Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

И the word is in our database.
И (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ Владимир Иванов Геннадий Архипов тӑрӑшнипе мӗнпур чӑваш халӗ Республика кунӗнче Акатуйра ӗлӗкхилле ҫерем ҫинче савӑннине палӑртрӗ.

Профессор ЧГУ имени И.Н. Ульянова Владимир Иванов подметил, что благодаря стараниям Геннадия Архипова в День Республики весь чувашский народ как и в старину ликовал на празднике плуга.

Архиповӑн ячӗ халӑх асӗнчех // Елена ТРОФИМОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Анчах Марина хӑйне ӳпкеленипе килӗшмесӗр шухӑшне ҫапларах уҫӑмлатнӑ: «Эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, мӗскӗн чунлӑ этем кӑна тум-юмшӑн именет — комплекс ку. Несӗлсем ҫӑпата тӑхӑннишӗнех хальхисен мӗн именмелли пур? Ӑслӑ, ӗҫчен хресчен ҫемйинче сӑран атӑ та пулнах. Мӗн ӗҫ тума хӑшӗ меллӗ е вырӑнлӑ пулнӑ, ҫавна тӑхӑннӑ. Паян эпир акӑш-макӑш капӑр та шукӑль ҫӳреме пултаратпӑр, чун-чӗремӗрте, кӑмӑлӑмӑрта несӗлӗмӗрсен пулни — пӗр сӑмахпа шалти культура теме май пурри, И. Яковлев асилӗвӗнче «бог весть откуда дошедшая до нас деликатность» текенни унта… — юлнӑ-и-ха? Тем пекчӗ!»

Help to translate

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html

Чӑваш кӗнеке издательствинче К.И.Чуковскин «Айболит» юмахӗ тӗлӗнмелле калӑппа тухрӗ.

В Чувашском книжном издательстве сказка К.И.Чуковского вышла с удивительным форматом.

Чӑвашла тата вырӑсла «Айболит» // Ольга ФЕДОРОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Унӑн ӗҫӗ ӑнӑҫлах пулайман, ҫавӑнпа И.Кошкинские те явӑҫтарнӑ.

Help to translate

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

И.Максимов-Кошкинский те вырӑс хаҫат журналисчӗпе А.Чистяковпа «Хир хумханать» сценари ҫырма пикеннӗ.

И.Максимов-Кошкинский вместе с русским журналистом А.Чистяковым начинает писать сценарию "Волнуется нива".

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Сценари авторӗ — И.Максимов-Кошкинский.

Автор сценария - И.Максимов-Кошкинский.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Унӑн сценарине И.Кошкинский вырӑссен паллӑ ҫыравҫин Гарин-Михайловскин «Зора» юмахӗ тӑрӑх ҫырнӑ.

Его сценарию И.Кошкинский написал по сказке известного русского писателя Гарин-Михайловского "Зора".

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Комисси членӗсем — Т.Е.Петрова, С.С.Матвеева, В.В.Яковлева, И.Ф.Рахматуллина, М.А.Петрова.

Члены комиссии - Т.Е.Петрова, С.С.Матвеева, В.В.Яковлева, И.Ф.Рахматуллина, М.А.Петрова.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Районти тата хулари чӑваш культура пӗрлӗхӗсен пуҫлӑхӗсенчен нумайӑшӗ — З.А.Габзалилова, В.П.Иванов, Т.Е.Петрова, В.Ф.Егоров, В.И.Васильева, М.Л.Петров, Р.А.Макарова – мероприятие хӑйсем те килсе ҫитнӗ.

На мероприятие прибыли и сами руководители некоторых чувашских культурных обществ районов и городов - З.А.Габзалилова, В.П.Иванов, Т.Е.Петрова, В.Ф.Егоров, В.И.Васильева, М.Л.Петров, Р.А.Макарова.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Июнь уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ӗпхӳ хулинчи И.Якутов ячӗллӗ паркра иртнӗ пулӑма «Фестиваль» ҫеҫ тееймӗн.

Событие, прошедшее 16-го июня в парке имени И.Якутова города Уфы "Фестивалем" только не назовешь.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн химипе фармацевтика факультечӗн деканӗ, химин органикӑллӑ тата фармацевтика кафедрин заведующийӗ, тахҫантанпах Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятин партнерӗ шутланакан Олег Насакин профессор кун йышши пуҫарӑва мӗнле йышӑннине уҫӑмлӑ палӑртрӗ.

Декан факультета химии и фармацевтики Чувашского государственного университета им.И.Н.Ульянова, заведующий кафедрой органической химии и фармацевтики, давно назначенный партнер Новочебоксарского предприятия "Химпром" профессор Насакин открыто отметил, как принимать такие начинания.

Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Вӑл мана тӗплӗн итлерӗ, хӑйӗн пӗрремӗш ҫумӗпе А.И.Григорьевпа /ҫар ҫынни пулнӑ, полковник/ паллаштарчӗ.

Help to translate

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

— Пӗррехинче Валерий Яковлев режиссер «Моцарт и Сальери» спектакльте Моцарт рольне шанчӗ.

— Однажды режиссер Валерий Яковлев доверил роль Моцарта в спектакле "Моцарт и Сальери".

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Кӗнеке тӗнчинче путса вилес мар, пухӑннӑ пӗлӗве йӗркене кӗртес тесе 1978 ҫулта Хусанти В.И. Ленин ячӗллӗ университета вӗренме кайнӑ.

Дабы не утонуть в мире книг, собранные знания привести в порядок, в 1978 году поступил учиться в Казанский университет имени В.И. Ленина.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Вӑтам шкул вӗренсе пӗтерсен салтака комсомол путевкипе кайнӑ, В.И. Чапаев ячӗллӗ 25-мӗш мотострелковӑй дивизи штатне кӗрекен танк полкӗнче хӗсметленнӗ.

После окончания средней школы в армию призвался по комсомольской путевке, служил в танковом полку 25-ой мотострелковой дивизии имени В.И. Чапаева.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ, культурологи докторӗ Владимир Васильев тата ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева телережиссер Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑвашсем» ярӑмри иккӗмӗш фильма ӳкерме Беларуҫ Республикине кайса килчӗҫ.

Help to translate

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӗсенче О.И.Талляпа С.П.Ухъянкинӑн ҫутӑ сӑнарӗсем упранаҫҫӗ.

В них хранятся светлые образы О. И. Талля и С. П. Ухъянкина.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫапла, О.И.Талля 82 ҫул пурӑнса кӑткӑс та пархатарлӑ ҫул утса тухнӑ.

Да, О. И. Талля за свои 82 года жизни прошла интересную и благодатную дорогу.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

О.И.Талля парти тытӑмӗнчи тӗп тивӗҫне пурнӑҫлассине кирек хӑҫан та общество ӗҫӗпе сыпӑнтарса туса пынӑ.

О. И. Талля во всех случаях умела соединять общественную работу с основной работой в партийных структурах.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Чӑнах та, О.И.Талля культура пайне ертсе пынӑ тапхӑрта наци интеллигенцийӗ ӗҫ коллективӗсемпе тытакан ҫыхӑнусем нихӑҫанхинчен те ҫӳллӗрех шая ҫӗкленнӗччӗ.

Это правда, что во времена руководства отделом культуры О. И. Талля подняла связи национальной интеллигенции и трудовых коллективов до небывалого уровня.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed