иккӗмӗш бригадӑран нумай пулчӗҫ, унта мӗн пурӗ те ҫирӗм тӑхӑр хуҫалӑх кӑна тӑрса юлчӗ, вӗсен шутӗнче те, Любишкин бригадир калашле, «тухса тарма хатӗрех тӑраканнисем» темиҫе ҫын пур.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959