Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Енӗн хальхи ҫамрӑкӗсем пирӗн халӑхӑн культура йӑли-йӗркисене тивӗҫлипе тытса пырасси тата нумай ӗмӗре тӑсӑлакан истори тапхӑрӗнче пухса пынӑ яланлӑх хаклӑхсене шанчӑклӑн сыхласа упрасси пирки пӗрре те иккӗленместӗп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1371586
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, «Мускавпа тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫленӗ май республикӑна хушма укҫа илсе килме май килет».
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Республикӑри сывлӑх сыхлавӗ тӗлӗшпе тытса пыракан политикӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланипе пӗчӗккисем чирлесси юлашки 3 ҫулта 3 процент чакнӑ, сыввисем йышланнӑ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Путрӗ пуль тесе ӑшталанма тытӑнтӑмӑр кӑна — хайхискер пысӑк пулла сухинчен тытса тухрӗ.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
«Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ кашни салтака, ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ кашни ветерана асра тытса пӗр минут шӑп тӑрас-тӑк, тӗнче аллӑ ҫуллӑха шӑпланӗччӗ», — ҫакӑн пек шухӑша вуланӑччӗ эпӗ нумаях пулмасть социаллӑ сетьре.
Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Михаил Игнатьев ЧР Правительстви тата РФ Стройминӗ тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлени ҫинчен каланӑ.
Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Пӗчӗккисем ача-пӑча кӗнекисене алла тытса ӳкерчӗкӗсене, илемне, кӑмӑла каякан теттесене хӑйсемле «тӗрӗслеҫҫӗ».
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Паллах, палӑртнин шӑнӑрне санӑнах ҫирӗп тытса пымалла.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Ҫав чыспа ята тивӗҫлӗ тытса пырас тесен ай-ай! нумай ӗҫлемелле.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
- Хаксене ҫулла-хӗлле пӗр пек тытса тӑма чӗртавара сутакансен тата туянакансен калаҫса-килӗшсе ӗҫлеме вӗренмелле.
Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Вӑл хӗллехи тапхӑрта рынокра сӗт сахаллипе, ӗнесене тытса тӑма тӑкаклипе те ҫыхӑннӑ.
Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пурӑннӑран Павел Федоров халӗ пачах та чирлемест.Из-за того, что Павел Федоров ведет здоровый образ жизни, сейчас совсем не болеет.
Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Чӗлхе Киева ҫитерет пулсан, ӗҫченлӗх тӗнче тытса тӑрать темелле.
Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Ҫавӑнпа алла хаҫат-журнал тытса вуланинчен лайӑххи ҫук теҫҫӗ.Поэтому нет ничего лучше, чем читать газеты и журналы в руках.
Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Управлени ӗҫченӗсем ӗҫ укҫинчен алимент тытса юлмалла тунӑ организацисен бухгалтерне тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ӑна хӗрарӑмӑн шалӑвӗнчен тытса юлӗҫ.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
«Кил-ҫурта пӑрахса тухса каясси, пурнӑҫа кирек ӑҫта та ҫӗнӗрен йӗркелесси хӑратмасть мана. Питӗ ватӑ мар-ха эпир, вӑй-хал пур. Анчах хуҫалӑха тытса пыма пӗлмен ҫынсене хамӑн ҫурта епле парса хӑварас-ха? Пуррине юхӑнтарма нумай кирлӗ мар вӗт. Ахаль те пӑтранса пурӑннипе вӑхӑта сая ятӑм», — калаҫрӗ Владимир Катырев.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Кӳренӗве ӗмӗр тӑршшӗпех асра тытса пурӑнмалла мар, ачисен амӑшӗпе хутшӑнмаллах.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Маҫака ҫын ҫӑхавне пула икӗ хут тытса кайнӑ.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Настя йӑмӑкне унта вырттарнӑ, шӑллӗне алӑра тытса утьӑкка сиктернӗ, ларнӑ ҫӗртех кравате силленӗ — Сара ҫапла ҫывӑрса кайнӑ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №