Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халь the word is in our database.
халь (тĕпĕ: халь) more information about the word form can be found here.
Унӑн халь чипер выртса ирттермелле.

Ему необходимо отлежаться как следует.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ариша халь тарават пулмарӗ, алӑк урлӑ ҫеҫ:

Ариша встретила меня не очень приветливо и через цепочку двери:

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унта халь акӑш-макӑш атака пырать…

У них сейчас там хорошая атака идет…

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Репетици турӑмӑр, турӑмӑр — халь ак пыр та кур!

Репетировали, репетировали — и пожалуйте!..

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кун халь ҫеҫ пуҫланнӑ пулсан та хӗвел ҫав тери хӗртет.

Несмотря на то что было раннее утро, зной уже стоял над полем.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Акӑ ӗнтӗ, халь иксӗмӗрӗн те куҫ виттисем пур хайхи — танлашрӑмӑр та.

— Ну вот, оба мы теперь с наглазниками — сравнялись.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Йывӑҫ пахчинче музыка кӗрлет — пӗве патӗнче выляҫҫӗ, унта халь гуляни тата иллюминаци пырать.

Из парка доносится музыка — это играют у пруда, где устроено гулянье и иллюминация.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пире вӑрҫӑ пихампарӗ Урахла ӗҫкӗ халь парӗ, — Шухӑ, шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ!

Вот Пир иной нам бог дает, Пир задорней, удалее, И шумней, и веселее…

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ну, халь ӗҫкӗ — ӗҫкӗ мар, Ут утлан та хӗҫ кӑлар!

Но чу, Гулять не время, К коням, брат, и ногу в стремя, Саблю вон — и в сечу!

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халь Симочка — Серафимочка…

— Теперь Симочка-Серафимочка.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халь ӗнтӗ килне кай, кан.

— Поезжай домой, отдохни.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Акӑ ку Павлуша, Павел Иванович, оператор, халь вӑл сире сӑнамалла ӳкерсе пӑхӗ.

— Вот это Павлуша, Павел Иванович, оператор, он вас сейчас попробует снять.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ, ҫав тери аптӑранӑ пулсан та, ҫапах халь ӗнтӗ тӗшмӗрте пуҫларӑм, лӑпланас майне кайрӑм.

Как ни была я сбита с толку, все же какие-то догадки теперь уже успокаивали меня.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Вӑл мӗн иккенне те пӗлмест-ха, — сӑмах хушрӗ халь тин ҫитсе тӑнӑ вӑрӑмми.

— Она толком не знает даже, в чем дело, — проговорил, подойдя, высокий чернявый.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халь, чӑнах та, чирлӗ ҫын шучӗпе ҫеҫ-ха.

Правда, пока еще в качестве больного.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл инҫетре, Зубов бульварӗнче пурӑнатчӗ, трамвай ҫине ларсан халь тӳлемеллеччӗ ӗнтӗ, ҫирӗммӗш ҫулхи пек марччӗ.

Он жил далеко, на Зубовском бульваре, а трамваи были теперь платные, не то что в двадцатом году.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шкулта пӳлӗмсене сӑрласа шуратнӑ та — ӗлӗк таса мар пулнӑ пӳлӗмсене халь паллама ҫук, ун чухне чӳречесем витӗр нимӗн курӑнмастчӗ, мачча та хуп-хураччӗ.

Во-вторых, ее покрасили и побелили — просто не узнать стало прежних грязных комнат с тусклыми окнами и черными потолками…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасен ҫуртӗнче ӗлӗкхи пекехчӗ, Серафима Петровна ҫеҫ кайнӑччӗ, ун вырӑнне халь арҫын учитель Суткин килнӗччӗ.

В детдоме все было по-старому, только Серафима Петровна перешла в старшие классы, и на ее место поступил мужчина-воспитатель Суткин.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫта-ши вӑл халь?

Где он теперь?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑвакарса шурни — вилес умӗнхи тӗс ӗнтӗ — ман ытла паллӑ пулнӑ пулас, пӗр доктортан пуҫне ыттисем пурте аллисене сулнӑ, кашни ирсерен килсен вӗсем: — Епле, халь те пурӑнать-и-ха? — тесе ыйтнӑ.

Синюха — верный признак смерти — была у меня такая, что все доктора, кроме одного, махнули рукой и только каждое утро спрашивали с удивлением: — Как, еще жив?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed