Шырав
Шырав ĕçĕ:
Секретарӗн уҫӑ та кӑмӑллӑ пичӗ ҫине айккинчен пӑхса пынӑ май Давыдов хӑйне ҫӑмӑл та ирӗклӗ туйма пуҫларӗ, тӑп тытнӑ тутисем ун ирӗксӗрех йӑл кулса илчӗҫ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лушка ҫамрӑк хаваслӑхпа чарӑнайми ахӑлтатса кулса ячӗ те, Давыдовӑн чӗри ирӗксӗрех ҫемҫелчӗ.Лушка расхохоталась так молодо и безудержно, что у Давыдова невольно смягчилось сердце.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пурӑнан пурнӑҫ пуриншӗн те иртсех пычӗ — хурлӑхӗ нумай, савӑнӑҫӗ сахал; акӑ ӗнтӗ вӑл — ватӑла пуҫланӑ амӑшӗ — каҫсерен Яшӑн ҫӑмӑл, темле шуҫса пыракан уттине ирӗксӗрех итлет, кӗрнеклӗ те савӑк каччӑ пулнӑ вӑл, амӑшӗ хӑй ӑшӗнче ывӑлӗпе мухтанатчӗ те.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Яков Лукич ирӗксӗрех юсанчӗ, ҫурӑмне тӳрлетрӗ, аллисене пӗвӗ ҫумне ярт тытрӗ.Яков Лукич невольно подобрался, выпрямив спину, вытянув руки по швам.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ывӑлне курсан, Лао-шуань ирӗксӗрех улшӑнчӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Давыдов ирӗксӗрех ун сӑмахне пӑхӑнчӗ.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Малта пыраканни ӳрӗк-сӳрӗккӗн сухалать пулсан, ыттисен те ирӗксӗрех унпала танлашса пымалла.Ежели передний пашет с прохладцем, и остальные по нем нехотя равняются.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӗлетсем енчен пӗр вӗҫӗмсӗр тата хаяррӑн кӗрлесе тӑракан шӑв-шава илтсен, Давыдов ирӗксӗрех утӑмне чакарчӗ.Давыдов невольно замедлил шаг, услышав доносившийся от амбаров сплошной и грозный рев:
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Юлашкинчен Разметновӑн ирӗксӗрех ҫапла калама тиврӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Йывӑр-и? — сурчӑкне ҫӑтса, Макарпа унӑн кӗнеки ҫине ирӗксӗрех хисеплесе пӑхса ыйтрӗ Разметнов.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ малалла Соломон: патшан пӗртен-пӗр хӗрӗ, тӗлӗнмелле хитре те хӗрӳ пике, ҫӗнӗ повара вӑрттӑн юратса пӑрахать иккен, ҫакӑн ҫинчен вӑл ӑна ирӗксӗрех пӗлтерет; пӗррехинче вара вӗсем иккӗшӗ ҫӗрле керменрен тухса тараҫҫӗ, вӗсене хуса ҫитеҫҫӗ те каялла илсе килеҫҫӗ, Соломона ҫакӑншӑн вӗлермелле суд тӑваҫҫӗ, тӗрме тӗпӗнчен ун ӑнсӑртран ҫеҫ тарса хӑтӑлма май килет.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Нагульнов темле майлӑ та тӑрӑшрӗ, тем тӗрлӗ те ӳкӗтлерӗ, темпе те хӑратса пӑхрӗ пулин те, вӑрлӑх хывасшӑн пулман ҫынсене ирӗксӗрех киле яма тиврӗ.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лятьевский (тата шӑппӑнрах калаҫма пуҫларӗ те Яков Лукич ирӗксӗрех унӑн калаҫӑвӗн ҫыхӑнӑвне ҫухатрӗ).Лятьевский (еще тише, так что Яков Лукич невольно утратил связность в его речи).
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Темле халиччен пулман ӗҫ сиксе тухнӑ пулмалла, ҫавӑн пирки ӗнтӗ Половцевӑн ирӗксӗрех Гремячий Лог хуторӗнчен икӗ эрнелӗхе тухса кайма тивет имӗш.Случилось что-то необычайное, что понуждало Половцева выехать из Гремячего Лога на две недели.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унашкал самантсенче Яков Лукич унран тата ытларах хӑрама, ҫавӑнпа пӗрлех ӑна ирӗксӗрех ытларах хисеплеме пуҫлать.В такие минуты Яков Лукич испытывал к нему еще больший страх и невольное уважение.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Манӑн колхоза ирӗксӗрех кӗмелле тата колхоза хирӗҫ калаҫма та юрамасть.Мне дюжей, чем тебе, надо в колхоз вступать и говорить против нельзя.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑйлӑраххи — малта пырать, вӑйсӑрри — чарӑнса тӑрать, ун пирки вара вӑйлин те ирӗксӗрех чарӑнса тӑма тивет.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн кӑткӑсах мар ытарайми илемӗ патша куҫӗсенче ирӗксӗрех шӑп-шӑпӑрт ҫемӗҫлӗх кулли ҫуратать.И его незатейливая изящная прелесть вызывает тихую улыбку умиления в глазах царя.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ирӗксӗрех ҫав кӗске те пуклак туяна вӑл куҫпа виҫет.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Вӑл вӗсен тап-таса ҫуса тасатнӑ ӗнсисене, вӗсен ҫинҫе те шурӑ аллисене, вӗсен янаххисем усӑнса аннине, тутӑ пирки пичӗсем ҫуталса тӑнине асӑрхать, — асӑрхать те, ирӗксӗрех вӗсем кашни кун ҫиекен апат ҫинчен шухӑшлать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.