Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа, акӑ эпӗ — Сан умӑнта, терӗм; 19. Эсӗ хушнӑ пек, эпӗ кайӑп та хальхи халӑха ӑнлантарӑп.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Эпӗ каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша! эпӗ тинӗс варринчен ҫӗкленсе тухакан ара мӗншӗн курнине ӑнлантарса парсамччӗ мана, терӗм.51. Я сказал: Владыко Господи! Объясни мне это, для чего видел я мужа, восходящего из средины моря?
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Нумайӑшӗ ун патне пыра пуҫларӗ, хӑшӗсем хаваслӑ сӑнлӑ, хӑшӗсем салху сӑнлӑ, хӑшӗсен алли-урине ҫыхса лартнӑ, хӑшӗсене илсе пычӗҫ — эпӗ питех те хӑранипе вӑранса кайрӑм, вӑрантӑм та 14. Ҫӳлти Туррӑма ҫапла каларӑм: Эсӗ малтан Хӑвӑн чуруна хӑватсем кӑтартрӑн, манӑн кӗллӗме йышӑнтӑн, эпӗ ҫакна тивӗҫлӗ тесе шутларӑн; 15. апла ҫак тӗлӗк тупсӑмне те уҫса парсамччӗ мана, 16. мӗншӗн тесессӗн, эпӗ хам ӑсӑмпа ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫав кунсенче чӗрӗ юлнисене хуйхӑ ҫитӗ, вилнисене тата пысӑкрах хуйхӑ ҫитӗ: 17-18. ҫав кунсемччен чӗрӗ хӑварманнисем юлашки кунсенче мӗн пуласса, анчах хӑйсем ҫавӑнта хутшӑнайманнине ӑнланса хурланӗҫ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ вӗсене ҫапла хуравласа каларӑм: 46. Израиль, ҫирӗп пул, Иаков килӗ, ан хуйхӑр: 47. Ҫӳлти Турӑ сире асӗнче тытать, ҫак йывӑрлӑхра Тӗрекли сире манса кайман.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара каларӑм эпӗ: эй Ҫӳлхуҫа Патша! эхер те эпӗ Санӑн умӑнта тивлет илтӗм пулсассӑн, Эсӗ мана ыттисенчен тӳрӗрех тесе шутлатӑн пулсассӑн, манӑн кӗллӗм Сан патна ҫитрӗ пулсассӑн, 8. мана тӗреклӗх пар, мана, Хӑвӑн чуруна, ҫак хӑрушӑ курӑнӑвӑн тупсӑмне кӑтарт, ҫапла манӑн чунӑма пӗтӗмпех лӑплантар, 9. мӗншӗн тесессӗн Эсӗ мана юлашки вӑхӑта кӑтартма тивӗҫлӗ тесе шутларӑн, терӗм.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тата ҫакна та куртӑм: акӑ вӗсем ҫухалчӗҫ, ӑмӑрткайӑк кӳлепи йӑлтах ҫунса кайрӗ — пӗтӗм ҫӗр сехӗрленсе ӳкрӗ, эпӗ те ӑшчик хускалнине, ӑс пӑтраннине тата хытӑ хӑранине пула вӑранса кайрӑм та хама хам каларӑм: 4. эпӗ Ҫӳлти Туррӑн ҫулӗсене тишкересшӗнччӗ, ҫавӑнпа манӑн ҫакна курмалла пулчӗ, терӗм.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Акӑ ӗнтӗ арӑм мана урӑх курӑнмарӗ, сарлака никӗс ҫине лартнӑ хула курӑнса кайрӗ, вара эпӗ хӑранипе хыттӑн кӑшкӑрса ярса каларӑм: 28. малтан ман патӑма килнӗ Уриил Ангел ӑҫта? вӑл мана тӑнран ямалла арпаштарса ячӗ, халь ӗнтӗ тӗллевӗм те ҫухалчӗ, кӗллӗм мӑшкӑла ҫаврӑнчӗ! терӗм.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пуҫӑмри шухӑшсене сирсе ярса, эпӗ ҫак хӗрарӑма ҫилленсе кайса каларӑм: 6. эй мӗнпур арӑмран ӑссӑртарах арӑм! курмастӑн-им пирӗн тӗллӗн йӑтӑнса аннӑ асапа?
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вара эпӗ хамӑн шухӑшӑмсене сирсе ятӑм та ун еннелле ҫаврӑнса каларӑм: 40. мӗншӗн йӗретӗн эсӗ, мӗншӗн чунтанах хуйхӑратӑн? терӗм.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара чӗлхе-ҫӑварӑм уҫӑлчӗ те, эпӗ Ҫӳлти Турӑ умӗнче калаҫма тытӑнтӑм, ҫапла каларӑм: 29. эй Ҫӳлхуҫамӑм! пире Хӑвна кӑтартса, Эсӗ пирӗн аттемӗрсене, вӗсем Египетран тухсан, ҫын ҫӳремен пулӑхсӑр пушхирте курӑннӑ, 30. вара каланӑ: «итле Мана, Израиль, тӑнла Манӑн сӑмахӑма, Иаков вӑрлӑхӗ. 31. Акӑ Эпӗ сирӗн чун-чӗрене Хамӑн саккунӑма акатӑп, вӑл сирӗнте ҫимӗҫ кӳрӗ те, эсир унпа ӗмӗрех мухтавлӑ пулатӑр» тенӗ.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: 15. эпӗ малтан та каланӑччӗ, халӗ те калатӑп, кайран та калӑп: хум тумламран пысӑкрах пулнӑ евӗр, пӗтекеннисем ҫӑлӑнаканнисенчен ытларах, терӗм.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ хуравласа каларӑм: 63. эй Ҫӳлхуҫамӑм, акӑ халӗ Эсӗ мана нумай паллӑ кӑтартрӑн, Эсӗ вӗсене тӗнче пӗтнӗ чухне пултарма тытӑнатӑн, анчах ҫавӑ хӑш вӑхӑтра пулассине кӑтартмарӑн, терӗм.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Эпӗ хуравласа каларӑм: эхер те эпӗ тивлет илтӗм пулсан, малалла та калӑп.42. Я отвечал и сказал: если я обрел благодать, то буду говорить.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Эпӗ мӗнле каларӑм, чӑнах та, ҫавӑн пек.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ каларӑм: эй ӗмӗрех пурӑнакан Ҫӳлхуҫа, Санӑн куҫу ҫӳлте, Эсӗ тӳпере пурӑнатӑн.20. Я сказал: Господи, живущий вечно, Которого очи обращены на выспреннее и небесное,
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ хама хам каларӑм: чунӑм! ӑслӑлӑха шыра, ӑнланма тӑрӑш, 5. эсӗ хӑв ирӗкӳпе килместӗн тата каяссу килмен чухнех каятӑн, сана кӗске вӑхӑт ҫеҫ пурӑнма ирӗк панӑ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Эпӗ хуравласа каларӑм: пӗлетӗп, хуҫамӑм: Ҫӳлти Турӑ — хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа та Вӑл халлӗхе тӗнчене килейменнисене каҫарать, 63. Хӑйӗн саккунне пӑхӑнса ҫылӑхран ӳкӗнекенсене хӗрхенет.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Эпӗ хуравласа каларӑм: акӑ манӑн пӗрремӗш те юлашки сӑмахӑм: ҫӗр Адама ҫуратман пулсассӑн аванрах пулатчӗ, ҫуратнӑ пулсассӑн ӑна ӗнтӗ ҫылӑхран тытса чармаллаччӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: чӑн малтанах Авраам Содом ҫыннисемшӗн кӗлтунӑ; Моисей пушхирте ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсемшӗн кӗлтунӑ; 37. ун хыҫҫӑн Иисус вара Ахан вӑхӑтӗнче Израильшӗн кӗлтунӑ; 38. Самуил ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче — халӑхшӑн, Давид — мур чирӗпе вилекенсемшӗн, Соломон — Турӑ Ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳме пынисемшӗн; 39. Илия — ҫумӑр кӗтекенсемшӗн тата вилнӗ ачана чӗртсе тӑратассишӗн; 40. Езекия — Сеннахирим вӑхӑтӗнче халӑхшӑн; тата ыттисем те кӗлтунӑ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
102. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: эпӗ Санӑн умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, мана, Хӑвӑн чуруна, тата ҫакна кӑтартсамччӗ — сут кунӗнче сӑваплисем ҫылӑхлисене хунтӑлама пултараҫҫӗ-и е вӗсемшӗн Ҫӳлти Турра тархаслама пултараҫҫӗ-и?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.