Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен тымарӗсем пӗчӗкҫӗ чухнех явӑннӑ, вӗсем иккӗшӗ юнашар тӑрса, пӗр-пӗринчен иртсе каяс тесе, ҫутӑ патнелле ӑмӑртса тӑсӑлнӑ.
IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Пӗр сасӑ та ҫук: автансем кӑна ялта, хӑйсене илтекенсене тӗлӗнмелле тӗлӗртсе, кичемлетсе, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса авӑтаҫҫӗ; тата таҫта, ҫӳлте, йывӑҫсен тӑрринче, ҫамрӑк хурчӑка такама макӑрса чӗннӗ пек лӑпланми пиклетни янӑрать.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӑмӑртса ӗҫлекенни.
Ырӑ ӗҫсен команди // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 24 с.
Пахчана тухаттӑмӑр та, ушкӑнпа пӗрер йӑран йышӑнаттӑмӑр та — эх, ӑмӑртса ҫум ҫумлаттӑмӑр путенине тытиччен!
Асамлӑ кӗсье // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 68–72 с.
Саркайӑксем ҫеҫ унти шӑплӑха хускатаҫҫӗ, унтан тата куккуксем такамӑн пурӑнса ҫитермен ҫулӗсене ӑмӑртса шутлаҫҫӗ.Только иволги нарушают тишину да кукушки наперебой отсчитывают кому-то непрожитые года.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тен тата иккӗшӗ те акӑш-макӑш пысӑк заводсен чи аслӑ инженерӗсем пулӗҫ, вара хӗрлӗ ялав илессишӗн ӑмӑртса та пӑхӗҫ.
Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.
Тен вӗсем иккӗшӗ те чаплӑ спортсменсем пулӗҫ, иккӗшӗ те пӗр-пӗринпе ӑмӑртса чемпионсем пулма тӑрӑшӗҫ.
Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.
Дон леш енчи вӑрманта шӑпчӑксем ҫине-ҫине ӑмӑртса шӑхӑраҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ачасем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса Дон шывне кӑтартма васканӑ.
Шкул // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Салтаксем хӑйсем хушшинче ӑмӑртса ӗҫленӗ.
Кӗперсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Григорий ку офицер пӗлтӗр утсене ӑмӑртса чуптарнӑ вӑхӑтра Митька Коршунов хуса ҫитсе иртсе кайнӑ офицер иккенне уйӑрса илчӗ.Григорий узнал в нем того офицера, которого обогнал в прошлом году на скачках Митька Коршунов.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Виҫҫӗмӗш кунне Сергей Платоновича утсене ӑмӑртса чуптарнӑ чух кӳлмелли урапана — дрожкӑна тимӗр-кӑвак ӑйӑрне кӳлсе пачӗҫ те, вӑл, хӑйне хирӗҫ пулакан казаксене чыслӑн та мӑнкӑмӑллӑн пуҫ тайса, станицӑна вӗҫтерчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Типшӗм шӑмӑллӑ пулнӑ, уксахланӑ (ҫамрӑк чухне патша смотрӗнче юланутсем ӑмӑртса чупнӑ чух вӑл сулахай урине хуҫнӑ пулнӑ), сулахай хӑлхине ҫур уйӑх евӗрлӗ кӗмӗл алка ҫакса ҫӳренӗ; унӑн хура сухалӗпе ҫӳҫӗсем мӗн ватӑлса ҫитичченех шупкалман; ҫилленнӗ чухне вӑл хӑйне хӑй пӗлейми пуличченех хӗрсе кайнӑ иккен.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Йӗкӗтсемпе хӗрсем, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тенӗ пек, пӑрахса паракан ҫимӗҫсене хӑйсен хутаҫҫисемпе яра-яра тытаҫҫӗ.Парубки и девушки наперерыв подставляли мешки и ловили свою добычу.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӗвелтухӑҫӗ хӗрелмен-ха, тӳпене те тӗксӗм ҫутӑ сӑн ӳкмен; ҫӗрлехи пекех, ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатаҫҫӗ-ха, ирхи сывлӑм ҫӗре тӗксӗм кӑвак тӗтре евӗр хупласа илнӗ — ҫул хӗрринчи курӑкпа хупах ҫулҫи тата тӗмесем ҫуттӑн ялтӑртатмаҫҫӗ, мӗлке пек тӗксӗмӗн курӑнаҫҫӗ; автансем те халь анчах ӑмӑртса авӑтма пуҫларӗҫ-ха; теплерен пӗр-пӗр ҫуртӑн мӑрйинче кӑна тӗтӗм мӑкӑрланать-ха, кил хуҫи хӗрарӑмӗ кӑмака умӗнче хӗвӗшет, пӗр сӑмахпа каласан, кун аран ҫеҫ ҫуралать пулсан та, Рощенски урамӗнче ӗнтӗ тачанка урӑм-сурӑм кӗмсӗртеттерет.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗтӗм оборона тӑршшӗпех пулемётсем, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тенӗ пек, шӑтӑртатаҫҫӗ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫапах та, пӗри шыранӑ вӑхӑтра, кашнийӗннех пӗр-пӗр шӑтӑкне упаленсе кӗрсе лӑпчӑнса выртасси килнӗ; ҫӳлте шыраканнине ураран ӳкиччен чуптарсан, сасартӑк ҫурӑм хыҫӗнчен, ура айӗнченех сиксе тухатӑн та, пӗтӗм вӑйпа ӑмӑртса пысӑк чул патне «патак-шакӑлтак» выртнӑ ҫӗре чупатӑн.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ял ҫыннисем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тенӗ пек хӑйсен юратнӑ учительне хӑна тума тӑрӑшнине Огнянов ним чухлӗ те пӗлмен.
XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тарӑн шухӑша кайнӑ тухтӑрӑн ӑмӑртса чупас кӑмӑлӗ ҫукчӗ те, ҫапах вӑл та чупса кайрӗ.Доктор, погруженный в свои тяжкие думы, не был расположен бегать взапуски, но все-таки побежал тоже.
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Арҫынсем ӑмӑртса чупма канав урлӑ сикме шутларӗҫ, вара виҫӗ шухӑшлавҫӑ хӑюллӑ упражненисем тӑвас тӗлӗшпе хӑйсем ӑста пулнине кӑтартрӗҫ: офицер канав урлӑ сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ, Дмитрий Сергеич, питӗ вӑйлӑ ҫын, ӑна офицер ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн питӗ хӗрсе кайрӗ: ригорист офицерпа Дмитрий Сергеича иккӗшне те пӗрле йӑкӑлт ҫеҫ ҫӗклесе ӳпӗнтерчӗ, ку вара Дмитрий Сергеича та, офицера та пӑшӑрхантармарӗ: ригорист паллӑ атлет пулнӑ, анчах Дмитрий Сергеичӑн офицер айне юлас килмерӗ курӑнать, вӑл ку тӗлӗшпе ригорист хыҫҫӑн пӗрремӗш вырӑна йышӑнасшӑн пулчӗ; вӑл офицерпа пилӗк хут тытӑҫса илчӗ, анчах офицер ӑна ҫӑмӑллӑнах мар пулин те, — кашнинчех хӑй айне хучӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.