Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

командир the word is in our database.
командир (тĕпĕ: командир) more information about the word form can be found here.
Килне таврӑнсан, вӑл пӗр-икӗ сехет вырӑн ҫинче ним хусканмасӑр выртрӗ, унтан ротнӑй командир патне кайрӗ те штаба яма ыйтса илчӗ.

Вернувшись домой, он часа два неподвижно лежал на постели, потом отправился к ротному командиру и отпросился в штаб.

XLII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Аван мар-с, — хырӑм тӗпӗнченех янласа тухрӗ тейӗн, хӑрлатакан баспа пуҫларӗ те вӑрӑм пауза турӗ командир.

— Нехорошо-с, — начал командир рычащим басом, раздавшимся точно из глубины его живота, и сделал длинную паузу.

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Алӑкран тиншӗк йӑкӑртатса-йӑрӑлтатса тухрӗ — чӑннипех те командир тиншӗкӗччӗ ӗнтӗ: ыррӑн курӑнма тӑрӑшакан сӗмсӗркке сӑн-пит, ҫӳҫне, ҫу сӗрсе, айккинчен уйӑрса туранӑ, шур ҫипрен ҫыхнӑ перчеткепелен.

Из дверей выюркнул денщик — типичный командирский денщик, с благообразно-наглым лицом, с масленым пробором сбоку головы, в белых нитяных перчатках.

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Анчах ӑна ҫийӗнчех, суян курӑнас мар тенӗн пулас, сасартӑк ытла та хаярланса кайнӑ командир сасси чарса тӑратрӗ:

Но его сейчас же остановил голос командира, ставший вдруг чересчур суровым, чтобы не быть поддельным:

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Командир хӑлхине кӗчӗ-тӗк — мӗн аванни унта!

Дойдет до командира — что хорошего!

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Командир мӗнпур ротӑра офицерсенчен мӗлке-кӗлетке каснине ыйтать.

Командир во всех ротах требует от офицеров рубку чучел.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ун чухне ӗҫе кам ертсе пырас тет, ҫав командир пулма пултарать.

Тогда командиром становится тот, кто хочет командовать.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Командӑ кам парать? — ыйтрӗҫ пӑлхавҫӑсем командир ҫинелле пӑхса.

— Кто командует? — спрашивали повстанцы, вглядываясь в командира.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сире пысӑк чыспа ырӑ сунасшӑн! — терӗ вӑл янравлӑ сасӑпа; вара, тутисене пӗрсе, яланхи Макар пулса тӑрса, хуллен, анчах командир пек хушса: — Ман пата! — тесе хучӗ.

Хочу вас проздравить с великой честью! — И, уже сжав губы и став обычным Макаром, негромко, но по-командирски повелительно бросил: — Ко мне!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Командир чӗрӗ пулнине тата тӗрӗс решени хӑвӑрт йышӑннине вилес пекех юрататӑп…

— До смерти люблю, когда командир энергичен и быстро принимает правильное решение…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ командир пулнӑ эскадронра службӑра тӑнӑ эсӗ, ун чухне епле паттӑр утлӑ армеецчӗ, халӗ те ҫавӑн пекех колхозра пуринчен малта пыратӑн.

Служил ты под моей командой в эскадроне, и как тогда был геройским конармейцем, так и зараз колхозник на первом счету.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӑрмав-мӗн килсе тухсан, кам та кам хӑй пример парса ҫынсене ертсе каять, ҫавӑ лайӑх командир пулать!

Тот и хорош, который в заминке своим примером ведет.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ те ун еннелле сулӑнатӑн: «лайӑх командир», текелетӗн, темскер калаҫатӑн…

А ты еще туда же: «Хороший командир» и прочее…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна кӗскен ҫеҫ сотеннӑй командир пулнӑ ҫын мӗн шутпа килни ҫинчен каласа пачӗ.

Коротко рассказал ей о целях приезда бывшего сотенного командира.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, вӗҫтер тӑванӑм! — тенӗ те командир, ачана ыталаса илнӗ.

Ну, шагай, братец! — Командир крепко обнял мальчика.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗҫсенчен хӑтарса хӑварма шутлатӑн-и? — тесе ыйтнӑ командир.

От врага уберечь надеешься? — спросил командир.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Калӑпӑр, ҫуркунне, хальхи пек пӑр каять, командир ӑна хӑй патне чӗнтерет, кирлӗ ӗҫпе шыв леш енне каҫма хушать.

И вот, скажем, весна, ледоход, вроде этого; вызывает его к себе командир отряда и приказывает пробраться на тот берег реки с очень важным заданием.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Командир приказне пурнӑҫлама васкакан матроссем карапӑн чалӑшнӑ енӗпех чупа-чупа иртнӗ.

Но, выполняя приказ, матросы невольно бежали по той стороне палубы, которая была наклонена.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Вӑхӑт 8 сехет енне капашнӑ, ҫавӑнпа командир карапа ялава ҫӗкленӗ чух тӳрлетме йышӑннӑ.

Но время близилось к 8 часам — и командир распорядился спрямить корабль одновременно с подъемом флага.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Стена ҫине кайса ӳкесрен ӑна Макаров ӑста командир пулни ҫеҫ ҫӑлса хӑварнӑ.

И только благодаря искусству Макарова он не навалился на стенку канала.

Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed