Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Ача амӑшӗ ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! эпӗ санран хӑпмастӑп, тенӗ.30. И сказала мать ребенка: жив Господь и жива душа твоя! не отстану от тебя.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! эпӗ санран уйрӑлмастӑп, тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! эпӗ санран уйрӑлмастӑп, тенӗ.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Елисей каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! эпӗ санран уйрӑлмастӑп, тенӗ.Но Елисей сказал: жив Господь и жива душа твоя! не оставлю тебя.
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Ахияна каланӑ: акӑ Иеровоам арӑмӗ санран хӑйӗн ывӑлӗ ҫинчен ыйтса пӗлме килет — ывӑлӗ чирлӗ унӑн; ҫапла-ҫапла кала ӑна; вӑл урӑх тумтир тӑхӑнса килет, тенӗ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Соломона каланӑ: ҫапла тунӑшӑн, Манӑн халалӑмпа Манӑн йӗркемсене уяманшӑн, хӑвна мӗн хушнине астуса тӑманшӑн санран патшалӑха туртса илетӗп те хӑвӑн чуруна паратӑп; 12. анчах Давидшӑн, санӑн аҫушӑн, ҫакна Эпӗ сан ӗмӗрӳнте тумӑп, патшалӑхна сан ывӑлу аллинчен туртса илӗп; 13. пӗтӗм патшалӑхнех туртса илмӗп: Давид чурамшӑн, Хам суйласа илнӗ Иерусалимшӑн пӗр йӑхне сан ывӑлна парӑп, тенӗ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн ятушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, — 42. вӗсем Санӑн чаплӑ яту ҫинчен, Санӑн хӑватлӑ аллупа Санӑн пысӑк вӑю ҫинчен илтеҫҫех ӗнтӗ, — ҫапла килсе, вӑл ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, 43. илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан; ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне: ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑраччӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлччӗр.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Выҫлӑх пулать-и ҫӗр ҫинче, мур чирӗ пулать-и, вӗри ҫил пулать-и, тырра вутпуҫҫи тивет-и, хӗрлӗ шӑрчӑк е хурт килсе хуплать-и, халӑха тӑван ҫӗрӗ ҫинчех тӑшман хӗсме пуҫлать-и е урӑх мӗнле те пулин инкек-синкек, мӗнле те пулин чир пулать-и — 38. ҫынсем, инкеке чӗрипе туйса илсе, аллисене ҫак Ҫурт еннелле тӑссассӑн, Санӑн пӗтӗм халӑху хушшинчен пӗр ҫынни те пулин кӗлтуса йӑлӑнсассӑн та, 39. илтсемччӗ Эсӗ тӳперен — Ху пурӑнакан вырӑнтан, хӗрхенсемччӗ вара; Эсӗ кирек хӑш ҫынна та, ун чӗри мӗнлине курса, вӑл мӗнле ҫӳренине кура тавӑрса пар, мӗншӗн тесессӗн пур этем ывӑлӗсенӗн чӗрине пӗр Эсӗ анчах пӗлетӗн: 40. ҫапла вӗсем Эсӗ аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче мӗн пурӑннӑ таран, мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Санран хӑраса тӑччӑр.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Сан умӑнта ҫылӑха кӗнӗшӗн Санӑн Израиль халӑхне тӑшманӗ хӗне ӳкерсессӗн, вӗсем вара, Сан енне ҫаврӑнса, ҫак Ҫуртра Санӑн ятна асӑнса Санран каҫару ыйтса тархасласассӑн, 34. Эсӗ тӳперен илтсемччӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн ҫылӑхне каҫарсамччӗ, вӗсенӗн ашшӗсене Хӑв панӑ ҫӗршыва тавӑрсамччӗ вӗсене.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид аттемӗн чӗринче Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ячӗпе Ҫурт лартас ӗмӗт пулнӑ; 18. анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл; 19. ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл амӑшӗ валли те пукан лартса панӑ, лешӗ ывӑлӗн сылтӑм енне ларнӑ та 20. ҫапла каланӑ: ман санран пӗр пысӑках мар ӗҫ пирки ыйтмалли пур, кӑмӑл тусамччӗ мана, тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Адония каланӑ: эсӗ пӗлетӗн, патшалӑх ман аллӑмраччӗ, пӗтӗм Израиль ман ҫине пулас патша тесе пӑхса тӑратчӗ; анчах патшалӑх, манран куҫса, ман шӑллӑма тиврӗ: Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ пулчӗ ӗнтӗ ку; 16. халӗ эпӗ санран пӗр ӗҫ тума ыйтатӑп, кӑмӑл тусамччӗ мана, тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Анчах та, патша хуҫамӑм, Израиль ҫыннисем пурте сан ҫине пӑхса тӑраҫҫӗ: вӗсем санран патша хуҫамӑм хыҫҫӑн унӑн аслӑ пуканӗ ҫине кам ларассине пӗлтерессе кӗтеҫҫӗ; 21. унсӑрӑн, патша хуҫамӑм хӑйӗн ашшӗсем патне канӑҫлӑха ӑсансассӑн, айӑпӗ ман ҫине тата Соломон ывӑлӑм ҫине ӳкӗ, тенӗ Вирсавия.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. [Давид] каланӑ: юрӗ, эпӗ санпа килӗшӳ тӑвӑп, анчах санран пӗр япала пирки ыйтатӑп — акӑ мӗн: манпа курнӑҫма килнӗ чухне эхер те хӑвпа пӗрле Саул хӗрне Мелхолӑна илсе килмесессӗн, эсӗ ман сӑн-питӗме кураймӑн, тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Самуил каланӑ: Ҫӳлхуҫа санран пӑрӑнчӗ пулсассӑн, санӑн тӑшману пулса тӑчӗ пулсассӑн, мӗншӗн-ха эсӗ манран ыйтатӑн?
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Самуил ӗнтӗ ҫапла каланӑ: халӗ Ҫӳлхуҫа санран Израиль патшалӑхне туртса илчӗ те ӑна санӑн ҫывӑх ҫыннуна, санран лайӑхраххине, пачӗ; 29. Израилӗн Шанчӑкӗ суя сӑмах та каламасть, ӳкӗнмест те: ӳкӗнмешкӗн Вӑл — ҫын мар, тенӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Самуил Саула хуравланӑ: эпӗ санпа пӗрле пымастӑп, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен пӑрӑнтӑн, ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа та санран пӑрӑнчӗ: ку ҫын Израиль патши ан пултӑр терӗ, тенӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӳнтем пулни парнерен лайӑхрах, Турра пӑхӑнни сурӑх ҫӑвӗнчен аванрах: 23. пӑхӑнманни — ӑрӑм ӗҫӗ пекех ҫылӑх, хирӗҫ тӑни — йӗрӗхе пуҫҫапнипе пӗрех; эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен пӑрӑнтӑн, ҫакӑншӑн Вӑл та санран пӑрӑнчӗ: ку ҫын [Израиль] патши ан пултӑр терӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Священник тарҫи ӗнтӗ парне ҫӑвне ҫунтарса яричченех пырса тӑнӑ та парне кӳме килнӗ ҫынна ҫапла каланӑ: священник валли ӑшаламалли аш пар; вӑл санран пиҫнӗ аш илмест, чӗррине пар, тенӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах Руфь ҫапла каланӑ: хӑвна пӑрахса хӑварма, хӑвӑнтан уйӑрӑлса кайма ан хисте мана; эсӗ ӑҫта каятӑн, эпӗ те ҫавӑнта пыратӑп, эсӗ ӑҫта пурӑнӑн, эпӗ те ҫавӑнта пурӑнӑп; санӑн халӑху — манӑн халӑхӑм, санӑн Турру манӑн Туррӑм пулӗ; 17. эсӗ ӑҫта вилӗн, эпӗ те ҫавӑнта вилсе ҫӗре кӗрем; Ҫӳлхуҫа мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр; мана санран вилӗм ҫеҫ уйӑрӗ, тенӗ.
Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.